pism kult

«Чӑваш Енӗн ҫыруллӑ культури» (2016)

Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 145 ҫул ҫитнӗ май хатӗрленӗ. Электронлӑ кӑларӑм виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш пайӗ – Чӑваш ҫырулӑхӗн историйӗ. Чӑваш ҫырулӑхӗн аталанавӗнче виҫӗ тапхӑр палӑртаҫҫӗ: авалхи чӑваш ҫырулӑхӗн тапхӑрӗ (18 ӗмӗрччен), кивӗ ҫырулӑх тапхӑрӗ (18 ӗмӗртен пуҫласа 1871 ҫул таран) тата ҫӗнӗ ҫырулӑх тапхӑрӗ (1871 ҫултан). Чӑваш алфавичӗпе букварьне хатӗрлес ӗҫ Иван Яковлевӑн 1871 ҫулта кун ҫути курнӑ «Букварь для чуваш» кӗнеки тухичченех пуҫланнӑ. Ҫапах та Иван Яковлевичӑн алфавичӗ ҫинче йӗркеленнӗ ҫӗнӗ ҫырулӑхпа литература чӗлхи революцичченхи чӑваш халӑх чӗрӗлӗвӗпе аталанӑвӗн ҫирӗп никӗсӗ пулса тӑнӑ. Асӑннӑ пайра пӗтӗмӗшле чӑваш ҫырулӑх аталанӑвӗн ҫул-йӗрне курма пулать. Ку темӑпа ҫырнӑ ӗҫсем сахалах мар: кӑларӑмра авалхи, кивӗ тата ҫӗнӗ ҫырулӑх ҫинчен чӑвашла тата вырӑсла тухнӑ кӗнекесем, журналсемпе хаҫатсенче тата сборниксенче пичетленнӗ ӗҫсем вырӑн тупнӑ.

«Чӑваш чӗлхе тӗпчевҫисем» пайра чӗлхе пӗлӗвӗнче курӑмлӑ йӗр хӑварнӑ тӑван тата ют ҫӗршыври ӑсчахсем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме пулать. Кунта вӗсен кӗске биографийӗ, сӑн ӳкерчӗкӗ тата ӗҫӗсем пур

Тепӗр пысӑк пӗлтерӗшлӗ пай – библиографи пайӗ. Унта чӑваш ҫырулӑхӗн историйӗ, унӑн уйрӑм тапхӑрӗсем, чӗлхе тӗпчевҫисем ҫинчен ҫырнӑ литература списокне вырнаҫтарнӑ. Вӗсен шутӗнче электронлӑ ресурссем те пур.

Кӑларӑмри информацие икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла хатӗрленӗ.

people cd

«Ӗҫ ҫынни – Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ» (2016) (Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗпе пӗрле хатӗрленӗ)

2016 ҫулта Чӑваш Республикинче Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне паллӑ тӑватпӑр. Электронлӑ кӑларӑма Чӑваш Республикин Ӗҫ паттӑрӗсене тата Ӗҫ мухтавӗпе паттӑрлӑхӗн Хисеп кӗнекине кӗме тивӗҫ пулнӑ ҫынсене халалланӑ. Кунта пурӗ 203 ҫын ҫинчен информаци вырнаҫтарнӑ. Кӑларӑмра чапа тухнӑ кашни ӗҫ паттӑрӗн сӑн ӳкерчӗкӗ, архивра упранакан документсем тата вӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке тата хаҫат-журналсенчи статьясен списокӗпе паллашма пулать.

reading cdАчасем валли Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫинчен вулатпӑр» аудио-диск (2016)

Чӑваш Республикин наци библиотекипе Чӑваш наци радиовӗ ирттернӗ «Ачасем валли Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫинчен вулатпӑр» проект тӑрӑх хатӗрленӗ электронлӑ кӑларӑм.

Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ.

Кӑларӑма чӑваш ҫыравҫсен – М. Ильбекӗн, М. Ухсайӑн, А. Афанасьевӑн, В. Бараевӑн, Я. Ухсайӑн, А. Александровӑн, С. Алексеевӑн тата вырӑс ҫыравҫисен О. Громован, С. Алексеевӑн, Д. Вонавин хайлавӗсене вуланине кӗртнӗ.

Хайлавсене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен, Патшалӑх вырӑс драма тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗсен артисчӗсем вулаҫҫӗ.

