Учат жить с надеждой
"Информаци технологийĕсен уçă тĕнчи" проекта "Майкрософт" корпорации компьютер пĕлĕвне ÿстерекен программи финансланипе коммерцилле мар "Прожект. Хармани Инк." корпораци /АПШ/ 2006 çултанпа ирттерет. Тĕллевĕ – Раççей регионĕсенчи халăхăн йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ушкăнĕсене информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă курма майсем туса парса пĕлĕве, культурăна ÿстерме, ĕçе вырнаçмалли меле анлăлатма тата пурнăç шайне лайăхлатма витĕм кÿресси.
Асăннă тапхăрта IDEA проект пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ пулнине пурнăç çирĕплетрĕ, вал тĕрлĕ конкурсра çĕнтерчĕ, премисен лауреачĕ пулса тăчĕ.
Экономика кризисне пула ĕçсĕр юлнă çынсене - çамрăксене, ялта пурăнакансене, хевтесĕрсене тата сахал тупăшлă граждансене пулăшас енĕпе республикăри Наци библиотеки пархатарлă тĕллевсене пурнăçа кĕртет. Унăн обшественноç усă курма пултаракан центрĕнче çынсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма май туса параççĕ, шанăç парнелеççĕ.
"Наци библиотекин ĕç-хĕлĕнче халăха информацие ирĕклĕ майпа илме пулăшасси тĕп вырăн йышăнать, – тет вĕрентÿ центрĕн координаторĕ Мария Шубникова. – "Информаци технологийĕсен уçă тĕнчи" проектăн Раççейри центрĕсен пĕрлĕхĕнче пулнипе эпир те унта 3 çул каяллах хутшăнтăмăр, Чăваш Ен çыннисене информацие ирĕклĕн илме пулăшса пыратпăр. Халăхăн социаллă хÿтлĕхĕсĕр юлнă ушкăнĕсене компьютер технологийĕсене хăнăхтарма услови çителĕклех. Ку таранччен йывăр шăпаллă граждансене, çамрăксене, ялта пурăнакансене, пенсионерсене пулăшнă тăк, кăçал вăй питти çынсене – ĕç рынокĕнчи йывăр лару-тăрăва лекнисене, тухса кайма тивнисене е вырăна çухатма пултараслăх пуррисене – йышăнма тытăнтăмăр".
IDEA вĕренÿ центрĕн Наци библиотекинчи никĕсĕ çинче тÿлевсĕр занятисем, тренингсем йĕркеленĕ. "Чикĕсĕр мелсен тĕнчи" программа тăрах уйăхра 17 сехет вĕренмелле. Унта çÿрекенсем тĕрлĕ база курсне – "Компьютерпа ĕçлемелли никĕсрен" пуçласа "Кăтартусен базипе ĕçлемелли никĕс" таранах тишкереççĕ. Тепĕр сакăр сехетлĕх семинар каярахпа ĕçе вырнаçассипе, çĕнĕ вырăнти йĕркене хăнăхассипе, ĕç тухăçлăхĕпе пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă. Çынсем "Резюме хатĕрлесси", "Интернетра ĕç шырасси", "Ĕçе вырнаçнă чух харпăр хăйне тытасси", "Интернетри юридици пулăшăвĕ тата консультаци", "Ансат бизнес-план çырасси", "Телеĕç" темăсене уйрăмах килĕштереççĕ.
Интернетпа ирĕклĕ усă курма хăнăхтарнă вăхăтра ĕçпе тивĕçтерекен центрсем янипе килнĕ çынсене хăш сайтпа усă курмаллипе, ваканси пирки информацие ăçта шырамаллипе паллаштараççĕ. Халĕ Интернетра Чăваш Республикин влаç органĕсем тытса тăракан икĕ сайт уçнă.
Пĕрремĕшĕ – республикăри ваканси банке /http://rabota.cap.ru/ – Вăл район-хулари информаципе пуянлансах тăрать. Сăмах май, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен пĕлтернине – куллен, районсенчине эрнере пĕр хут çĕнетсе тăраççĕ.
Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин сайчĕпе те /http://slzn.cap.ru/ тÿлевсĕр усă кураççĕ.
"Раççейри ĕç" информаци порталĕ çĕршывăн регионсенчи вакансисем, специальноç-сем, шалу пирки хыпарлать.
Тĕрĕссипе, вĕренÿ центрĕн тĕллевĕ çынсене ĕçе вырнаçтарасси мар, вырăнсăр вăхăтлăх юлнисене шанчăкпа пурăнма хăнăхтарасси, специалистсен консультацийĕпе тивĕçтересси, служба картлашкипе кармашма е предпринимательлĕхе кÿлĕнме хавхалантарасси.
Центр эрнере виçĕ хут – ытлари кун, юн кун, кĕçнерни кун – çынсене йышăнать. Техника никĕсĕ çирĕп унăн: 12 компьютерпа çулталăкра 11 курс йĕркелеме, кашнинче 12-шер çынна вĕрентсе кăларма палăртнă.
М.Шубникова занятисене ĕçпе тивĕçтерекен служба специалисчĕсем хутшăннине, пĕрлехи вăйпа пархатарлă тĕллевĕн усси пысăк пуласса шаннине пĕлтерчĕ. "Эпир компьютер вырттăнлăхĕсене лайăх пĕлетпĕр, ĕç шырама вара специалистсемпе перле вĕрентĕпĕр", – терĕ вал.
Наци библиотекинче çынсем Интернетпа уйăхра 10 сехет тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ. Курсран ăнăçлă вĕренсе тухнисене "Майкрософт" корпорации "Чикĕсĕр майсен тĕнчи" программăн ятран паракăн сертификачĕпе тивĕçтереççĕ. Унăн идентификаци номерĕ пур. Чăнлăхне ĕçпе тивĕçтерекен асăннă проектăн www.idea-russia.ru веб-сайтĕнче тĕрĕслеме пултарать.
Вĕрентÿ центрĕн сăваплă ĕçĕпе ĕçлев службин специалисчĕсем те кăмăллă. Р.Лепилкина шухăшĕпе, Наци библиотекин пархатарлă ăнтăлăвĕпе район-хулари вулавăшсем те усă курма шухăшлани паха çимĕçпе савăнтарĕччĕ.
Смирнова, В. Шанăçпа пурăнма хăнăхтараççĕ / В. Смирнова // Хыпар. – 2009. – 13 нарăс. – С. 2.