Кӑҫалхи ҫул та ыттисем пекех тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫи, драматургӗ Мария Ухсай ҫуралнӑранпа 115 ҫитнине халалланӑ «Ҫыратӑп эпӗ кӑранташпа мар, чӗремҫӗм татӑкӗпе…» литература каҫӗ иртрӗ. Тӑван литературӑпа культурӑна аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑ ҫыравҫӑна сума суса ҫывӑх ҫыннисем, чӑваш ҫыравҫисемпе журналисчӗсем, тӗпчевҫӗсемпе вулакансем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем тата унӑн  пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем пухӑнчӗҫ.

Уява хутшӑнакансем Мария Ухсайӑн пултарулӑхӗ анлӑ та нумай енлӗ пулнине палӑртрӗҫ. Литература ӗҫне вӑл ХХ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулсен вӗҫнелле пуҫӑннӑ. Унӑн малтанхи хайлавӗ – «Хӗрлӗ тутӑр» сӑвви – 1928 ҫулта «Канаш» хаҫатра пичетленсе тухнӑ. Каярах ҫыравҫӑ калавсем, пьесӑсем шӑрҫаланӑ. Унӑн пьесисене Чӑваш театрӗн сцени ҫинче лартнӑ.

Яковпа Мария Ухсайсен аслӑ хӗрӗ Ольга Яковлевна хӑйӗн ачалӑхне аса илчӗ, ашшӗпе амӑшӗн пурнӑҫ саманчӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, вӗсене ырӑпа асӑнчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл «Кӑра ҫилсем» повеҫе ҫырнин историйӗпе паллаштарчӗ: кӗнекери тӗп геройӑн Ирккан прототипӗ Ольга Ырзем актриса пулнӑ иккен.

Чӑваш Республикин профессионал писателӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ольга Куликова, Светлана Асамат сӑвӑҫ-юрӑҫ, Людмила Сачкова, Римма Прокопьева, Лидия Сарине писательсем, Александр Вражкин журналист, Владимир Милютин хореограф Мария Ухсайӑн пултарулӑхӗ чӑваш культуришӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ. Уйрӑмах мӗн ачаран юратса, вуласа ӳснӗ пысӑк калӑплӑ «Кӑра ҫилсем» повеҫӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Тухса калаҫакансем ҫыравҫӑн ҫут ҫанталӑка тата геройсен сӑнарӗсене сӑнласа кӑтартас ӑсталӑхӗ пысӑк пулнине, хайлав илемлӗ те ҫыпӑҫуллӑ чӗлхипе чуна тыткӑнлама пултарнине палӑртрӗҫ. Ахальтен мар вӑл чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлчӗ, классика хайлавӗ пулса тӑчӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Василий Павлов Мария Ухсайпа тӗл пулнӑ самантсене аса илчӗ. Унӑн пьесисем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенче выляма тӳр килнишӗн хавхаланса калаҫрӗ.

Музыка тӗпчевҫи, тележурналист Александр Осипов «Чудесная вышивальщица» чӑваш балечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ. Ӑна тепӗр хут театр сцени ҫине кӑлармаллине каларӗ (либретто авторӗ – Мария Ухсай, кӗвви – Виктор Ходяшевӑн).

Литература тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Софронова ҫыравҫӑн прозӑри пултарулӑхне тишкерсе пысӑк хак пачӗ, уйрӑмах ача-пӑча литературине аталантарас тӗлӗшпе нумай вӑй хунине асӑнчӗ.

Мария Ухсайӑн пултарулӑхне халалланӑ кӗнеке выставки тата ҫемье альбомӗнчи сӑн ӳкерӗксем астӑвӑм каҫне илем кӳчӗҫ.

Вырӑсла