Кӑларӑма хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артисткине Яковлева Нина Михайловнӑна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тата халӑх артисткине Савельева Светлана Рюриковнӑна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине Кириллова Надежда Мефодьевнӑна, Чӑваш Республикин халӑх артистне Кукин Борис Васильевича, Петров Дмитрий Анатольевича, Семенова Алевтина Мефодьевнӑна, Сергеев Виталий Ивановича, Шамбулина Наталья Алексеевнӑна, Чӑваш наци радиовӗн продюсер центрӗн ертӳҫине Прокопьев Олег Ивановича тав тӑватпӑр.

 Элли Юрьев: художник, геральдист, педагог
«Элли Юрьев: художник, геральдист, педагог» : к  80-летию со дня рождения (2016)

В издании представлено более 400 документов о жизни и творчестве Э. Юрьева из фондов Национальной библиотеки Чувашии и около 400 изображений его работ из фондов Чувашского государственного художественного музея.

 Аудиодиск: Константин Иванов
«Константин Иванов. Чӑваш классикине вулатпӑр» (2015)

Аудиодиска чӑваш поэзийӗн классикӗ, куҫаруҫӑ, ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Кӑларӑмра «Нарспи» поэмӑна, 3 балладӑна тата ултӑ сӑввине вуланине кӗртнӗ: «Вӑранӑр, тапранӑр!», «Ватӑ вӑрман шухӑшӗ», «Тимӗр тылӑ», «Икӗ хӗр», «Тӑлӑх арӑм», «Выҫӑ аптранӑскерсем», «Хальхи самана. 1908 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшӗ», «Урапа», «Ҫумӑр». Вӗсене чӑваш халӑх артистки С. Савельева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Н. Кириллова вулаҫҫӗ. Музыкӑпа илемлетекенӗ Чӑваш наци радиовӗн продюсер центрӗн ертӳҫи О. Прокопьев.

 

 Издание (диск) Николай Ильбек
«Чӑваш сӑмахӗн ӳнерҫи – Микулай Илпек» (2015)

Электронлӑ кӑларӑма чӑваш халӑх писателӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл ҫыравҫӑ пурнӑҫӗпе пултарулӑхне уҫса парать.Электронлӑ кӑларӑм 5 пайран тӑрать: «Ҫыравҫӑ кун-ҫулӗ», «Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ», «Литературӑ еткерӗ», «Галерея», «Библиографи». Кунта Илпек Микулайӗн кунҫулне кӑна мар, унӑн произведенийӗсене те туллин уҫса панӑ. Сӑмахран, «Хура ҫӑкӑр», «Михха», «Салтаксем» хайлавсен сыпӑкӗсене кӗртнӗ.

Электронлӑ кӑларӑма икӗ чӗлхепе йӗркеленӗ, уйрӑм страницӑсене вырнаҫтарнӑ.

Издание (диск) Константин Иванов

Диск «Константин Иванов — Гений чувашской поэзии» посвящен 125-летию со дня рождения основоположника чувашской литературы поэта К.В. Иванова и Году К.В. Иванова в Чувашской Республике (2015).

Основные разделы: «Биография», «Наследие поэта», «Жизнь и деятельность», «Государственная премия им. К. В. Иванова», «Фотогалерея», «Библиография». В издании представлено около 900 документов.

 Обложка аудиодиска "Читаем нам и потомкам"
Аудиокӗнеке «Пире тата пулас ӑрусем валли вулама» (2014)

Кӑларӑма республикӑра иртекен «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурсра ҫӗнтернӗ кӗнекесене вуланине кӗртнӗ. Ҫав шутра У. Эльменӗн «Упраймарӑм сана» романӗ, Р. Сарбин «Тӑрнаккайпа», «Пукане» юмахӗсем, С. Гордееван ачасем валли ҫырнӑ «Хаваслӑ карусель», «Кам?», «Кивӗ пушмак», «Кам-ши тӗттӗм пӑлтӑрта?», «Хӑюллӑ Якур», «Ӳплере», «Анне уявӗ», «Художник» сӑввисем, Е. Лисинан «Вӗҫекен кӳлӗ», «Мӗнле-ха пулӑшас мар?» ятлӑ калавӗсем, М. Карягинан «Ҫулевӗҫ», «Хӑйне ҫухатнӑ путек», «Кӑтра хӗвел ҫаврӑнӑш» калав-халапӗсем.

 Издание (диск) Федор Уяр
«Проза ӑстин пурнӑҫӗпе ӑраскалӗ»(чӑваш халӑх ҫыравҫи Хӗветӗр Уяр ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май) (2014).

