Соловьева, Г. Чаваш нацин электронла библиотеки

Соловьева, Г. Чăваш нацин электронлă библиотеки : [Наци библиотекинче электронлă библиотека йĕркелесси çинчен] / Г. Соловьева // Хыпар. - 2010. - 17 çĕртме.

XX-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи информаци революцийĕ пирĕн пĕтĕм пурнăçа тĕпрен улăштарчĕ, çĕнĕлĕхсем кĕртрĕ. Электронлă почтăпа пĕр-пĕрне çырусем çыратпăр, компьютерпа усă курса калаçатпăр, кирлĕ материалсене чылай чухне Интернетра шыраса тупма пултаратпăр.

Радио-телевиденипе те, хаçат-журналта та "электронлă библиотека", "автоматизациленĕ каталог", "виртуаллă курав" тенине час-часах илтме пулать. Вĕсем библиотека ĕçĕпе çыхăннă. Мĕне пĕлтереççĕ-ши çак сăмахсем, мĕн параççĕ-ши вĕсем вулакана?

Хальхи тапхăрта кулленхи йăла-йĕркепе йĕркеленĕ библиотекăсемпе пĕр шайрах çĕнĕ информаци технологийĕсемпе пуян электронлă библиотекăсем кун çути курчĕç. Электронлă библиотека вăл – шырав мелĕпе пуянлатнă, йĕркелесе майлаштарнă электронлă документсен пуххи. Çакăн йышши библиотекăсенче тĕрлĕ темăпа çыхăннă тулли тектсем пуçтарăнса пыма пултараççĕ (универсаллă библиотекăсем), е пĕр-пĕр отрасльпе çыхăннă информацине пĕрлештерсе тăракан вулавăш пулма пултарать. Тулли текстсем пĕрчĕн-пĕрчĕн хушăнса электронлă библиотекăна çултан-çул пуянлатса пыраççĕ тен çавăнпа та çынсем электронлă библиотекăсемпе уйрăмах кăсăкланаççĕ.

Тĕнчери чи пĕрремĕш электронлă библиотека проекчĕ "Гутенберг" ятлă. Ӑна 1971 çулта йĕркеленĕ. Çак библиотекăна ытти сайтсенчи информацисене копи туса, парне мелĕпе, ятарласа сканер урлă кăларса, авторсенчен е издательствăсенчен тулли текстсене пухса йĕркеленĕ.

Рунетри электронлă вулавăшсенчен илемлĕ литературăпа çыхăннă пирĕн çĕршыври пирвайхи сайтсенчен пĕри вăл - Максим Мошков библиотеки. Унта литературăна тĕрлĕ темăсемпе пуçтарса пыраççĕ. Вулакансем сайт урлă хальхи литература тата классикăн тĕрлĕ жанрлă произведенийĕсемпе паллашма пултараççĕ. Паянхи кун тĕлне вăл пирĕн çĕршыври чи пуян электронлă библиотекăсенчен пĕри шутланать, тĕрлĕрен текстсен йышĕ 1670 Мб йышăнать. Çак электронлă библиотекăна (www.lib.ru) çыравçăсем тĕрлĕ жанрпа хайланă произведенийĕсене вырнаçтарма пултараççĕ.

Унсăр пуçне Интернетри "Фундаменталлă электронлă библиотека" тата "Сетевая Словесность" проектсем çыравçăсен пурнăçĕпе пултаруллăхĕ çинчен информаци пуçтараççĕ. Унта хайлавсене кăтартман. Вĕрентÿ тематикипе çыхăннă электронлă библиотекăсем те Интернетра пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем вĕренÿре кирлĕ материалсемпе пуян.

XX ĕмĕр вĕçĕнче библиотекăсен ĕçĕнче нумай улшăнусем пулса иртрĕç. Иртнĕ çулсенче эпир яланхилле, карточкăсен каталогĕпе усă курнă пулсан, паян вĕсемпе танах автоматизаци мелĕпе йĕрекленĕ каталогсем те вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерме пулăшаççĕ. Шырав енчен илсен, электронлă каталогри информацие тĕрлĕ енлĕ тупма пулать: статья е кĕнеке ячĕпе, автор хушамачĕпе, тема тăрăх тата ытти те.

