Инҫет вырӑнти тӗлпулусем
Чӑваш Республикин наци библиотеки пуҫарса янӑ «Инҫет вырӑнти тӗлпулусем» (Встречи в провинции) ятарлӑ проект ҫулсерен аталанса пырать, чӑваш литературипе культурине халӑх хушшинче сарас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫак проектпа килӗшӳллӗн пирӗн тӑрӑхри паллӑ ҫынсем: ҫыравҫӑсем, сӑвӑҫсем, ӑсчахсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем республикӑри районсене тухса ҫӳресе ял (район) ҫыннисене хӑйсен пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллаштараҫҫӗ. Куҫа куҫӑн курса, чуна уҫса калаҫни, паллах, вулакан кӑмӑлне ҫавӑрать, Чӑваш енӗн паллӑ ҫыннисен пултарулӑхне тӗрӗсрех хаклама май парать.
Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче литература ҫулҫӳревне икӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑ тухрӗ: Римма Прокопьева тата Владислав Николаев. Хальхинче литература десанчӗ Вырӑскас Пикших шкулне ҫитсе курчӗ. Шкул ачисемпе вӗрентекенсем, библиотека ӗҫченӗсем хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ. Римма Прокопьева та, Владислав Николаев та пирӗн республикӑри паллӑ журналистсем: пӗри «Халӑх шкулӗ» журналта вӑй хурать, иккӗмӗш вара хӑйне ирӗклӗ журналист тесе палӑртать, хӑй укҫипе «Асамат & Шевле» журнал кӑларса тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем иккӗшӗ те ачасемпе ҫамрӑксем валли нумай ҫыраҫҫӗ. Иртнӗ тӗлпулура та ҫыравҫӑсем шкул ачисене хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллаштарчӗҫ, ҫӗнӗ кӗнекесем пахаларӗҫ.
Пӗтӗмӗшле илсен тӗлпулу диалог формипе иртрӗ, темӗн те пӗр пӗлме тӑрӑшакан ачасем нумай ыйту пачӗҫ, хӑйсем мӗн вулама юратни, кам пулма ӗмӗтленни, хӑйсене мӗн пӑлхантарни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Вӗренекенсем Римма Поликарповна ирттернӗ хӑйне евӗрлӗ викторинӑна хастар хутшӑнчӗҫ, Владислав Дмитриевич хайланӑ юптарусене киленсе итлерӗҫ, ҫыравҫӑсенчен парнесем – журналсемпе кӗнекесем - тивӗҫрӗҫ.
Ку тӗлпулу пуриншӗн те усӑллӑ пулчӗ: шкул ачисем нумай кӑсӑклӑ япала пӗлчӗҫ, ҫыравҫӑсен вара ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем ҫырма кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленчӗ.
Хыпара хатӗрлекенӗ
«Чӑваш кӗнеки» пайӗн ӗҫченӗ
Ольга Тимофеева