13 | 08 | 2020

Белкова, Т. Электрон почти пулашма васкать = Электронная почта спешит на помощь



Финанс кризисĕ чылай çынна йывăрлăх кăтартрĕ. Ĕçсĕрлĕхпе çыхăннă лару-тăрăвăн çивĕчлĕхĕ те чакмасть.

Организацие вырнаçнă чух чи малтанах аслă пĕлÿ, опыт ыйтаççĕ. Телее, çĕнĕ йышши хальхи коммуникаци хатĕрĕсемпе усă курма май пур. Раççейре 100 миллион çын электрон почта çыхăнăвĕпе туслă.

Çĕр чăмăрĕн кашни кĕтесĕнчен кунсерен миллион электрон çыру тĕрлĕ çĕре сапаланать. Ун урлă документсен копийĕсене, сăн ÿкерчĕксене, резюмене палăртнă тĕле çитерме çав тери меллĕ. Пĕр-пĕр темăпа калаçма интереслĕ çын е партнер тупма та ансат. Компьютер технологийĕсене алла илнĕ тĕк - эппин, çул уçă.

Иртнĕ эрнере Наци библиотекинчи Вĕренÿ центрĕнче "Информаци технологийĕсен уçă тĕнчи" проектпа килĕшуллĕн йĕркеленĕ "Электрон почта - хальхи коммуникаци хатĕрĕсенчен пĕри" семинар ĕçлерĕ. Вăхăтлăха ĕçсĕр юлнисем электрон почта майĕсене тĕплĕ тишкерчĕç. Центрăн координаторĕ Мария Шубникова электрон адресĕсемпе паллаштарчĕ, çыру çырмалли йĕркене, унăн тĕп пайĕсене ăнлантарчĕ. Итлекенсем хăйсене регистрацилесе www.Rambler.ru тулевсĕр серверта почта ещĕкне уçрĕç. Çавăн пекех файлсенчен тăракан çырусене яма вĕренчĕç вĕсем, мĕнлерех упраннине ăша хыврĕç.

Пухнă пĕлĕве вырăнлă усă курасси - чи пĕлтерĕшли. Тĕрлĕ сайтра мини-резюмене тĕрĕс, электрон пичет кăларăмĕсенчи пĕлтерÿсене, корреспонденцисене йăнăшсăр вырнаçтарни пулăшу кÿме тивĕç.

Электрон почтин мелĕсене алла илнĕ хыççăн семинара хутшăнакансен ĕç вырăнĕ тупма çĕнĕ шанчăк тĕвĕленчĕ.

Белкова, Т. Электрон почти пулăшма васкать / Татьяна Белкова // Çамрăксен хаçачĕ. - 2009. – 4 авăн. – С. 3.