Смирнова, Н. "Экватора" ситремер
Кинофестиваль “экватора” çитрĕ: виçĕ кун хыçа юлчĕ, тата виççĕшĕ - умра. Жюри членĕсем конкурса тăратнă илемлĕ тата документлă фильмсене “шĕкĕлчеççĕ”, куравçăсем асăннă ĕçсемпе çеç мар, “Раççей фильмĕсен панорами”, “Кинематографири ентешсем”, “Çĕршыв историйĕ - халăх историйĕ”, “Таврăннă шедеврсем” ярăмсемпе кăтартакан фильмсемпе киленеççĕ.
Çав вăхăтрах хăнасем килсех тăраççĕ. Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкара Сербире çеç мар, ытти çĕршывра та палăрма ĕлкĕрнĕ Соня Благоевич килсе çитнĕ. Соня çамрăк-ха, анчах документлă, илемлĕ фильмсем ÿкерме ĕлкĕрнĕ. “Песня, фильм”, “Моя”, “Соня и Марко...” Мускаври, Вашингтонри, Чикагори, Парижри кинофестивальсен парнисене тивĕçнĕ. Вăл тепĕр чухне хăйех сценарист та, оператор та.
Фестиваль ĕçне Раççей халăх артисчĕ Алексей Петренко хутшăнмаллаччĕ. Анчах çапла тума май килменрен ун вырăнне ĕнер тепĕр çăлтăр - Раççей халăх артистки Ирина Муравьева - вĕçсе “аннă”. Çак ята Чăваш Енре илтмен çын çук-тăр. Ирина Вадимовна вылянă рольсем пирки халь чарăнса тăмăпăр. Пĕр-пĕр пресс-конференцире унпа хăйĕнпе тĕл пулăпăр-ха.
Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинчи пресс-конференцие вара çаксем хутшăнчĕç: СССР халăх артисчĕ Эльдар Рязанов кинорежиссер, Рустем Абдрашев кинорежиссер /Казахстан/, Дарья Мороз актриса тата Тамара Керечашвили продюсер /Грузи/. “Карнавальная ночь”, “Невероятные приключения итальянцев в России”, “Ирония судьбы, или С легким паром”, “Служебный роман”, “Вокзал для двоих”, “Старые клячи”, “Жестокий романс”, “Зигзаг удачи” тата ытти вун-вун ĕçĕн режиссерĕ журналистсемшĕн уйрăмах кăсăклă пулнине вулакан тÿрех ăнланчĕ-тĕр. Çакна та палăртса хăварар: Эльдар Александрович Шупашкара пушă алăпа килмен. Виçĕм кун “Çеçпĕл” кинотеатрта унăн юлашки çулсенче кун çути курнă “Андерсен. Жизнь без любви” фильмне кăтартрĕç. Режиссерпа куракан хушшинчи калаçу çакăн хыççăнах пуçланчĕ. Эльдар Рязанов асăннă фильм уншăн питĕ пĕлтерĕшлине палăртрĕ. “Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех кăларма ĕмĕтленнĕ ăна. Анчах ун чухне вăл куракан патне çитейместчĕ пулĕ. Çавăнпа тытăнса тăтăм, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне режиссер. - Фильмра еврейсен ыйтăвĕпе çыхăннă самантсем пур. Ун чухне уйрăм халăх ыйтăвне хускатма юраман”.
Куракансем вара Андерсенпа кинорежиссер хушшинче пĕр пеклĕхсем çук-ши тесе те кăсăкланчĕç. Ун пирки Эльдар Александрович çапла хуравларĕ:
- Паллах, çук. Андерсен - Турă панă талант, гени. Эпĕ ун пирки нумай вуланă. Ахаль çынсене те каласа кăтартас килчĕ. Пур енĕпе те пултаруллă çын юратура телейсĕр пулнă. Çакна вăл мĕнлерех тÿссе ирттернĕ? Шăпах çав самантсем куракана шухăшлаттарма, пуç ватма май параççĕ.
Журналистсем валли ятарлă пресс-конференци йĕркеличченех Чăваш Енри калем ăстисем паллă режиссерпа тĕл пулса калаçма пултарчĕç. Сăмахран, çакăн пек телей вĕсем çине çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкар заливĕнчи Анне палăкĕ çывăхĕнче “персе” анчĕ. Ун чухне кино ĕçĕн ăсти çак шухăша палăртрĕ: “Эпĕ лăпкă, хăюсăр, виçене пĕлекен геройсене килĕштеретĕп, - Илер-ха “Берегись автомобиля” фильмри Деточкина е “Служебный романри” Лукашина. Вĕсен юнĕсем пĕр ушкăнран”.
Хальхи вăхăтри режиссерсен хушшинче хăйĕн ĕçне “копилекене” курмасть. “Мана Козинцев тата Эйзенштейн вĕрентнĕ, анчах эпĕ хамăн çулпа утнă. Çавăнпа та хальхи çамрăксем те çапла туни, манăн шухăшăмпа, вĕсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулĕччĕ”, - тет Рязанов.
