Волшебная ночь в библиотеке


Кăрлачăн 13-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче пĕрремĕш хут. “Библиотекăри Раштав каçĕ” поэзи уявĕ иртрĕ

Н.Федоров Президент ЧР Патшалăх Канашне янă “Чăваш Ен çитĕнĕвĕ - кашнин пуçарулăхĕнче” Çырура çулсерен поэзи турнирне, сăвăçсен Раштаври ăмăртăвне йĕркелеме сĕннĕччĕ. Президент шухăшĕпе поэзи çĕнĕрен массăллă чĕрĕлсе тăрса халăх искусствин чи юратнă тĕсĕсенчен пĕри пулса тăма тивĕç.

Историе аса илес тĕк - чăн малтан поэзи турнирĕсене авалхи Грецире йĕркеленĕ. Пĕрремĕш паллă ăмăрту 1176 çулта Кардигонра иртнĕ. XIX ĕмĕртен пуçласа кашни çулах Çурçĕр тата Кăнтăр Уэльсра маттур çамрăксем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Музыкăпа проза тата драма хайлавĕсемшĕн хисеп паллипе наградăлаççĕ. Чи лайăх поэта палăртса ăна йывăç пукан çине лартаççĕ.

Наци библиотекинче йĕркеленĕ поэзи каçĕ хăйне евĕрлĕ те интереслĕ иртрĕ. Библиотекăри асамлă каç вулавăш фойинченех пуçланчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Тĕрлĕ тĕспе ялкăшакан елка, урайĕнче çунса ларакан уяв çуртисем, унталла-кунталла чупса çÿрекен юмахри сăнарсем, илемлĕ юрă-кĕвĕ...

Поэзи каçĕн малтанхи тапхăрĕнче çамрăк юптаруçă Елена Светлая /Петрова/ хăйĕн сăвă-юмахĕпе тата кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Бухгалтер-экономист профессине алла илнĕскер пĕрремĕш юмахне ача кĕтнĕ вăхăтра хайланă. Юптарури сюжетсене çамрăк автор пурнăçран илнĕ. Никама та кÿрентерес мар тесе çынсене кайăксемпе, чĕр чунсемпе тата хурт-кăпшанкăпа улăштарнă. И.А.Крылов юптаруçă пекех Е.Светлая та хăйĕн хайлавĕсенче лайăхпа начара уйăрма, пĕчĕккисене çеç мар, аслисене те ăса вĕрентет.

Гитарăн чĕрĕ те илемлĕ сассине килĕштерекенсене каярах “Ля минор” клуб ушкăнĕ тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ.

Çавăн пекех А.Савельев ертсе пыракан “Фонарик” театр студийĕ А.П.Чехов хайлавĕсем тăрăх камера перфомансĕ /гитарăн чĕрĕ кĕвви тата актерсем выляни/ лартрĕ. Спектакльте И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем вылярĕç.

Поэзи уявĕнче çамрăк сăвăçсем чи пултаруллă поэта палăртса хăйсен Королĕпе Королевине корона тăхăнтартнине сăнама чăннипех те интереслĕ пулчĕ. Ку турнира ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Юрату сăвăç ертсе пычĕ. Профессионал писательсен ертÿçи С.Павлов, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Р.Сарпи тата Д.Вонави сăвăçсем çамрăк поэтсен пултарулăхне хакларĕç. Конкурса хутшăнакансем икĕ тур витĕр тухрĕç. Маларах вĕсем килте çырса килнĕ сăввисемпе паллаштарчĕç. Хăйне евĕрлĕ те илемлĕ хайлавсенче кашниех сăвă урлă хăйĕн чунне, туйăмне уçса пама тăрăшрĕ. 16, 17, 20 çулсенчи каччăсемпе хĕрсем ытларах юрату çинчен çырнă: “Шăпах çак вăхăтра чĕрере хуçаланакан чи çепĕç туйăм пирки калаçас, пĕтĕм тĕнче илтмелле кăшкăрас килет. Поэзи вăл - чунри вăрттăнлăх”, - терĕ А.Юрату.

Иккĕмĕш турта ЧПУпа ЧППУ студенчĕсен тата Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ лицей вĕренекенĕсен, тĕп хуламăрти тĕрлĕ шкулта ăс пухакансен, çавăн пекех поэзипе интересленекенсен хăйсен пултарулăхне çур сехет хушшинче кăтартма тиврĕ. “Çĕнĕ çул”, “Хĕл мучи”, “Юр пике”, “чăрăш” сăмахсемпе усă курса вĕсем сакăр йĕркеллĕ сăвă çырчĕç.

Жюри членĕсем хайлавсенчи сăмах пуянлăхне çеç мар, сăвă техникине те хакларĕç. Альбина Юрату каланă тăрăх, çамрăк поэтсен рифмисем тĕл килеççĕ пулин те ударенисене тĕрĕсех лартаймаççĕ-ха. “Хальхи сăвăçсен П.Хусанкайпа Ухсай Яккăвĕн шайне çитес тесен нумай тăрăшмалла. Çамрăксене малалла аталанма вĕсем пек вăйлă, чăннипех те талантлă вĕрентекенсем кирлĕ. Малашне эпир поэзи çулĕпе утас текенсене пулăшас тĕлĕшпе çакăн йышши мероприятисем час-часах ирттерĕпĕр”, - терĕ сăвăç.

“Библиотекăри Раштав каçĕ” поэзи уявне хутшăннисене пурне те ЧР Культура министерстви Тав хучĕпе чысларĕ. Корольпе Королева ятне Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси каччи Валерий Петров тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ют чĕлхесен факультечĕн студентки Наталья Медведева тивĕçрĕç. Чи çамрăк сăвăç - Шупашкарти 59-мĕш шкулта вĕренекен Рома Ильин. Куракансем наци библиотекин тавра пĕлÿ пайĕнче ĕçлекен Алина Павловăна ытларах кăмăлларĕç.

Поэзи уявĕ кăрлачăн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин ача-пăча библиотекинче йĕркеленĕ “Асамлăха кĕтекен уяв” конкурспа вĕçленчĕ. Унта ачасемпе çамрăксем сăвă вуласа савăнчĕç.

Краснова, Т. Вулавăшри асамлă каç / Татьяна Краснова // Хыпар. – 2009.- 17 кăрлач. – С. 4.