Кăҫалхи «Атăл Асамачĕ» поэзи фестивалĕн кăсăклă пулăмĕсенчен пĕри – паллă поэт, прозаик, драматург, тележурналист Марина Карягина ирттерекен «Хаваспа çыратпăр сăвă. Палиндромсем» ăсталăх лаççи. Вăл çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче 11.00 сехетре Чăваш Республикин наци библиотекинче иртĕ. Палиндромсем тесе эпир малтан та, хыçалтан та пĕр пекех…
Раççейри халăхсен поэзийĕн «Атăл Асамачĕ» III фестивалĕн тапхăрĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче «Раççей халăхĕсен наци поэзийĕн хăйевĕрлĕхĕ» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Ытти çулсенчи пекех Фестивале Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви тата Чăваш Республикин профессионал писательсен пĕрлĕхĕ пулăшнипе Наци библиотеки…
Çак кунсенче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул тата чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа Раççей халăхĕсен поэзийĕн «Атăл Асамачĕ» III фестивалĕ иртет. Эпидемипе çыхăннă лару-тăру кăткăс пулнине шута илсе кăçал фестивале онлайн мелĕпе йĕркеленĕ, ăна Чăваш ен наци…
«Чăваш Ен сăррисем» фестиваль кăçалхипе пиллĕкмĕш çул иртрĕ. Çак проект Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пуçарнипе 2016-мĕш çулта пурнăçа кĕме тытăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн ăс-хакăл культурине упраса хăварасси, ăна ача-пăчапа ҫамрăксен хушшинче анлă сарасси, ачасен пултарулăхне ӳстересси. Ҫак…
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекин ютуб каналĕнче «Ӗмӗр хушшинчи чӑваш литератури» çавра сӗтел иртрĕ. Калаçăва Юрий Артемьев филологи наукисен докторĕ, Екатерина Якимовăпа Елена Чекушкина филологи наукисен кандидачĕсем тата Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, драматург хутшăнчĕç. Калаҫу питĕ кăсăклă пулчĕ, хутшăнакансен хӑш-пӗр шухӑшӗсем пӗр…
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин наци библиотеки ҫӗртме уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче «Тӑван ҫӗршывӑм – Чӑваш ен» ятпа вулавӑш диктанчӗ ирттерет. Унта хутшӑнас текенсене йӗркелӳҫӗсем чӑваш историйӗпе, культурипе, ӳнерӗпе, ӑслӑлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравласа харпӑр хӑйӗн пӗлӗвне тӗрӗслеме сӗнеҫҫӗ. Диктант…
Чăваш Республикин наци библиотеки ҫулсеренех ҫулталӑкри чи нумай вуланакан чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене палӑртаканччӗ. Кӑҫал Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнӗ май эпир ҫӗр ҫуллӑхри чи нумай вуланакан кӗнекене палӑртас терӗмӗр, «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне пуҫарса ятӑмӑр.…
Чӑваш Республикин наци библиотеки Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш Республики: аталану летопиҫӗ» ятлӑ виртуаллӑ проект – ятарлӑ сайт хатӗрлерӗ. Вӑл Чӑваш Республикин пуян историйӗпе паллаштарать, республикӑн никӗсленӗвӗпе аталану ҫул-йӗрне ҫутатса парать. Курав «Юбилей уявӗсем» пайпа пуҫланать. Кунта ӗҫлӗ хутсемпе –…
Чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Республикин наци библиотеки «Константин Иванов – чӑваш поэзийӗн генийӗ» ятлӑ виртуаллӑ курава ҫитсе курма сӗнет. Унӑн тӗп пайӗсем: «Биографи», «Поэт эткерӗ», «Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ», «К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗ», «Фотогалерея», «Библиографи». «Поэт эткерӗ»…
Чăваш чĕлхи кунне халалланă акцире Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенче, Самар, Чĕмпĕр, Красноярск тăрăхĕсенче тата ытти регионсенче пурăнакан 500 ытла çын хутшăнчĕ. Çак кунсенче #люблючувашский хештеглă видероликсем Интернетри социаллă тетелсенче йышлансах пычĕç. Ача пахчине çӳрекенсем, шкул ачисем, студентсем, вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем тата ытти тĕрлĕ…