29 | 11 | 2021

Моисеев, Д. Шура Шупашкарта - режиссерсем, актерсем, продюсерсем


Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 6-мĕшĕччен Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртет. Культура мероприятийĕн программи тĕрлĕ енлĕ те пуян. Унта Раççейре, ют çĕршывсенче тата пĕрле ÿкернĕ 50 кинофильм кĕртнĕ. Тĕп хуламăрти тата Çĕнĕ Шупашкарти кинотеатрсенче, ЧР наци библиотекинче вун-вун тĕрлĕ кинофильм кăтартрĕç, кăтартаççĕ те. Çакăнпа пĕрлех кинофестивале килсе çитнĕ тĕнчипе паллă режиссерсем, актерсем ăсталăх класĕсем, тĕл пулусем, “çавра сĕтелсем” ирттереççĕ, хăйсем паллаштаракан картинăсене сÿтсе явнă çĕре хутшăнаççĕ, куракансен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ.

ПĔТĔм тĕнчери кинофестиваль пуçланичченех, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, ЧР наци библиотекинче Раççей халăх артисчĕсем Ирина Скобцевăпа Юрий Чернов пресс-конференци ирттерчĕç. Ăна кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи, “Кинопроцесс” журналăн тĕп редакторĕ, Раççей кинематографи искусствисен академийĕн членĕ Вячеслав Шмыров ертсе пычĕ.

Ирина Скобцева “Отелло”, “Обыкновенный человек”, “Неповторимая весна”, “Аннушка”, “Белые ночи”, “Борис Годунов”, “Зигзаг удачи”, “Тихий Дон”, “Бархатный сезон” тата ытти вун-вун илемлĕ фильмра ÿкерĕннĕ.

- Пурнăçăмра хам пирки шухăшлама вăхăт пулман. Ачамсене Аленăпа Федьăна анне пăхса ÿстернĕ тесен те йăнăш мар. Тен, çавăнпах вĕсене актер профессине суйлама сунман. Апла пулин те Алена МХАТра экзамена асламăшĕн хушамачĕпе тытнă. Мăнукăм Константин Крюков та çак çула суйласа илчĕ, - каласа кăтартрĕ Сергей Бондарчукăн мăшăрĕ.

Юлашки ĕçĕ - “Золото” фильмĕ - XVIII ĕмĕрти ылтăн кăларакансем пирки.

- Çакăнпа кинематографире пăнчă лартасшăн, - терĕ И.Скобцева.

Юрий Чернова ача-пăча валли фильм сахал ÿкерни, шăпăрлансем Анăç сăнарĕсене ăша хывса ÿсни канăçсăрлантарать.

- Тахçан ачасем артистра вăй хурас ĕмĕтпе пурăнатчĕç, халĕ банкир пуласшăн вĕсем, - тет вăл пăшăрханса. - Апла пулин те пĕчĕккисемпе тĕл пулма кăмăллатăп.

* * *

ÇĔРТМЕ уйăхĕн 2-мĕшĕнче кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура уçăличчен Чăваш наци библиотекинче пирĕн ентеш Александр Хван режиссер, Виктор Бычков актер, Елена Стишова кинокритик, Зоя Кошелева кинорежиссер тата Светлана Дружинина артистка пресс-конференци ирттерчĕç.

Александр Хван Шупашкарта çуралса ÿснĕ. 1980 çулта ВГИКран вĕренсе тухсан ăна М.Горький ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен фильмĕсен тĕп киностудие чĕнсе илнĕ. “Кармен”, “Прибытие поезда” тата ытти фильм ÿкернĕ вăл. Паллă ентешĕмĕр 1994 çулта Ялтăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофорумра “Кино XXI век” номинацире режиссерсен хушшинче çĕнтернĕ.

- Шупашкара килсе çÿреме килĕштеретĕп. Кунта - манăн аттепе аннен вил тăприйĕсем. Хăй вăхăтĕнче Чăваш наци библиотекине сахал мар çÿрерĕм, 16-мĕш вăтам шкулта ăс пухрăм. Тĕп хуламăрта киностуди пулманран 17 çулта Мускава тухса кайрăм, - иртнине аса илчĕ режиссер.

