Tag Archives

Archive of posts published in the category: литература каҫӗ
Окт
16

Пултаруллă çыравçă, хĕрӳ чĕреллĕ салтак

Эпир пурте юратса вулакан «Салампи», «Алтăр çăлтăр», «Симĕс ылтăн», «Шурă çӳçлĕ хĕр», «Ан авăн, шĕшкĕ!», «Улма йывăç авăнать», «Хунавлах хăрнисем» тата ытти паха хайлавсем çырнă чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Чăваш халăхĕ юратакан произведенисем хайланă пысăк ăста çыравçă çуралнăранпа…

Апр
23

С.В. Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявĕ иртрĕ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш Республикин наци библиотеки 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ С.В. Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявĕ ирттерчĕç. Тӗплӗнрех

Фев
22

Василий Кервенӗн «Аслати чечекӗ»

Чӑваш Республикин наци библиотекинче нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ ҫыравҫӑн, поэтӑн, журналистӑн Василий Гаврилович Кервенӗн 70 ҫулхи юбилейне халалланӑ тата «Аслати чечекӗ» ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ ятпа литература каҫӗ иртрӗ. Фоторепортаж Василий Гавриловича саламлама тӑванӗсем, тус-юлташӗсем тата унӑн пултаруллӑхӗпе кӑсӑкланакансем пухӑнчӗҫ. Мероприяти Василий Кервен сӑвви…

Окт
3

Владимир Кузьминӑн пултарулӑх каҫӗ

Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче ҫыравҫӑн, журналистӑн Владимир Кузьминӑн литература каҫӗ иртет. Уява автор литературӑра ӗҫлеме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унтах Владимир Прокопьевич ҫӗнетсе кӑларнӑ «Тымар» романӑн презентацийӗ иртӗ. Владимир Порокопьевич Кузьмин ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районне кӗрекен…

Окт
27

Балкар поэзйӗн мӑнаҫлӑхӗпе чапӗ

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче Кабарда-Балкар халӑх поэчӗ Кайсын Кулиев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Кайсын Кулиева Чӑваш ҫӗрӗпе ҫыхӑнтараканни нумай: Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче ӑна, йывӑр аманнӑскерне, сипленме Шупашкар хулине илсе ҫитереҫҫӗ, кунта вӑл паха сӑвӑ-калавсем хайлать. Вӑрҫӑ…