Паянхи кино мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Ун пирки киномэтр çапла шухăшлать: “Ырăлăх, çепĕçлĕх çуккипе. Экран çинче ун вырăнне тискерлĕх, юн хуçаланать. Манăн ĕçсене мĕншĕн халĕ те телекуравпа тăтăшах кăтартаççĕ? Халăх килĕштернипе, ыйтнипе. Вĕсенчен ăшă туйăмсем тапса тăраççĕ”.
Наци библиотекинчи пресс-конференцире журналистсем Эльдар Рязанов çак тапхăрта мĕнле ĕмĕтпе пурăнни пирки пĕлесшĕн пулчĕç.
- Çĕнĕ ĕç валли сценари пур. Кино ÿкерме 5 млн доллар çеç кирлĕ. Çакăн пирки виçĕм кун сирĕн Президентăрпа Николай Федоровпа та калаçрăмăр. Пулăшма пултарасса шантарчĕ: кĕсйинчи кĕмĕл ручкине кăларса парнелерĕ, ытти çăмăллăнах тупăнĕ терĕ, - шÿтлет халăх артисчĕ.
Эльдар Александровича Шупашкар чăннипех килĕшнĕ-мĕн:
- Хам пурнăçăмра нумай çÿренĕ, таçта та çитсе курнă, анчах Шупашкарта - пĕрремĕш хут. Эпĕ Самарта çуралса ÿснĕ, унта тăвансем халĕ те пурăнаççĕ. Чăваш Ен - тĕлĕнмелле кĕтес, Шупашкар - таса, тирпейлĕ хула. Паян Наци музейĕпе паллашрăмăр, акă Наци библиотекине килсе çитрĕмĕр. Тĕл пулăва çакăнта йĕркелени те пĕлтерĕшлĕ. Музей ĕçченĕсемпе библиотекарьсен умĕнче пуçăма таятăп. Çутта кăларас тĕлĕшпе вĕсем пурнăçлакан ĕç пархатарлă. Эпĕ çывăрас умĕн куллен 1-1,5 сехет вулатăп. Юлашки кĕнекесем Пастернак, Булгаков пирки пулчĕç.
Рустем Абдрашев /Казахстан/ - çамрăк режиссер. Алма-Атара 1970 çулта çуралнă. “Театр художникĕ” специальноçпа ÿнер училищи пĕтернĕ, унтан - ВГИКăн ÿнер факультетне. 1987-1994 çулсенче “Казахфильмра” художник-постановщикра ĕçленĕ. “Остров возрождения” фильм - режиссер тивĕçне пурнăçланă пĕрремĕш ĕç. Ун хыççăнхипе - “Подарок Сталину” кинофильмпа - Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕн илемлĕ фильмсен конкурсне хутшăнать. Аса илтерер: унти ĕç-пуç тĕрлĕ вăхăтра иртет. Пуçламăшĕнче - 1949 çулта. Çак тапхăр Сталин репрессийĕн çĕнĕ хумĕпе палăрса тăрать. Çул пуç хăй 70 çул тултарнине паллă тăвать. Пĕчĕк арçын ача çул пуç валли юрă хатĕрлет. Унта Сталин юлташа ашшĕпе амăшне тĕрмерен хăтарма ыйтать. Çак парне пултарулăх коллективĕн комиссине килĕшмест...
Рустем Жарасканович шухăшне пĕлес килчĕ: унăн кинокартинипе конкурса тăратнă хăш ĕç тупăшма пултарать-ши?
- Пурте вăйлă шайра, - пулчĕ унăн хуравĕ. -“Россия-88” ĕçĕн актуаллăхне, çивĕчлĕхне палăртнă пулăттăм.
Шел те, “Русский треугольник” режиссерĕ А.Цебадзе Шупашкара килсе çитеймен. Грузири лăпкă мар лару-тăрăва пула. Ун вырăнне фильм продюсерĕ Тамара Керечашвили хутшăнчĕ терĕм маларах. Раççейри ĕçтешĕсем çĕнĕ фильмсем ÿкерме укçа çукки пирки пуçа ватнă чух Грузире хальхи вăхăтра харăсах темиçе кинокартинăпа ĕçлеççĕ-мĕн. Тĕнче кризисĕ унти сăрт-ту урлă каçайман-ши?..
- “Русский треугольникра” вырăс актерĕсем те выляççĕ. Халь лартаканнисене хутшăнаççĕ-и?
- Хăшĕ-пĕри политика самантне те шута илет пулĕ, - тет Тамара Керечашвили. - Анчах тĕп сăлтавĕ унра мар тесшĕн. Актершăн чи пĕлтерĕшли режиссура пахалăхĕ, чăн-чăн профессионал ĕç пулмалла.
Çак шухăшпа Дарья Мороз актриса та килĕшрĕ. Вăл хăй ÿкерĕннĕ “Живи и помни” илемлĕ фильм пирки чарăнса тăчĕ. Шупашкар çыннисем ăна ĕнер “Çеçпĕл” кинотеатрта пăхрĕç, фильм хыççăн актрисăпа пĕрле сÿтсе яврĕç.
Смирнова, Н. "Экватора" çитрĕмĕр / Надежда Смирнова // Хыпар. – 2009.- 5 çĕртме. - С. 1.