Tag Archives

Archive of posts published in the category: юбилей
Апр
12

Чӑваш наци вулавӑшӗнче Василий Яковлевич Шадрикова 80 ҫулхи сумлӑ юбилейӗпе чысларӗҫ

Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑхне пӗтӗм пурнӑҫне, вӑйне панӑ Василий Яковлевич Шадрикова 80 ҫулхи сумлӑ юбилейӗпе чысларӗҫ. Чӑваш наци вулавӑшӗн лару залне агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем, республикӑри ял хуҫалӑх министрӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ, Чӑваш наци конгесӗн Ваттисен Канашӗн…

Мар
16

Чăваш халăх музыка инструменчĕсен ăсти, тĕпчевçи Виктор Чернов 80 çулта

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виктор Семенович Чернов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ. Вăл Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕнче 1939 çулта кун çути курнă. Чăваш халăх музыка инструменчĕсен ăстине хисеплесе ЧНК культура комитечĕ тăрăшнипе Республикăри наци вулавăшĕнчи «Мерчен» кĕтречĕнче савăнăçлă юбилей…

Ноя
17

Куславкка тăрăхĕнчи «Эткер» халӑх фольклор ушкӑнӗ çур ĕмĕр халăха савăнтарать

Юрӑ ӗмӗртен-ӗмӗре чӑваша йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, кӑмӑла ҫӗклеме май панӑ. Ача ҫуралать-и, салтака ăсатмалла-и, туй кӗрлет-и, пур уява та юрӑ-кӗвӗ илем кӳнӗ, халӗ те çапла. Юрӑра чӑваш халӑхӗн чунĕ хӑпартланать, малалла пурӑнмалӑх хевте тупăнать… Чăваш Енĕн Куславкка районӗнчи Хурамалти юрра ăста çынсем 50 çул…

Мар
14

Порфирий Афанасьев ҫыравҫӑн 75 ҫулне уявларӗҫ

Чӑваш Республикин наци библиотекинче пуш уйӑхӑн 13-мӗшӗнче ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, журналист, общество деятелӗ, чӑваш халӑх поэчӗ П. В. Афанасьев çуралнăранпа 75 ҫул ҫитнине уявларӗҫ. Порфирий Васильевич – Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Ҫеҫпӗл…

Фев
20

Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев 75 ҫул тултарнӑ май

Эпир, Чӑваш Республикин наци библиотекин йышлӑ коллективӗ, чӑваш халӑх поэтне Порфирий Васильевич Афанасьева, сумлӑ юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр. П. Афанасьев — чӑн-чӑн сӑмах ӳнерҫи, унӑн кашни сӑвӑри эрешлӗ йӗркесем илемлӗхӗпе, чунлӑхӗпе тыткӑнлаҫҫӗ. Ҫыравҫӑн хайлавӗсем чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине кӗрсе ӑна самай пуянлатрӗҫ. Ҫирӗп…

Янв
19

«Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере…» ҫавра сӗтел

Мухтавлã сãвãç! Чěрě эсě: Пурнатӑн халӑх чӗринче. Тӑван чӗлхен шевли сӳнмесӗр Яту ҫухалмӗ ҫӗр ҫинчен!» (А. Кӑлкан «Поэт ячӗпе») Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премин, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премин лауреачӗ, Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑнаканӗ…