Author Archives

Archive of the posts written by author: admini.
Июн
28

Наци библиотекинче Чăваш кĕнекин кунĕ иртрĕ

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунӗ иртрӗ. Хӑтлӑ курав залĕнче вулавăш ӗҫченӗсем, редакторсем, литература тӗпчевҫисем, ҫыравҫӑсем, журналистсем тата чăваш кĕнекине юратакансем пухӑнчӗҫ. Кăçал уяв тăваттăмĕш хут иртрĕ. «Ăна Ермей Рожанский (1741–XIX ĕмĕр пуçламăшĕ) куçаруçă тата миссионер ячĕпе çыхăнтараççĕ, мĕншĕн…

Июн
13

Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

Унăн кĕнеки тухнă-тухманах, икĕ-виçĕ уйăхра, саланса пĕтрĕ. Халь ăна лавккасенче тупаймăн, библиотекăран çеç илсе вулама пулать. Туянса ĕлкĕрнисем вара пĕрре тишкернипех çырлахмаççĕ, çине-çинех ун патне таврăнаççĕ. Шкул ачисем ăна уроксенче сӳтсе яваççĕ, аслисем алăран ямасăр шĕкĕлчеççĕ, ваттисем куççульне шăлса илеççĕ. Кашниех унта хăйне…

Янв
13

Николай Максимовӑн пултарулӑх каҫне йыхравлатпӑр

Чӑваш Республикин Наци библиотекинче кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче писатель, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Николаевич Максимовӑн пултарулӑх каҫӗ иртет. Ӑна ҫыравҫӑ 80 ҫул тултарнине халалланӑ. Уява хутшӑнакансем унӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне пӑхса тухӗҫ, хайлавӗсен хӑйне евӗрлӗхне тишкерӗҫ. «Ҫитмӗлмӗш ҫулсен вӗҫӗнче палӑрнӑ ҫамрӑк ҫыравҫӑсем…

Авг
12

Чунтан хурланатпӑр

Чӑваш республикин Наци библиотеки Роза Ивановна Шевлепи (Ильина-Юхма) паллӑ сӑвӑҫ, прозаик, публицист, Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1995) вилнӗ пирки тарӑннӑн хурланнине пӗлтерет. Роза Ивановна 15 яхӑн кӗнеке авторӗ. Унӑн ачасем валли…