18 | 04 | 2024

Ҫыравҫӑсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче Чăваш профессионал писательсен союзĕн çулталăкри пĕтĕмлетӳллĕ ларăвĕ иртрӗ. Ларӑва правлени председателĕ Геннадий Максимов ертсе пычӗ. Пухӑннисем кун йӗркипе килӗшӳллӗн тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусем пӑхса тухрӗҫ, вӗсен шутӗнче: паянхи проза, поэзи, публицистика, ача-пăча литератури еплерех аталанни; союзӑн секцийӗсем 2016 çулта мӗнле ӗҫлени тата ытти те.

Фоторепортаж

Унсӑр пуҫне пухӑннисем «Тӑван Атӑл» тата «Лик» журналсен пуласлахӗ пирки пӑшӑрханчӗҫ, куҫару шкулӗсем кирлине палӑртрӗҫ, чăвашларан вырăсла куçарнă кĕнекесене çĕршыв тăрăх сарассине йĕркелесе ярасси пирки калаҫрӗҫ.

Ҫыравҫӑсене Чӑваш Республикин культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов саламларӗ, малашне те ҫӗнӗ хайлавсем ҫырма сунчӗ.

Геннадий Максимов хӑйӗн пӗтӗмлетӳллӗ сӑмахӗнче уйрӑмах хастар ӗҫленӗ союз пайташӗсене Хисеп хучӗсемпе, Шупашкар хула администрацийĕн ячĕпе килнӗ Тав çырăвĕсемпе чысларӗ. Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнакан чăвашсен тата писательсен ячĕпе ӗҫтешӗсене Валентина Тарават сӑвӑҫ тав сăмахĕ каларӗ.

 

Хыпара хатӗрлекенӗ

«Чӑваш кӗнеки» центрӗн ӗҫченӗ

Ольга Тимофеева