Электронлӑ кӑларӑмра чӑваш халӑх ҫыравҫин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ материала «Биографи», «Литературӑри еткерӗ», «Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ», «Аудиопа фотогалерея», «Библиографи» пайсене вырнаҫтарнӑ.

Электронлӑ кӑларӑма икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ, сӑнӳкерчӗксен пайӗ те пуян. Хӗветер Уяр хӑйӗн хайлавӗсене вуланине итлеме пулать. Кӑларӑма хатӗрлеме тӑванӗсем пулӑшнӑ.

 Издание (диск) Ученые записки Чувашского государственного института гуманитарных наук
«Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ҫырӑвӗсем» (2014)

«Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ҫырӑвӗсем» электронлӑ кӑларӑма 1941 мӗш ҫултан пуҫласа 1981 ҫулччен пичетленсе тухнӑ «Ӑслӑлӑх ҫырӑвӗсен» 107 кӑларӑмӗн тулли тексчӗсене вырнаҫтарнӑ. Унта чӑваш чӗлхипе литература, ӳнер, историпе экономика темисемпе ҫырнӑ ӗҫсем.

Кӑларӑма «Раҫҫей культури» (2012-2018 ҫҫ.) Федераллӑ тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ.

 Издание (диск) Ими гордится Чувашия
«Вӗсемпе Чӑваш Ен мухтанать» (2013)

Электронлӑ кӑларӑма Чӑваш Енӗн юбилейлӑ тата паллӑ кунӗсене халалланӑ виртуаллӑ куравсене кӗртнӗ.

Электронла кӑларӑм, историпе культурӑра, наукӑпа вӗренӳ ӗҫӗнче сумлӑ ӗҫӗсемпе палӑрнӑ паллӑ ҫынсен ӗҫӗ-хӗлӗ урлӑ, чӑваш тӗнчипе паллашма пулӑшать. Вӗсем Чӑваш ҫӗрӗн хастар ывӑлӗсемпе хӗрӗсем: Н.И. Ашмарин, П.М. Миронов, Г.Н. Волков ученӑйсем; икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ, летчик-космонавт А.Г. Николаев; Г.Н. Айги, Ю.С. Семендер, М.Н. Юхма чӑваш халӑх ҫыравҫисем тата И.А. Петрова драматург. Вӗсем тӗрлӗ ӑру деятелӗсем, шӑписем те вӗсен тӗрлӗрен.

 Издание (диск) Ими гордится Чувашия
Издание «Певец родного края — Тӑван ен юрӑҫи» приурочена к 100-летию со дня рождения народного поэта Александра Егоровича Алги (2013)

Основу выставки составляют печатные документы из фондов Книжной палаты Национальной библиотеки Чувашской Республики. Использованы также документальные источники, предоставленные государственными архивами Чувашской Республики.

 Издание (диск) Юрий Семендер
«Чунра хӗмленнӗ йӗркесем…» (2012) (чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен).

Юрий Сементер – чӑваш халӑх поэчӗ, ӑста куҫаруҫӑ. Пултарулӑхӗ нумай енлӗ: литературӑ тӗпчевӗнче те, публицистикӑра та, кулӑш жанрӗнче те тӑрӑшать. Вӑтӑра яхӑн кӗнекесен авторӗ, сӑвви-поэмисем ҫирӗм ытла чӗлхепе пичетленнӗ. Вырӑс тата тӑванла халӑхсен ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла, К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине таджик чӗлхине куҫарассине тата чӑваш поэзийӗн антологине белорусла кӑларассине йӗркеленӗ.

Поэта Туслӑх орденӗпе, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑланӑ.

Электронлӑ кӑларӑм ҫак пайсенчен тӑрать: «Поэт кун-ҫулӗ», «Поэт эткерӗ», «Юрӑсем», «Куҫарусем», «Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ», «Халалласа ҫырнисем», «Сӑн ӳкерчӗксен галерейи», «Библиографи».

 
«Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ» (чӑваш халӑх поэчӗ Яков Гаврилович Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май) (2011)

Ухсай Яккӑвӗ – чӑваш халӑх поэчӗ, 60 яхӑн кӗнеке авторӗ. Унӑн «Ҫӗр», «Ту урлӑ ҫул», «Акӑшкӳл», «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм», «Кӗлпук мучи» хайлавӗсем тӗнче литературин ылтӑн ҫӳпҫине кӗрсе юлнӑ. Вӗсенче чӑваш халӑхӑн паттӑрлӑхӗпе ӗҫри хастарлӑхӗ, иртнӗ саманари кун-ҫулӗ сӑнланнӑ. Ухсай Яккӑвӗ – публицист тата куҫаруҫӑ, «К. Иванов» монографи авторӗ.

