08 | 10 | 2024

Обновленная библиотека будет развиваться и дальше

Реконструкци ирттернĕ хыççăн ЧР Наци библиотеки (вăл 1871 çулта уçăлнă) ăс-хакăла пуянлатма, тавра курăма ÿстерме юратакансене çĕнĕрен йышăнма пуçларĕ. Савăнăçлă çак самант чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пулчĕ. Вулавăшра ĕçлекенсемпе, кĕнеке тусĕсемпе пĕрлех хаклă хăнасем те хутшăнчĕç унта. Вĕсем - ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров, РФ Патшапăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ К.И. Косачев, Б.Н. Ельцин ячĕллĕ Президент библиотекин генеральнăй директорĕ А.П. Вершинин.

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕн И.Я. Яковлевăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн вĕсем наци библиотеки умне пухăннă халăх патне çул тытрĕç. Хĕрлĕ хăйăва касса хăтлă вулавăша кĕриччен хăнасем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Мĕн канăçсăрлантарать, савăнтарать вĕсене çак кун?

Н.В. Федоров тăван халăхĕн аталанăвĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлени пирĕн куç умĕнче-ха. Хăй вара çак самант пирки чарăнса тăчĕ: "Пире халăх пек упранса юлма, малалла аталанма вулавăш тата кĕнеке пулăшаççĕ. Саманине кура вĕсен ĕç мелĕсем улшăнсах, çĕнелсех пыраççĕ, анчах та тĕшши - кĕнеке пĕлÿ çăл куçĕ пулни - хăйĕн пĕлтерĕшне нихăçан та çухатмĕ. Çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Ялти библиотекăсене тĕслĕх шая çĕклени унта çÿрекенсен йышне тата 40 процент чухлĕ ÿстерме май пачĕ. Эпир ку енĕпе çине тăрса вăй хунине Раççей Правительствинче те лайăх пĕлеççĕ. "Çĕршывра иртнĕ çул РФ бюджечĕн шучĕпе 14 библиотекăна юсанă, кăçал 5 вулавăш валли çеç укçа уйăрнă. Телее, çав шутра пирĕн Наци библиотеки те пур. Çакна эпир хамăрăн ĕçсемпе, ăнтăлупа тивĕçрĕмĕр".

А.П. Вершинин, Б.Н. Ельцин ячĕллĕ Президент библиотекин генеральнăй директорĕ, юридици ăслăлăхĕсен докторĕ:

- Тĕпрен çĕнетсе юсанă библиотеки хальхи вăхăтри информаци центрĕ пулса тăни пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Малашне кунта Президент библиотекин маякĕ "çутатса" тата "çул кăтартса" тăма пуçласса шанатăп.

К.И. Косачев вулавăшăн чи пархатарлă пĕлтерĕшне вăхăтсен çыхăнăвĕнче курать. "Тĕрлĕ саманара хамăрăн аваллăха, культурăна, кăмăл-сипете тĕрлĕрен хакланă, - терĕ Константин Иосифович. - Çакă пире чутах хăйĕн "тымарĕ" пирки манса кайнă Ивана çавăратчĕ. Телее, урăх Ивансем те пулнă Раççейре. Акă пичет ĕçĕпе вăй хунă Иван Федоровах илер. Унран пуçланнă пĕтĕмпех. Хаяр Иванăн питĕ пуян библиотека пулнă. Хăçан та пулсан вăл тупăнатех. Тата сирĕн Иван Яковлев... Хальхи вăхăтра библиотека ĕçне çĕнĕлле йĕркеленине ырламалла. Б.Н. Ельцин ячĕллĕ вулавăш та - хальхи саманан çĕнĕ варкăшĕ. Çак пуçару пурне те хавхалантарать, çыхăнусене çирĕплетет. Апла - библиотека ĕçĕ те, ăс-хакăл аталанăвĕ те чарăнса лармĕç".

