Tag Archives

Archive of posts published in the category: ҫавра сӗтел
Фев
28

Н.П. Петров, А.С. Канюкова тата М.Р. Федотов чĕлхеҫӗсене халалланă ҫавра сӗтел иртрӗ

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем тата вĕсен ăслăлăх эткерлĕхĕ» çавра сĕтел иртрӗ. Ăна Н.П. Петров профессорăн 90 çулне, А.С. Канюковăн 100 çулне тата М.Р. Федотовăн 100 çулне халалланă. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе Чӑваш Республикин наци библиотеки йӗркеленӗ. Н.П. Петров профессор –…

Ноя
30

Михаил Фёдоров – чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ

Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Михаил Фёдоров – чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура ӗҫченӗсем, общество хастарӗсем, студентсем, чăваш литературипе тата сăмахлăхĕпе кăсăкланакансем хутшӑнчӗҫ. Тӗп докладпа филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ…

Ноя
21

«Михаил Сироткин, Николай Резюков, Сергей Юшков эткерлĕхĕ тата хальхи самана» çавра сĕтел ĕçне вĕçлерĕ

Чăваш Республикин наци библиотекинче 2018 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Михаил Сироткин, Николай Резюков, Сергей Юшков эткерлĕхĕ тата хальхи самана» çавра сĕтел ĕçлерĕ. Ӑна чăваш филологийĕпе литературинче паллă йĕр хăварнă М.Я. Сироткинăн 110 çулне, Н.А. Резюковăн 120 çулне, С.П. Юшковăн 100 çулне халалланă. Фоторепортаж…

Окт
4

«Фёдор Павлов – чӑваш музыкипе литературин классикӗ» ҫавра сӗтел иртрӗ

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ композитор, дирижёр, драматург Фёдор Павлов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫавра сӗтел иртрӗ. Уява тӗпчевҫӗсем, ӑсчахсем, культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсемпе студентсем хутшӑнчӗҫ. Фоторепортаж Ҫавра сӗтеле «Чӑваш кӗнеки»  центрӑн ертӳҫи Галина Соловьева уҫрӗ, чӑваш литературипе культурине атлантарас…

Май
18

Ҫутлӑх элчисене халалланӑ ҫавра сӗтел

2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Ҫутлӑх элчисем Николай Ильминский, Николай Поппе, Константин Прокопьев тата вӗсен чӑваш ӑслӑлӑхӗнчи тӳпи» ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна Тухӑҫ тӗпчевҫин, миссионер педагогӑн Н.И. Ильминский профессорӑн, тӗрӗкпе монгол чӗлхисен тӗпчевҫин, Ӑслӑлӑх академийӗн член-корреспонденчӗн Н.Н. Поппен тата…