Tag Archives

Archive of posts published in the category: Варкӑш
Фев
18

«Варкăш» литература клубĕн хăни – Николай Осипов критик

Нарӑс уйăхĕн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубĕн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ытти чухне варкăшçăсем илемлӗ литература хайлавӗсене сӳтсе яватчĕç. Ку хутӗнче вара чӑваш литературине тӗпчекен Николай Осипов критикӑн «Хальхи чӑваш литератури» вӗренӳ пособине пӑхса тухрĕç. Автор палӑртнӑ тӑрӑх, кӗнекере хальхи вӑхӑтра…

Ноя
27

«Варкӑш» клубра Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» романне сӳтсе яврӗҫ

Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» романне сӳтсе яврӗҫ. Анчах та хальхинче кашниех килтен тухмасӑр хутшӑнчӗ – романпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑш-кӑмӑлне «Вконтакте» социаллӑ тетелри «Варкӑш: варкӑшсам!» ятарлӑ калаҫура (беседа) ҫырса ячӗ. Нелли Петровскаян «Тухамтӑш» романӗ икӗ кӗнекерен тӑрать.…

Мар
20

«Варкăш» хăни — «Кĕтмен юрату» кăларăм

Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ 2017 çултанпа тухăçлă ĕçлет ĕнтĕ. Çак хушăра кĕнеке тусĕсем чăваш литературинчи чылай илемлĕ хайлавпа паллашма кăна мар, вĕсене тишкерме-хаклама ĕлкĕрчĕç, нумай çыравçăпа тĕл пулчĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма пултарчĕç. Уйăхра пĕрре иртекен тĕлпулу çыравçăсене…

Окт
15

«Варкăш» литература клубĕнче Галина Матвеевăн «Мăшăр çунат» кĕнекине сӳтсе яврĕç

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн членĕсен черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Унта Галина Матвеевăн «Мăшăр çунат» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Кăларăм 2019 çул пуçламăшĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ. Унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2018 çулхи конкурсĕнче…

Сен
19

«Варкăш» литература клубĕн тĕпелĕнче — «Хурăн çырли уçланки» кĕнеке

Чаваш Республикин наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн ларӑвӗ иртрӗ. Унта Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленсе тухнă «Хурăн çырли уçланки» кĕнекине  пӑхса тухрӗҫ. Авторӗ — Василий Эктель ҫыравҫӑ. Тӗплӗнрех

Сен
5

«Варкӑш» литература клубӗ йыхравлать

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинчи «Варкӑш» литература клубӗ ҫуллахи кану хыҫҫӑн хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсӗ. Чӑваш литературине кӑмӑллакансем ҫитес ларура Василий Эктелӗн «Хурӑн ҫырли уҫланки» кӗнекине сӳтсе явӗҫ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть кун ҫути курчӗ. Ӑна пухса хатӗрлекенӗ –…

Май
16

«Варкӑшра» Юрий Сементерӗн «Мамай сӑртламӗ» поэмине тишкерчӗҫ

Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче ӗҫлекен «Варкӑш» литература клубӗнче Юрий Сементерӗн «Мамай сӑртламӗ» поэмине сӳтсе яврӗҫ. Вӑл «Тӑван Атӑл» журналӑн 2019 ҫулхи 2-мӗш номерӗнче пичетленнӗччӗ. Хайлава чӑваш халӑх поэчӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ сӑвӑҫсене халалланӑ. Пӗринпе автор хӑй калаҫать…

Апр
30

Юрий Сементерӗн хайлавне тишкерӗҫ

Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртет. Ҫитес тӗл пулӑва Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ. Вуласа килмелли хайлав:  Юрий Сементер «Мамай сӑртламӗ: сӑвӑ ярӑмӗ». Ку хайлавра чӑваш халӑх поэчӗ Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ хамӑр сӑвӑҫсен сӑнарӗсене пӗр ҫӗре…

Апр
5

«Варкӑшра» Микул Ишимбайӑн кӗнекине тишкерӗҫ

Мӗн-ши вӑл Тӑрачул? Меселпуҫӗнчи шкул музейӗнче (Пушкӑрт республики) хӗрарӑмӑн чул кӳлепи пур. Пирӗн эрӑчченхи пиллӗкмӗш ӗмӗртех ӑсталанӑ-мӗн ӑна. Ҫав кӳлепе пирки илемлӗ легенда упранать халӑхра… Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубӗнче Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекине сӳтсе явма палӑртнӑ. Кӗнеке 2017 ҫулта Чӑваш кӗнеке…

Мар
27

Литература клубӗнче Улькка Эльмен ҫыравҫӑн кӗнекине тишкерчӗҫ

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ чăваш кĕнекине юратакансене пуçтарчĕ. Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ чăваш кĕнекине юратакансене пуçтарчĕ. Хальхинче Улькка Эльмен паллă çыравçăн «Сарă кĕпе» кăларăмне тишкерсе тухрĕç. Тĕлпулӑва хайлав авторӗ…