Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев 75 ҫул тултарнӑ май

Афанасьев П.В.Эпир, Чӑваш Республикин наци библиотекин йышлӑ коллективӗ,  чӑваш халӑх поэтне Порфирий Васильевич Афанасьева, сумлӑ юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр.

П. Афанасьев - чӑн-чӑн сӑмах ӳнерҫи, унӑн кашни сӑвӑри эрешлӗ йӗркесем илемлӗхӗпе, чунлӑхӗпе тыткӑнлаҫҫӗ. Ҫыравҫӑн хайлавӗсем чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине кӗрсе ӑна самай пуянлатрӗҫ.

Ҫирӗп сывлӑх, тивлетлӗ кун-ҫул, вӗҫӗ-хӗррисӗр телей, хавхаланупа иксӗлми вӑй-хал сунатпӑр!