Александр Федоровичăн “Дюба-дюба” картини “Кинематографи ентешĕсем” цикла хутшăнать.

- Ку фильма фестивале тăратни ахальтен мар. Унта вылякан Андрей Плетнев хама аса илтерет. Çавăнпах ĕçре кун-çулăмри хăш-пĕр саманта асăрхама пулать. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ÿкернĕ. Тĕрĕссипе, вăл вăрăма тăсăлса кайнă йывăр картина. Апла пулин те кăтартнă хыççăн чылайăшне кинофильм кăмăла кайнине палăртрĕ. Халĕ тепĕр картинăпа ĕçлетĕп. Сăмах май, ăна Шупашкарта ÿкерме ĕмĕтленетĕп, - сăмахне вĕçлерĕ Александр Хван.

- Эпир ытларах “Мĕн вăл наци?”, “Мĕн вăл халăхсен хушшинчи туслăх?” ыйтусене тĕрĕс хуравлакан кинофильмсем ÿкеретпĕр. Совет тапхăрĕнче 15 республика пĕр-пĕринпе еплерех хутшăннине тĕрĕс кăтартман пулсан паян ку ыйтăва пачах урăхла сÿтсе яватпăр, - хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Елена Стишова.

Зоя Кошелева документлă кинофильмсем пирки калаçрĕ. Кун пек картинăсене куракан умне кăларма йывăррине палăртрĕ.

- Фестиваль “Чужие” фильмпа уçăлнишĕн мăнаçланатăп. Ку маншăн пысăк чыс. Унта эпĕ Америка актерĕсемпе вылятăп. Малтанах ÿкерĕнесшĕн те марччĕ, сценарие пăхса-тишкерсе тухнă хыççăн проект çав тери пĕлтерĕшлине ăнланса илтĕм, - каласа кăтартрĕ Виктор Бычков актер.

Светлана Дружинина Раççейре тухакан кинофильмсем куракан патне çитейменнишĕн пăшăрханса калаçрĕ. Кинотеатрсем Америка шухăшлавĕллĕ картинăсемпе тулнине асăнчĕ. Çивĕч ыйтăва фестивальсем çеç татса пама пултарнине ĕнентерме тăрăшрĕ.

- Çамрăксемпе ĕçлемелле пирĕн, вĕсене шухăшсăр фильмсене кăмăлланишĕн айăпламалла мар, - пăшăрханса калаçрĕ вăл.

Шупашкар пирки те ырă сăмах нумай каларĕ режиссер:

- Кунта эпĕ пĕрремĕш хут мар, анчах кашнинчех хула илемлĕ, таса пулнинчен, çыннисем хăнасене ăшшăн кĕсе илме пĕлнинчен тĕлĕнме пăрахмастăп. Сирĕн патра иртекен кинофестивалĕн малашлăхĕ пархатарлă пуласса чунран шанатăп.

* * *

ПĔТĔМ тĕнчери кинофестиваль “Çеçпĕл” кинотеатрта çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче “Чужие” фильмпа уçăлчĕ. Тĕнче шайĕнчи фестивальсен йĕркине хальхинче те пăсмарĕç: актерсемпе режиссерсем, жюри членĕсем тата ытти хăна зала хĕрлĕ кавир тăрăх утса кĕчĕç. Культура мероприятине уçнă саманта Александр Хван режиссер, Рустам Абдрашев, Юрий Грымов, Алексей Герман-кĕçĕнни кинорежиссерсем, Раççей халăх артисчĕсем Светлана Дружинина, Анатолий Мукасей, Елена Стишова кинокритик, Зола Пак композитор, Владимир Эйснер писатель, Раççей халăх артисчĕ Родион Нахапетов тата ытти паллă çын килсе çитнĕ. Хăнасене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Гапликов саламларĕ.

