09 | 12 | 2021

Чунтан хурланатпӑр

Вера КузьминаЧӑваш республикин Наци библиотеки Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ҫынни, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ пирки тарӑннӑн хурланнине пӗлтерет.

Вера Кузьминична хӑйӗн пӗтӗм ӗҫӗ-хӗлне Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе ҫыхӑнтарнӑ. Театр коллективĕ ăна пурăнма, сцена çинче ĕçлеме вăй-хал парса тăнине вӑл час-часах асӑнатчӗ.

Ҫулсерен ака уйăхĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав конкурсĕ иртетчӗ. Хӑй те вӑл библиотекӑри уявсене хутшӑнатчӗ, ачасемпе, вулакансемпе тӗл пулатчӗ.

Унӑн ҫутӑ сăнарĕ яланах пирӗн асра пулӗ.