Tag Archives

Archive of posts published in the category: ҫӗнӗ кӗнеке
Дек
24

Чăваш енӗн паллӑ ҫыннисем

Чăваш кĕнеке издательствинче Петр Сидоровăн (Петĕр Лаштай) «Паллă çынсемпе пĕрле» кăларăмĕ кун çути курчĕ. «Паллă çынсемпе пĕрле» кĕнекери очерксемпе асаилӳсем Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă ентешсемпе паллаштараççĕ. Хайлавсене Петр Петрович тĕрлĕ çулсенче çырнă. Вĕсенчен чылайăшĕ хăй вăхăтĕнче республикăри тĕрлĕ…

Май
16

«Варкӑшра» Юрий Сементерӗн «Мамай сӑртламӗ» поэмине тишкерчӗҫ

Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче ӗҫлекен «Варкӑш» литература клубӗнче Юрий Сементерӗн «Мамай сӑртламӗ» поэмине сӳтсе яврӗҫ. Вӑл «Тӑван Атӑл» журналӑн 2019 ҫулхи 2-мӗш номерӗнче пичетленнӗччӗ. Хайлава чӑваш халӑх поэчӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ сӑвӑҫсене халалланӑ. Пӗринпе автор хӑй калаҫать…

Апр
16

Валери Туркай: «Чӗрене юратма чараймастӑн»

Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вулакансене «Чӗрене юратма чараймастӑн» кӗнекипе паллаштарчӗ. Кӗнеке хӑтлавӗ республикӑри «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурс тапхӑрӗнче иртекен пысӑк пӗлтерӗшлӗ те асра юлакан пулӑмсенчен пӗри пулса тӑчӗ.  Уява ҫыравҫӑсем,…

Апр
12

Валери Туркай ҫӗнӗ кӗнекипе паллаштарӗ

Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ, куҫаруҫӑ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, И.Я. Яковлев, Ф. Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ Валери Туркай «Чӗрене юратма чараймастӑн» сӑвӑсен пуххипе паллаштарӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене авторӑн 2013-2018 ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Уявра…

Май
25

Тӗпчевҫӗ тата ҫыравҫӑ Геннадий Юмарта халалласа кӗнеке тухнӑ

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ Геннадий Федорович Юмарт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин наци библиотекин ӗҫченӗсем унан пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ биобиблиографи указателӗ хатӗрлесе кӑларчӗҫ. Кӑларӑма авторӑн 1954 ҫултан пуҫласа 2018 ҫулхи ака…

Дек
22

Станислав Сатурӑн «Юхӑмра» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ

Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче паллӑ чӑваш поэчӗн Станислав Сатурӑн «Юхӑмра» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене автор халиччен кун ҫути курнӑ сӑввисемпе ҫӗнӗ хайлавӗсене пухса кӗртнӗ. Фоторепортаж Тин пиҫсе тухнӑ кӗнекене тивӗҫлӗ хак пама библиотекӑна хисеплӗ хӑнасем пухӑнчӗҫ: ӑсчахсем, тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем,…

Апр
18

«Эп Улӑп йӑхӗнчен пил илнӗ…»

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург тата журналист Марина Карягина Чӑваш Республикин наци библиотекине литература тӗпелне йыхравлать. Хальхинче вӑл вулакансене тӳрех икӗ ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарӗ. Пултаруллӑ драматург ҫырнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» сӑвӑлла трагедине 2010 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ…