03 | 12 | 2021

Власова, Р. Веков рукопожатие

Власова, Р. "Ĕмĕрсем параççĕ алă" : [Чăваш наци библиотекинче Юрий Сементерĕн "Ĕмĕрсем параççĕ алă" сăвă кĕнекин презентацийĕ иртни çинчен] / Р. Власова // Хыпар. - 2010. - 20 ака. - С. 1.

Чăваш наци библиотекинче Юрий Сементерĕн тăватшар йĕркеллĕ "Ĕмĕрсем параççĕ алă" сăвă кĕнекин презентацийĕ иртнĕ. Унта тĕп хулари аслă шкулсен студенчĕсемпе преподавателĕсем, çыравçăсемпе вулакансем хутшăннă.

"Чăваш кĕнеки" центр ертÿçи Галина Соловьева çĕнĕ "чун çимĕçĕ", унăн авторе çинчен каласа панă. Юрий Семенович хăй те, кĕнекене илемлетнĕ Игорь Улангин та сăмах илнĕ. Паянхи поэзи пирки калаçу пуçарнă май çамрăксем сăвăçа чылай ыйту панă.

Пухăннисем тарăн шухăшлă, хăйне евĕр кĕнекене лайăх хакланă. Галина Шадрина паллă поэтăн сăввисемпе çырнă "Çĕнĕ хăта юррине", "Уçланкăри палан", "Аякри тантăша" юрăсене шăрантарнă.

"Ĕмĕрсем парассĕ алă" Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярпа пичетленнĕ.