- Çакăн пек аслă çынсен вăйĕпе кинофестивалĕн малашлăхĕ чăннипех аслă пулас шанăç пысăк, - терĕ вăл.

Çак шухăшах РФ культура министрĕ Александр Авдеев хăйĕн салам телеграмминче палăртнă. “Асăннă пултарулăх проекчĕ, хăйĕн умне киноискусствăри талантлă хайлавсене тупса палăртассине, тĕнчери нумай халăх пурнăçне çутатассине тĕп тĕллев вырăнне хураканскер, тăван культурăпа ăс-хакăла çĕнĕрен чĕртсе тăратас, çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе питĕ пĕлтерĕшлĕ”, - тенĕ унта.

Мускав тата Пĕтĕм Руç патриархĕ Кирилл та Шупашкарта иртекен кинофестиваль ячĕпе салам телеграмми янă.

Юрий Грымов хăйĕн “Чужие” фильмне мĕнле ÿкерни пирки студентсемпе ирттернĕ ăсталăх класĕнче тĕплĕ каласа кăтартрĕ. Унта тĕп сăнара калăплакан Виктор Бычков фильм вăрçă çинчен маррине палăртрĕ.

* * *

ФЕСТИВАЛĔН виççĕмĕш кунĕнĕнче Чăваш наци библиотекинче Юрий Грымов, Алексей Герман-кĕçĕнни тата Александр Головин пресс-конференци ирттерчĕç.

- Эпĕ никама пăхăнман режиссер. Çавăнпа хамăн кăмăла каякан кинофильмсем ÿкеретĕп. Укçашăн çеç ĕçлеместĕп. Тупăш кÿрекен картинăсене халăх умне кăларас тесен ят-сум, чыс, сăпайлăх мĕн иккенне манмалла. Кинофильмăн шедевр пулмалла, историе çырмалла. Акă, сăмахран, Чапаев çинчен ÿкермен пулсан сирĕн хулара унăн палăкĕ те пулмĕччĕ. Паян пĕр йышши, пĕр пек сюжетлă фильм нумаййи кăмăла пăсать, чылайăшĕнче нимĕнле вĕр çĕнĕ шухăш та çук, - палăртрĕ Юрий Грымов.

“Чужие” фильм режиссерĕ Америкăри актерсен шкулĕ пысăк шая хăпарнине, вĕсемпе ĕçлеме çăмăлрах пулнине асăнчĕ. Унăн шухăшĕпе, картинăна 26 кунра вĕçленинче американ актерсен тÿпи пысăк.

- Кинофестивалĕн малашлăхĕ пултăр тесен унта официаллă самант сахалрах пулмалла, çакă кураканпа актер-режиссера çывăхлатмасть, - палăртрĕ “Последний поезд” режиссерĕ Алексей Герман-кĕçĕнни.

Алексей Алексеевич Раççей киноиндустрийĕнче конкуренци çуккишĕн пăшăрханса калаçрĕ, çавăнпах режиссерсем пĕр-пĕринпе тупăшса чаплăран та чаплă картина ÿкерме ăнтăлманнине палăртрĕ.

- Юлашки вăхăтра мĕншĕн космоспа çыхăннă тата вăрçăри лару-тăрăва сăнлакан фильм ытларах-ши? - ыйтрĕç журналистсем.

- Ахăртнех, Раççей халăхĕ паянхи кунпа мар, иртнипе тата малашлăхпа пурăнать. Хальхи самана темшĕн кăсăклантармасть пире. Чечня вăрçи пирки лайăх фильм ÿкерме май пур пулсан мĕншĕн ăна куракан умне кăларас мар? Ку йĕркеллĕ пулăм, - терĕ Алексей Герман-кĕçĕнни.

Кинофестивалĕн ытти саманчĕ тата пĕтĕмлетĕвĕ пирки çитес номерте вуласа пĕлме пултаратăр.

 


Моисеев, Д. Шурă Шупашкарта - режиссерсем, актерсем, продюсерсем / Дмитрий Моисеев // Çамрăксен хаçачĕ. - 2009. - 5 çĕртме. - С. 4-5.