05 | 12 | 2021

Открытие тренинг-центра/ О. Карпова

АКА уйăхěн 18-мěшěнче республикăри Наци библиотекинче "Пушкин библиотеки" коммерцилле мар фонд пуçарнипе регионсен хушшинчи библиотекари çěнě технологисене аса хывас, вěренес тěлěшпе тренинг-центр йěркеленчě. Ăна уçма Чăваш Республикинчи, çавăн пекех кўршě регионсенчи -Пушкăртстан, Мари, Мордва республикисенчи, Ульяновск тата Владимир облаçěсенчи библиотека ěçченěсем, килсе çитнě.

Тренинг-центр уçма Чăваш Республикин культура, национальноçсен ěçěсен, информаци политикин тата архив ěçěн министрě П.С.Краснов, М.Рудомино ячěллě Пěтěм Раççейри ют чěлхесен патшалăх библиотекин пуçлăхě, филологи наукисен кандидачě Е.Ю.Гениева, "Пушкин библиотеки" ком¬мерцилле мар фонд ертўçи М.В.Новикова тата ыттисем те хутшăнчěç.

Мěн тума кирлě-ха тренинг-центр? Раççей Федерацийěн субъекчěсенчи тата Чăваш Енри вулавăшсенче тăрăшакансен вěрентěвне хăвăртлатас тěллевпе йěркеленě ăна. Ялсенчи библиотекарьсен ěçри хăнăхăвне, ăсталăхне, ěç-хěлне библиотекăран тухмасăрах çěнетме те пулăшě. Проектăн тěп тěллевě -федераци, республика библиотекисенче ěçлекен аслă специалистсен пулăшăвěпе квалификацине ўстересси, тěслěх библиотекăсен ěç-хěлěпе паллашасси.

"Мěншěн Шупашкара, Чăваш Ене килтěмěр? Пěрремěшěнчен, библиотекăсем влаç органěсемпе тачă çыхăнса ěçленипе. Иккěмěшěнчен, республикăра тěслěх библиотека чылай. Весен ěç-хěлě ыттисене те интереслентерет, кăсăклантарать. Пěр-пěрин опычěпе паллашмаллах, - терě Екатерина Гениева.

- Ака уйăхěн 23-мěшě - Пěтěм Тěнчери кěнеке кунě. Çак кун умěн ирттерес терěмěр мероприятие. Тренинг-центр хăйне евěрлěхě Наци библиотекинче тата Чăваш Республикинчи тěслěх библиотекисенче мастер-классем, тренинг-семинарсем, паянхи кун шухăшлаттаракан çивěч ыйтусем пирки "çавра сěтелсем" ирттерсен палăрě".

Савăнăçлă лару-тăрура электронлă презентаци те иртрě. Наци библиотекин пуçлăхěн çумě М.В.Андрюшкина "Чăваш Республикинче тěслěх тата компьютерлă библиотекăсем çурални" çинчен кăтартса çеç мар, тěплěн каласа та паче. Чăваш Республикин Президенчěн Н.В.Федоровăн 2003 çулхи Чăваш Республикинчи ялсенче "тěслěх библиотекăсем уçасси" указе ăнăçлă ěçленине палăртрě. Сăмах май, паянхи куна пирěн 104 тěслěх библиотека. Вěсене "Пушкин библиотеки" коммерцилле мар фонд кěнеке /10 пин ытла/, видео, аудиокассетăсем парнеленине палăртма кăмăллă. Çитес вăхăтрах тěслěх библиотекăсен шучě 350-па танлашě.

Аякран килнě библиотекарьсем республикăри тěслěх библиотекăсенче пулса курěç, ěçтешěсен ěç-хěлěпе паллашěç: информаци тата компьютер ресурсěсемпе усă курма вěренěç, ялти тěслěх библиотека пулăшăвě пирки сўтсе явěç, весен пурлăхне, сайчěсене хак парěç.

 

Карпова, О. Тренинг-центр уçăлчě/ О. Карпова // Хыпар. - 2005. - 14 июля. - С.2