Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗнче Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Шел пулин те, автор хӑй килеймерӗ.

 Ҫӗнӗ кӑларӑма пӗр повеҫпе тӑватӑ калав тата икӗ пьеса кӗнӗ. Ӑна аслӑ классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ, анчах вӑл аслӑрах ӳсӗмрисене те, ҫитӗннисене те кӑсӑклантармалла. Александр Пӑрттан пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ. Вӑл ҫыравҫӑ та, драматург та, артист та пулнине палӑртса хӑвармалла.  Шупашкарти трактор тӑвакансен заводӗнче вӑй хуни ҫыравҫӑна ҫакнашкал повесть ҫырмашкӑн витӗм кӳнех пуль, ахальтен мар вӑл ҫамрӑксен ӗҫне-хӗлне ӑста ҫутатса пама пултарать. Ҫавӑн пекех хайлавра вӗсен юратӑвне, хӗрӳ туйӑмне сӑнлани пысӑк вырӑн йышӑнать. Хайлаври тӗп геройсем Валерӑпа Кристина юратӑва, телее упраса хӑварма пултарайӗҫ-ши? Кӗнекери ытти хайлавсене вуланӑҫемӗн те тӗрлӗ шухӑш авӑрне путатӑн, геройсен савӑнӑҫӗпе пӗрле хӗпӗртетӗн, хуйхи-суйхине вара чӗре ҫывӑхне илетӗн.

Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унӑн редакторӗ Ольга Австрийская пулнӑ, вӑл кашни хайлавнех тишкерсе пысӑк хак пачӗ. Александр Пӑртта ҫамрӑксен савӑнӑҫӗпе кулянӑвне, кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗпе юратӑвне ӑста сӑнласа пама пултарнине палӑртрӗ.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова та кӗнекене туллин тишкерчӗ. ««Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» хайлава повесть шайне аталантарса ҫитереймен пек туйӑнать, ҫамрӑксен хутшӑнӑвӗсене тарӑнрах кӑтартмалла. Автор литература саккунӗсене аван чухланине палӑртмалла. Сӑнарсене кӑтартса пама тӗрлӗ мелпе усӑ курать вӑл – ӑшри шухӑшлав, ҫут ҫанталӑк улшӑнӑвӗ урлӑ сӑнлани тата ыт. те. Писатель интригӑллӑ сюжетсем туса вулакана кӑсӑклантарма пӗлет. Мӗнле те пулин инкек пулассине уйрӑм пайрӑмсем (детальсем) урлӑ сӑнласа вулакан патне ҫитерет. Эмоцилӗхе палӑртакан ыйтуллӑ-кӑшкӑруллӑ предолженисемпе, диалогсемпе, илемлӗ сӑмах ҫаврӑнашӗсемпе вырӑнлӑ усӑ курма пӗлет», – терӗ тӗпчевҫӗ.

 Ҫавӑн пекех «Варкӑш» клубӑн яланхи хӑни Людмила Сачкова прозаик та Александр Пӑрттан ҫырас ӑсталӑхӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. «Ҫыравҫӑ пултарулӑхӗнче артист, драматург пулни сисӗнет. «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» хайлава мелодрама жанрӗпе ҫырнӑ, повесть вӗҫӗнче ыйту палли лартса хӑварни вулакана татах та кӑсӑклантарса шухӑша ярать. Ҫапла вӗҫлени авторӑн хӑйне евӗр ҫырас ӑсталӑхӗ. «Каҫар мана, аннеҫӗм» калавӗ мана хамӑн «Чӗкеҫем, чӗкеҫ»  хайлава аса илтерчӗ. «Сарӑхнӑ сӑнӳкерчӗкӗ» калавне тӗрленчӗк евӗр ҫырнӑ пек туйӑнчӗ», – ҫапларах палӑртрӗ хӑйӗн шухӑшне ҫыравҫӑ.

Ҫамрӑк прозаик Дмитрий Моисеев Александр Пӑрттан стилӗ аван пулнине, кӗнеки лайӑх вуланнине, ҫапах та тепӗр чухне диагональпе вуланакан вырӑнсем тӗл пулнине,  автор пурнӑҫра хӑй тӳссе ирттерме тивнӗ самантсене ҫырса кӑтартнӑ пек туйӑннине каларӗ.

Тӗл пулӑва килнӗ ытти хӑнасем те хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ. Паллах, кашниех хӑйне май хак пачӗ. Кӗнеке хӑйӗн вулаканне тупса усӑллӑ пуласса шанатпӑр.