16 | 07 | 2019

День смеха в центре "Чувашская книга"

«Кулӑш, пурӑнма пулӑш» текен афоризм халӑх хушшинче ахальтен ҫӳремест, шӳте ӑнланакан ҫын пур пӑтӑрмахран та ҫӑмӑллӑнах «ишсе» тухма пултарать, пурнӑҫ ҫине хаваслӑ куҫпа пӑхса хӑйне те, ҫывӑх ҫынсене те савӑнӑҫ кӳрет.
 
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ вара – ыттисенчен юлташла тӑрӑхласа шӳтлемелли-йӗплемелли ятарлӑ кун. Ҫак кун Наци библиотекинче те хаваслӑ кулӑ янӑрарӗ. «Чӑваш кӗнеки» центрта чӑваш халӑх поэчӗ, япшар калавҫӑ Юрий Сементер ҫавра сӗтел хушшине ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫсене, журналистсене, вӗрентекенсене, библиотка ӗҫченӗсене пӗрле пухса питӗ кӑсӑклӑ та усӑллӑ тӗплулу ирттерчӗ. Юрий Семёнович пирӗнтен тахҫанах уйрӑлса кайнӑ, чӑваш литературинче калама ҫук пысӑк йӗр хӑварнӑ калем ӑстисене ҫав тери лайӑх ас тӑвать. Вӑл калашле, вӗсенчен чылайӑшӗ питӗ шӳтлеме, тӑрӑхлама юратакан ҫынсем пулнӑ иккен. Аркадий Ӗҫхӗл, Куҫма Чулкаҫ, Илле Тукташ, Геннадий Харлампьев, Борис Романов, Валентин Бурнаевский ҫыравҫӑсен пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ кулӑшла самантсем, тӗрлӗ пӑтӑрмахсем ҫинчен питӗ ӑста каласа пачӗ Юрий Семёнович, итлекенсене тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ, хӑнасем чылай пулӑм пирки пирвайхи хут илтсе ҫыравҫӑсен кӑмӑл-туйӑмӗн урӑх енӗсене курма пултарчӗҫ.
 
Хальхи калем ӑстисене те пырса тиврӗ Юрий Семёнович, уйрӑмах тепӗр паллӑ чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев ҫуралнӑ кунне ҫулталӑкра темиҫе хут та паллӑ туни ҫинчен каласа пани питӗ кулӑшла пулчӗ.
 
Уяв каҫӗнче Аркадий Ӗҫхӗл юптаруҫӑ хӗрӗ Валентина Аркадьевна пулни те савӑнтарчӗ. Вӑл хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен пӑлханса каласа пачӗ. «Атте вӑрҫӑнма юратмастчӗ, аннепе тавлашу сиксе тухсан вӑл хирӗҫӗве шӳте ҫавӑрса яратчӗ те тӳрех мирлешетчӗҫ вара…», - аса илчӗ Валентина Андреева.
 
Кулӑш кунне хутшӑннӑ ытти ҫыравҫӑсен те, вӗсен хушшинче Владимир Степанов, Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан, аса илмелли нумай пулчӗ. Туслӑ та хаваслӑ лару-тӑрура иртекен уяв сисӗнмесӗрех хӑйӗн вӗҫне ҫитрӗ. Хӑнасем тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ, ҫакӑн йышши тӗлпулусем татах та ирттерме палӑртрӗҫ. Апла пулсан хальхи уява ҫитсе кураймансен пӑшӑрханмалли ҫук, кӗҫех «Чӑваш кӗнеки» центр каллех хӑйӗн тусӗсене пӗрле пуҫтарӗ!
 
Информацие «Чӑваш кӗнеки» центрӗн библиотекарӗ Ольга Тимофеева хатӗрленӗ Тел. 230-217 (144)