Порфирий Афанасьев ҫыравҫӑн 75 ҫулне уявларӗҫ

Порфирий Афанасьев ҫыравҫӑн 75 ҫулне уявларӗҫЧӑваш Республикин наци библиотекинче пуш уйӑхӑн 13-мӗшӗнче ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, журналист, общество деятелӗ, чӑваш халӑх поэчӗ П. В. Афанасьев çуралнăранпа 75 ҫул ҫитнине уявларӗҫ. Порфирий Васильевич – Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Ҫеҫпӗл Мишши, Ф. Карим, И.Я. Яковлев ячӗллӗ премисен лауреачӗ.

Фоторепортаж

Порфирий Афанасьев поэзире, прозăра, драматургире, куçару жанрĕнче ăнăçлă ĕçлет. Унӑн кĕнекисем: «Чун çути», «Сан ятупа», «Хĕвел хапхи», «Тав», «Юрату çĕршывĕ», «Писатели Чувашии» тата ыттисем те халӑх хушшинче анлӑн сарӑлнӑ. Уяв тӗлне авторӑн ҫӗнӗ кӗнеки – «Ҫырнисен пуххи» кун ҫути курчӗ. Унта сӑвӑсемпе поэмӑсем, калавсемпе повеҫсем, публицистикӑлла статьясем, юлташӗсен пултарулӑхне хаклани кӗнӗ.

Уява Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрӗ К.Г. Яковлев, ҫыравҫӑсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, учительсемпе студентсем хутшӑнчӗҫ.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрӗ Константин Геннадиевич Порфирий Афанасьева чӑваш наци культурине аталантарас ӗҫре нумай ҫул ӗҫленӗшӗн тата обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗшӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвне пачӗ. Ҫитес тапхӑрта Тутар республикинчи Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче чӑваш халӑх поэчӗн Порфирий Афанасьевӑн музейне уҫма палӑртни ҫинчен каласа хӑварчӗ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер Порфирий Афанасьев пурнӑҫӗпе, унӑн хайлавӗсепе паллаштарчӗ, пӗрле ӗҫленӗ самантсене аса илсе ӑшӑ сӑмахсем каларӗ.

Юрий Кудаков - И.Я. Яковлев Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Порфирий Афанасьев сӑввисем тӑрӑх чӑваш композиторӗсем чылай юрӑ кӗвӗленине палӑртрӗ. Ҫав шутра Григорий Хирбю, Анисим Асламас, Филипп Лукин, Юрий Кудаков, Геннадий Максимов тата ытти композиторсем.

2009 ҫулхи раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар хулин гимне ҫирӗплетнӗ, сӑмахӗсен авторӗ - Порфирий Афанасьев, кӗвви Филипп Лукинӑн.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, таврапӗлӳҫӗ Виталий Станьял, профессионал писателӗсен союзĕн председателӗ Геннадий Максимов, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Тургай, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Раиса Сарпи тата Василий Кервен Порфирий Афанасьевӑн литературӑри пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакларӗҫ.

Чӑваш Наци Конгресӗн президиум членӗ Геронтий Никифоров, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ тата Чӑваш Наци Конгресӗн Президенчӗн ячӗпе тав ҫырӑвӗ пачӗ.  

Уявра тӗнчери тӗрлӗ конкурссен лауреачӗ, Шупашкарти Федор Павлов ячӗпе хисепленекен музыка училищин вӗрентекенӗ Раиса Андреева, пушкӑрт халӑх юррисене юрлаканӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Елена Шурту, Чӑваш енӗн музыка обществин тава тивӗҫлӗ деятелӗ, пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» конкурс лауреачӗ Роза Степанова юрӗсемпе куракансене савӑнтарчӗҫ.

Порфирий Афанасьев уявра хӑйӗн сӑвисене вуларӗ, ҫыравҫӑ сăввисем тăрăх хатĕрленĕ литература ярӑмӗпе Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем паллаштарчӗҫ.

Юбилей каҫне хутшӑнакансем ҫыравҫӑна вӑрӑм кун-ҫул, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ тата ҫӗнӗ хайлавсем ҫырма ыйтрӗҫ.

Уява хутшӑннӑ хӑнасем П.В. Афанасьев пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă «Сӑмах ӑсти - Порфирий Афанасьев» куравпа тата ҫыравҫӑ архивӗнчи фотосемпе паллашрӗҫ.

 

Соловьева Г.П., тел.: 23-02-17   144