Вулакана пĕлме: Наци библиотекин тĕп çуртне 2006 çулхи тăваттăмĕш кварталта юсама пуçланă. Çĕнетнĕ çуртра информаци технологийĕсемпе усă курмалли лаптăксем пысăкланнă: право информацийĕн центрĕ, электрон вулав залĕ, вĕренÿ центрĕ, халăха информаци çĕнĕ технологийĕсемпе усă курма вĕрентекен тренинг-центр ĕçлеме пуçланă.

Хăнасем, журналистсем хăтлă пÿлĕмсене кĕрсе тухрĕç. Вулакан валли хатĕрленĕ 14 пай пирки каласа та, çырса та пĕтереес çук.

Сайра тĕл пулакан тата уйрăмах пĕлтерĕшлĕ кĕнекесен пÿлĕмĕнче чăннипех тĕлĕнмелле ĕçсем тĕл пулаççĕ. Гётен "Фаустне" Питĕрте иртнĕ ĕмĕрте мар, тата иртнинчех пичетленнĕ иккен. Уйрăм çÿлĕк çинче - Парижра ĕçлесе пурăнакан Николай Дронниковăн хайлавĕсем. Хăй ярса парать вĕсене Наци библиотекине.

Тепĕр пÿлĕмре Чăваш халăх хаçачĕпе "Хыпарпа" паллашма май пур. Çук, хут çине пичетленнипе мар, электрон кăларăмрипе. 1907 çултан кун çути курнисене (шел, маларах пичетленнин темиçе номерне тупма май килмен) пурне те çапла тума май çитернĕ. Тата 500 çул (çĕнетмесен паллах) "пурăнĕç" вĕсем. А.Г. Николаев космонавт летчик çинчен çырнă статьясене пуçтарса пĕр диска вырнаçтарнă. Чăваш диаспори пирки те çакăн пек диск пур.

"Кĕмĕл ĕмĕр" галерейăри куравпа, патентпа информаци центрĕпе, ытти пайпа паллашнă хыççăн пурте библиотекăн акт залне пуçтарăнчĕç. Кунта тепĕр, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ самант кĕтрĕ. Сăмах Б.Н. Ельцин ячĕллĕ Президент библиотекин Шупашкарти филиалне тăвасси пирки Килĕшĕве алă пусни çинчен. Çавна май асăннă библиотека пирки кăштах та пулин чарăнса тăмаллах. Ăна йĕркелесси пирки Раççей Президенчĕ 2007 çулхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче ятарлă Указ кăларнă. Д.А. Медведев Президент кăçалхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Санкт-Петербургра, Хула кунĕнче, Б.Н. Ельцин ячĕллĕ библиотекăна савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă. Авăнăн 1-мĕшĕнче, Пĕлÿ кунĕнче, вулакансене пĕрремĕш хут йышăннă. Вĕсем - Нева çинчи хулари аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекенсем.

Тăван Шупашкарах таврăнар-ха. Кунта та çак телейлĕ самант çитетех. Çапла пултăр тесе Н.В. Федоров Президентпа А.П. Вершинин Килĕшÿ çине алă пусрĕç. Александр Павлович пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывра çакăн пек филиал 49 пулĕ. Хальлĕхе Тюменьри ĕçлеме пуçланă. Ахаль вулавăшсенчен вăл акă мĕнпе уйрăлса тăрать: кунти документсем, кĕнекесем, карттăсем... пурте - электрон хатĕрĕсем çинче. Хальхи вăхăтра Президент библиотекин вулав залĕн фондĕнче 42,5 пин управ единици шутланать. Ăна çак пуянлăхпа Раççей патшалăх истори архивĕ, РФ патшалăх архивĕ, Раççей патшалăх библиотеки тата ытти çăл куç тивĕçтернĕ.

Вăхăт нумаях та иртмĕ, Президент библиотекин филиалне Шупашкарта та уçма вăхăт çитĕ. Ун чухне Чăваш Енре пурăнакансем çеç мар, Раççей, тĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕн кĕнеке фончĕпе те усă курма пуçлĕç.

Смирнова, Н. Çĕнелнĕ вулавăш малашне те аталанĕ / Надежда Смирнова // Хыпар. – 2009. – 28 чÿк. – С. 5