25 | 09 | 2020

«Янăравлă сасăсем» 4-мĕш фестиваль-конкурс иртрĕ

Официальный сайт Чувашского национального конгресса

Ăна регионсем хушшинче пултаруллă ачасен академилле вокал ăсталăхне аталантарас, вокалпа хор произведенийĕсене анлă сарас тĕллевпе йĕркеленĕ. «Янăравлă сасăсем» конкурса Шупашкар хула администрацийĕн культура тата туризм управленийĕ, Шупашкарти 2-мĕш ÿнер шкулĕ наци библиотекипе Чăваш наци конгресĕ пулăшнипе ирттерчĕ.

Ку конкурс ҫамрӑксен пултарулӑхне малалла аталантарнипе пӗрлех, халăхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетмелли мел пулса тӑчӗ.

Унӑн программи чӑннипех те пуян пулчĕ. Кунта пӗтӗм тӗнчипе паллӑ композиторсемпе поэтсен: Бетховенӑн, В. Гетен, Г Бюргерӑн (Германи), Ф. Шопенӑн (Франци), П. Чайковскин (Раҫҫей), Э.Григăн (Норвеги) хайлавӗсем ҫеҫ мар, Ф. Лукин,

Г. Хирпÿ, Ю. Кудаков, В. Салихова, Л. Чекушкина чӑваш композиторӗсен юрри-кӗввисем те хӑватлӑн янăрарӗҫ.

Ача-пăча пултарулăхне сумлă жюри пысӑк хак пачӗ. Чи лайӑх юрлакансене тата ертсе пыракансене, вӗрентекенсене, концертмейстерсене тав хучӗсепе чысларĕç. Фестивале хутшӑннӑ ытти ачасене дипломсемпе хавхалантарчӗҫ.

Фестиваль вăхăтĕнче фойере республикӑри тӗп вулавӑшăн «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗн «Чуна уҫакан юрӑсем» кӗнеке тата нотӑпа медиаизданисен куравӗ ĕçлерĕ.

Ҫамрӑк «ҫӑлтӑрсем» куракансене пултарулӑхӗпе тӗлĕнтерчӗҫ кăна мар, ырӑ та хавас кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ.

Фестиваль-конкурса хутшӑннă уйрăм ачасене тата пултарулӑх ушкăнӗсене Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн хастрӗсем чун-чӗререн саламларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, ҫӗкленӳллӗ кӑмал-туйӑм тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.

 

Вера Архипова,

ЧНК культура комитечĕн председателĕ