
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тахҫантанпа кӗтнӗ ларӑвӗ иртӗ. Клуб пайташӗсем ҫак тӗл пулусемшӗн тунсӑхласа ҫитрӗҫ ӗнтӗ, сӳтсе явмалли кӗнекесен шучӗ те ӳсрӗ. Ҫитес ларура «варкӑшҫӑсем» нумай пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ «Пирӗшти патне янӑ ҫыру»…