16 | 09 | 2024

Ҫӗнӗ кӑларӑм: пьесӑсен пуххи

новинкаЧӑваш драматургине кӑмӑллакансене ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштаратпӑр. «Сцена ҫинче те – пурнӑҫ» ятпа пьесӑсен пуххи Чӑваш кӗнеке издательствинче 700 экземплярпа пичетленсе тухрӗ.

Кӗнеке икӗ пайран тӑрать: ҫитӗннисем валли тата ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ пьесӑсем.

Ҫӗнӗ кӑларӑма Арсений Тарасов, Николай Сидоров, Марина Карягина, Владислав Николаев, Александр Пӑртта, Надежда Кириллова, Левтина Марье тата Рита Арти тӗрлӗ темӑпа ҫырнӑ хайлавсем кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче - фантази, драмӑсем, пьеса-юмахсем.

«Шуршӑл каччи» (Андриян Николаев), «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» (Никита Бичурин), «Тани Юн» пьесӑсенче чӑваш ҫӗршывӗнчи паллӑ та пултаруллӑ ҫынсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

«Эпир ҫӗнтеретпӗр!» драмӑра 1941 ҫулхи чӳк – 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗсенче Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисенче пулса иртнине сӑнласа панӑ.

Аса илтерер: кӑларӑма кӗнӗ чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсене регионсем хушшинчи конкурсне тӑратнӑ ӗҫсенчен суйласа илнӗ. Конкурса Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерстви 2022 ҫулта ирттернӗ.

Все книжные новинки Чувашии