02 | 12 | 2021

Вышинская, Т. В мире информации Чувашии нет равных

Вышинская, Т. Информаци уçлăхĕнче Чăваш Ене çитекен çук : [Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Наци библиотекинче компьютер вĕрентĕвĕн центрне уçнă çĕре хутшăнни çинчен] / Т. Вышинская // Хыпар. – 2010. – 19 çу. – С. 1.

ЧР Президенчĕн Администрацийĕн официаллă кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн республика интернет уçлăхне библиотекăсен 95% чухлĕ парăнтарнă. Раççейре вара çак кăтарту 4% кăна. Ку цифрăсене Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров ĕнер Наци библиотекинче компьютер вĕрентĕвĕн центрне уçнă чухнехи тĕл пулура каларĕ.

Асăннă центр - "Санăн çул-йĕрÿ: компьютер пĕлĕвне ÿстересси" проектран. Раççейре унашкаллисем хальлĕхе 96.

Çĕнĕ йышши тата çÿллĕ шайри информаци технологи пулăшăвĕсĕр паян пурнăçпа тан утма çук. Пирĕн регион ăна ĕçĕмĕре ăнăçлă кĕртсе пынине патшалăхăн тĕрлĕ канашлăвĕнче те пĕрре мар палăртнă. Сăмах май, çакăн йышши технологисен аталанăвĕн ыйтăвĕсене нумаях пулмасть Ĕпхÿре сÿтсе явнă. Раççей Правительствин Председателĕ В.Путин федерацин чылай субъектĕнче компьютер сĕнекен майсемпе усă курма пĕлменнине илтсессĕн хăйĕн тĕлĕнĕвне пытарман. Эппин, пирĕн республика ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.

Пысăк ÿсĕм аталану шайне ытти енчен те çÿле çĕклеме пулăшасса çирĕп ĕненме май панине палăртрĕ Николай Васильевич. Чăрмавсене çĕнтерме хавхалантаракан çакнашкал самантсем ăнсăртран аса килмеççĕ. Савăнăçлă мероприятие те республика ертуçи вĕсенченех пуçларĕ. Тата çак ыйтуран: "Ӑнăçу валли чи малтан мĕн кирлĕ?" Хăех унăн формулине сĕнчĕ: "Иртнине пĕлмесĕр хамăрăн çĕршывăн пуласлăхне йĕркелеме çук, тата çак юратăва сăмах вакласа мар, ĕçпе çирĕплетмелле". Ӑна хисеплени, хаклани, Николай Васильевич шухăшĕпе, чи малтанах çакăнта - аталанма, çĕнĕ çÿллĕшсене парăнтарма май панинче.

"Пĕлÿсĕрлĕхе пĕтерессин çул-йĕрне пулах эпир аграри çĕршывĕнчен хăватлă индустри тытăмĕ пулса тăтăмăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтертĕмĕр, космос уçлăхне пĕрремĕш çĕклентĕмĕр. Чи çÿллĕ шайри технологисемпе пĕлÿ илетпĕр", - терĕ Президент.

Компьютер вĕрентĕвĕн центрĕнчи курссем малашне Николай Васильевич калакан "ликбезăн" тăсăмĕ пулĕç. Ӑна пысăк тухăçпа ĕçлеттерме вара паян майсем çителĕклĕ. Республикăри тĕслĕх вулавăшсем /вĕсем паянхи кун тĕлне 500 ытла, шкулсенчи Европăри вăйлă аталаннă çĕршывсен шайĕнчи компьютер класĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи халăх йышăнăвĕн центрĕсем ку енĕпе курăмлă пулăшу кÿреççĕ. Иртнĕ çулхи кĕркуннеренпе кăна компьютер курсĕнче 10 пин çын пĕлу илнĕ. Халĕ уçăлнă ятарлă центрта хăйĕн пулăшăвне Microsoft сĕнет. Вĕсемпе усă курма вĕрентесси те - компанин тĕп тĕллевĕ. Çĕнĕ технологисемпе паллашма ăнтăлакан, анчах укçа-тенкĕ çитереймен пин-пин çыншăн çакă - чăн-чăн çăлăнăç: тÿлевсĕр, уçăмлă, ансат. Çулталăк пуçланнăранпа вăхăтлăх ĕçлемен тата тивĕçлĕ канури 20 çын компьютер технологине алла илнĕ. Кĕçех тепĕр ушкăн сертификат илме хатĕрленет.

Пирĕн республика компьютер технологийĕсемпе çывăх туслашнине Çыхăнупа информатизаци патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Захаров та каларĕ. РФ Президенчĕ çумĕнчи Информаци обществин аталану институчĕн рейтингĕнче Чăваш Ен библиотека ĕçĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннине пухăннисене шăпах вăл пĕлтерчĕ. Сертификатсен унчченхи хуçисемпе халĕ пĕлÿ илекенсем, савăнăçлă мероприяти хăнисем, ахăртнех, хăйсен тупине туйрĕç. Центра Наци библиотекинче уçма йышăнни те çавăнпах ăнсăртран мар. Вăл юлашки марри вара халех паллă. Черетре - аслă шкулсем.