Электронлӑ кӑларӑм ҫакӑн пек пайсенчен тӑрать: «Биографи», «Ӗҫӗ-хӗлӗн тапхӑрӗсем», «Хайлавӗсем», «Поэзи», «Публицистика», «Ҫырусем», «Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ», «Аса илӳсем», «Литературӑри сӑнарӗ», «Сӑн ӳкерчӗксен галерейи», «Библиографи». Ухсай Яккӑвӗ хӑйӗн сӑввисене вуланине те итлеме пулать.

 
«Ҫулӑмра шӑраннӑ йӗркесем: чӑваш писателӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче» (2010)

Электронлӑ кӑларӑмра пурӗ 62 чӑваш ҫыравҫи ҫинчен информаци тупма пулать. Унта вӗсен биографийӗсене, хайлавӗсен тулли тексчӗсене, вӗсем ҫинчен ҫырнӑ библиографи списокӗсене, ҫыравҫӑсен килӗсенче, патшалӑх архивӗсенче тата музейсенче упранса юлнӑ фронтран янӑ сӑнӳкерчӗксемпе ҫырусене кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн архивӗнче, Чӑваш наци музейӗнче, К. В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче, Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗнче упранакан документсене вырнаҫтарнӑ.

Кӑларӑм ҫакӑн пек пайсенчен тӑрать: «Хӗрӳ сӑмахпа, ҫивчӗ калемпе» (вӑрҫӑ тапхӑрӗнчи чӑваш литератури аталанӑвӗ), «Ӗмӗр чӗрӗ, ӗмӗр ҫамрӑк», «Чӑтрӑмӑр, ҫӗнтертӗмӗр».

Кӑларӑма вырӑсла тата чӑвашла вариантсемпе хатӗрленӗ.

 
«Ҫеҫпӗл Мишшин поэзи тӗнчи» (чӑваш поэзи классикӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен) (2009)

Электронлӑ кӑларӑм обществӑпа патшалӑх деятелӗн, чӑваш литературин классикӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарать. Ҫеҫпӗл хайлавӗсенче чӑваш пурнӑҫӗ, филосифийӗ, ырӑ йӑли-йӗрки, чӑваш сӑввин илемӗ уйрӑмах палӑрса тӑрать. Вӑл халӑхран тухнӑ ҫыравҫӑ, унӑн произведенийӗсене Чӑваш енре ҫеҫ мар, ытти ҫӗршывсенче те аван пӗлеҫҫӗ, вӗсене 50 ытла чӗлхе ҫине куҫарнӑ.

Шырав системипе усӑ курса ҫак темӑсемпе информаци тупма пулать: «Ҫеҫпӗл Мишши хайлавӗсем», «Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнӑ литературӑ», «Ҫеҫпӗле халалланӑ сӑвӑ-юрӑсем», «Поэт сӑввисене вулани, сӑн ӳкерчӗксем, кинори кадрсем т.ыт.те», «Библиографи».

«Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм» (чӑваш поэчӗ Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май) (2008)

Ку электронлӑ кӑларӑма 2008 ҫулта чӑваш поэчӗ Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май хатӗрленӗ. Митта Ваҫлейӗн пурнӑҫӗ питӗ кӑткӑс та йывӑр пулнӑ. Вӑл хӑйӗн кӗске пурнӑҫӗнчи 17 ҫулне тӗрмесемпе ссылкӑсенче ирттернӗ. Митта Ваҫлейӗ хӑй мӗн ӗмӗтленнине пӗтӗмпех пурнӑҫа кӗртсе ӗлкӗреймен, ҫапах та вӑл ҫырса хӑварнисем чӑваш наци культурин ҫӳпҫине кӗрсе юлнӑ.

Электронлӑ кӑларӑмӑн тӗп страницинче чӑваш халӑх ӳнерҫи Элли Юрьев ӳкернӗ Митта Ваҫлейӗн сӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Кунтах сӑвӑҫӑн «Тӑван чӗлхе» сӑвви тата автографӗ. Электронлӑ кӑларӑм ҫакӑн пек пайсенчен тӑрать: «Митта Ваҫлейӗн хайлавӗсем, тухса калаҫнисем», «Поэт куҫарӑвӗсем», «Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнӑ статьясен тулли тексчӗсем», «Аса-илӳсем, халал сӑввисем», «Халӑх асӗнче», «Аудио- видео материалсем», «Сӑнӳкерчӗксен галерейи», «Библиографи».


«Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» (чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май) (2008)

На диске собраны материалы о жизни и творчестве поэта: биография, хроника жизни, произведения, переводы, алфавитный указатель произведений, высказывания о его творчестве, статьи о нем, стихи-посвящения, библиографический указатель, видео- и аудиозаписи, фотогалерея.


«Чӑваш культурин патриархӗ» (чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнӗ май) (2008)

И. Я. Яковлев – педагог-демократ, куҫаруҫӑ, чӑваш халӑхне тӗнче умӗнче чапа кӑларнӑ ҫын. Чӗмпӗрти чӑваш шкулне йӗркелекенӗн пысӑк ӗҫӗсенчен пӗри – чӑваш алфавичӗпе ҫырулӑхӗ. Унӑн Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсене тӗнче цивилизациӗн ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарас ӗҫри тӳпи питӗ пысӑк.

И. Я. Яковлевӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗ электронлӑ кӑларӑмра ҫакӑн пек пайсенче вырнаҫнӑ: «Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ», «И.Я. Яковлевӑн ӗҫӗсем», «Чӑваш халӑхне панӑ халал», «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ», «И.Я. Яковлев вӑхӑтӗнчи ҫынсем», «И.Я. Яковлев ҫемйи», «И.Я. Яковлев ӳнерҫӗ куҫӗпе», «И.Я. Яковлевӑн литературӑри сӑнарӗ», «Сӑнӳкерчӗксемпе видео галерейи», «Библиографи». Кӑларӑмра пӗрремӗш чӑваш букварӗсен тата ачасем валли ҫырнӑ калавсен тулли тексчӗсем пур.


«Чӑваш диаспори» (2008)

Кӑларӑмра чӑваш халӑх историйӗ, культури, йӑла-йӗрки, паллӑ ҫыннисем ҫинчен информации вырӑн тупнӑ.

 «Андриян Николаевӑн ҫӑлтӑрлӑ ҫулӗ» (икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ летчик-космонавт Андриян Григорьевич Николаев ҫинчен) (2005)

Электронлӑ кӑларӑмра летчик-космонавтӑн биографийӗпе, пурнӑҫӗн тӗп тапхӑрӗсемпе, тӑванӗсемпе ӗҫтешӗсем аса илнисемпе, сӑн ӳкерчӗксемпе, тухса калаҫнисемпе, пӗрремӗш вӗҫевӗн видео- сыпӑкӗсемпе, космонавтран илнӗ интервьюпа паллашма пулать. Материала ҫакӑн пек пайсене вырнаҫтарнӑ: «Ҫул пуҫламӑшӗ», «Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ», «Кулленхи ӗҫсем», «Герой ятне чысласа» , «Пурнӑҫри тӗп тапхӑрсем», «Библиографи», «Сӑн ӳкерчӗксем, аудио- видеоматериалсем».

Ҫӑлтӑрсем сӳнмеҫҫӗ. Вӗсем темиҫе ӗмӗр иртсен те ҫӗр ҫинче пурӑнакансен ҫулне ҫутатса тӑраҫҫӗ. Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавтӑн ырӑ сӑнарӗ халӑх асӗнче ӗмӗр упранӗ. Ҫывӑх та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, йӑл-кулӑллӑ сӑнар, ентешӗсемпе, тӑванӗсемпе, «ҫӑлтӑр тусӗсемпе» пӗрле – ҫакӑн пек юлӗ вӑл пирӗн асӑмра.

«Геннадий Айхи. Шӑплӑх поэзийӗ» (чӑваш халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен) (2001)

Электронлӑ кӑларӑмра Г. Ахин биографийӗпе пурнӑҫӗн тӗп тапхӑрӗсем, хайлавӗсен тата ун ҫинчен ҫырнӑ статьясен тулли тексчӗсем, икӗ кӗнекерен тӑракан библиографи уазателӗ, сӑвӑҫ хӑйӗн сӑввине вулани, сӑн ӳкерчӗксем, Г. Айхи ҫинчен ӳкернӗ документлӑ фильмри сыпӑксем вырӑн тупнӑ.