Листопад, Ю. Даниил Эльмен: кам вал?

Листопад, Ю. Даниил Эльмен: кам вăл? : [Наци библиотекинче "Даниил Эльмен: острые грани судьбы" кĕнеке презентацийĕ иртни çинчен] / Юрий Листопад // Хыпар. - 2010. - 20 ака. - С. 4.

Даниил Эльмень... Историре тахçанах палăрнă сын. Анчах унăн ячĕ тавра пыракан тавлашу паян та сĕвĕрĕлмест. Историксем, ăсчахсем халĕ те уçăмлăн калаймаççĕ: кам вал? Паллах, общество ĕçченĕ, паллă журналист тата çыравçă, Чаваш Автономине йĕркелекенсенчен пĕри... Ĕç-хĕлĕ тавра сăмах нумай çÿренĕрен пĕр пĕтĕмĕшле пĕтĕмлетÿ çук. Юлашки вăхăтра пичет кăларăмĕсенче унăн пурнăçне тĕпчекен, ĕç-хĕлне хаклакан хайлавсем тăтăш тухрĕç. Анчах ку çителĕксĕррине пурнăç хăй кăтартса пачĕ. Çав "шурă пăнчăсене" пĕтерме "Чăвашсен чаплă çыннисем" ярăмпа вулакан патне çитнĕ "Даниил Эльмень: острые грани судьбы" кĕнеке пулăшатех. Автор - М.И.Иванов - унта пурнăçне чăваш халăхне халалланă Даниил Семеновичăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ, йывăр условисенче унăн характере çирĕпленни çинчен тĕплĕ çырса кăтартать, патшалăх ĕçченĕн кун-çулне тишкерет, паллă журналист-публицистăн ĕç-хĕлне хак парать. Кĕнекене архив докуменчĕсене, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи хаçатсенчи материалсене, пĕрле ĕçленисен тата çывăх çыннисен аса илĕвĕсене тĕпе хурса çырнă. Д.С.Эльмень икĕ çул ытла редакциленĕ "Канаш" /халĕ "Хыпар"/ хаçатри унăн очеркĕсемпе публицистика статйисене тата асăннă кĕнекере илсе кăтартнă чăвашла пичетленнĕ документсене М.И.Иванов вырăсла куçарнă.

Кĕнеке авторĕпе паллаштарма вăхăт: Михаил Иванович Иванов – паллă журналист, общество ĕçченĕ, РФ Журналистсен союзĕн члене, Чăваш Республикин культурен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Семен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, 15 кĕнеке авторе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеране, чылай вăхăт "Советская Чувашия" хаçат коллективне ертсе пынă, Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн доценчĕ.

Çак кунсенче Наци библиотекинче асăннă кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Вал наци кĕнекисен регионсен хушшинчи саккăрмĕш "Кĕнеке урлă – халăхсен килĕшĕвĕ патне" фестивальне уçрĕ. Хаклава ăсчахсем, аслă шкулсенче вĕрентекенсем, студентсем, журналистсем, вулакансем, наци библиотекин ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Ĕçе наци библиотекин директоре С.М.Старикова, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторе В.Н. Алексеев, Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ А.Б.Усов, кĕнеке авторĕн мăшăрĕ, ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ В.А. Иванова, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ В.Н.Клементьев тата ЧР Журналистсен союзĕн правлени члене А.И. Михайлов пур енлĕн тишкерсе хакларĕç. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕ: "Автор хăйĕн тĕллевне чыслăн пурнăçланă, Даниил Семеновичей пурнăçĕн çул-йĕрне теплĕн тишкерсе çырса кăтартнă, ĕç-хĕлне тĕрĕс хак панă".