19 | 09 | 2024

Чӑваш ен: ҫӗнӗ кӗнеке

Ордем ГалиОрдем Гали ҫырнӑ «Тӗлӗнмелле самантсем» (Удивительные моменты) кӗнекепе паллаштарма васкатпӑр! Хайлавсене чăвашла Ольга Васильева куçарнă.

Автор ку кӗнекери хайлавсене калаҫусен кӑларӑмӗ тесе палӑртать. «…Унта автор пурнăçри опытне, тавракурăмне тĕпе хурса кашнишĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă, хăйĕн шухăшне палăртнă, ăна тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ…», – тет куҫаруҫӑ.

Вӗрентсе каланӑ шухӑшсем те чылай. Акӑ, сӑмахран: «…Астӑвӑр: хӑнана яланах ҫӑкӑрпа, кулачпа, пашалупа кайӑр. Ҫӑкӑр вӑл маншӑн – чи тутлӑ апат. Ҫӑкӑртан асли ҫук тенӗ чӑвашсем. Час-часах ман пата мӑнуксем ахалех, нимсӗрех килеҫҫӗ. Паллах, эпӗ вӗсене курма хавас. Пире вара ача чухне кукаҫи-кукамай патне ҫӑкӑрпа кайма вӗрентнӗ. Кирек кам патне хӑнана кайсан та эпир ҫӑкӑр туяннӑ. Вӑл – чи хаклӑ кучченеҫ.

Эпӗ ача чухне ҫӑкӑра карточкӑпа панӑ. Тепӗр чухне черетре кунӗпе тӑнӑ. Ҫу сӗрсе тӑвар сапнӑ ҫӑкӑр татӑкӗ чи тутли шутланнӑ. Кулач вара – тутлӑран та тутлӑ апат. Хӑнара сире ҫӑкӑр, кукӑль, пӳремеч сӗнни сире хисепленине пӗлтерет. Ҫӑкӑртан аслӑ пулма юрамасть, ӑна тутанса пӑхмалла».

Ытти пурнӑҫ саманчӗсемпе тата ҫыравҫӑн шухӑшӗсемпе кӗнекене алла тытса паллашма пултаратӑр.