Наци библиотеки туса пыракан тепĕр çĕнĕлĕх - электронлă библиотека йĕркелесси. Вăл библиотека фончĕн пĕр пĕлтерĕшлĕ пайĕ шутланать. Компьютера кĕртнĕ информаци (ресурсем) чăваш халăх культурипе ăслăлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ таврапĕлÿ ĕçĕсем, хаклă тата сайра тĕл пулакан чăваш тата вырăс чĕлхипе çырнă кĕнекесем чăваш тата тĕнче культури аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать.

Паянхи кун тĕлне нацин электронлă библиотеки валли сайра тĕл пулакан, хаклă йышши е иртнĕ ĕмĕрсенче пичетрен тухнă 100 ытла кĕнекене сканер урлă кăларса вĕсен электронлă вариантне тунă. Чылай тулли текстсем Чăваш Республикин Наци библиотеки сайчĕ çинче вырăн тупнă. Унта чăваш халăх историйĕпе тата культурипе çыхăннă кĕнекесемпе статьясем, сайра тĕл пулакан кăларăмсем. Вĕсенчен: Н. Ашмаринăн "Опыт исследования чувашского синтаксиса" (Хусан, 1898), А. Рекеевăн "Из чувашских преданий и верований" (Хусан, 1897), В. Сбоевăн "Заметки о чувашах" (Шупашкар, 2004) тата ытти иртнĕ ĕмĕрти кăларăмсем тата хальхи тĕпчевçĕсен ĕçĕсем.

Библиотека сайчĕ çинче илемлĕ литература хайлавĕсем те пур - Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Михаил Сунталăн прозăпа поэзи кĕнекисем. Вĕсен хайлавĕсене лицензиллĕ килĕшÿ (лицензионный договор) туса библиотека сайчĕ çине вырнаçтарнă.

Интернета "Электронлă библиотека" пая çыравçăсемпе тĕпчевçĕсем вĕсен хайлавĕсене усă курма ирĕк паракан лицензи договорне алă пуснă хыççăн çеç вырнаçтаратпăр. Паянхи кун тĕлне Наци библиотекин сайтĕнче 50 яхăн тулли текстлă хайлав вырăн тупнă, унпа вулакансем анлăн усă кураççĕ. Сайтăн Интернетри адресĕ – www.nbchr. ru.

Нацин электронлă библиотеки валли Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Н. Гоголь, А. Пушкин, ытти паллă чăваш тата вырăс çыравçисен хайлавĕсене компьютерпа вуламалли текстсене туса хатĕрленĕ. 1944 çулхи "Чăваш коммуни" хаçат (256 номерĕ); "Сталинец" (1943-1944 гг.) хаçатри Петĕр Хусанкайăн статйисемпе хайлавĕсем пичетленнĕ уйрăм номерĕсене электронла версие куçăрнă. Наци библиотеки хатĕрлесе кăларнă электронлă кăларăмсенчи тулли текстсем: "Геннадий Айги. Шăплăх поэзийĕ", "Праски Витти"; "Андриян Николаевăн çăлтăрлă çулĕ"; "Хĕнпе хĕрсе туптаннă сассăм: чăваш çыравçи Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май"; "Чăваш культурнин патриархĕ: чăваш халăх просветителĕ И.Я. Яковлев 100 çул тултарнă май", "Петĕр Хусанкай", "Чăваш диаспори" электронлă библиотекăра вырăн тупнă. Асăннă информаци ресурсĕсемпе ытларах чух библиотекăра çеç паллашма пулать. Мĕншĕн тесен чылай чухне электронла библиотекăна йĕркелесе пырас ĕç автор прависемпе çыхăннă.

Библиотека ĕçченĕсен паян пичет материалĕсемпе танах кĕнекесемпе статьясен, ытти документсен электронлă версине пуçтараççĕ, вĕсене малашлăх валли упраса, нумай çынна вĕсемпе паллашма майсем туса параççĕ. Чăваш нацин электронлă библиотекине республикăри кашни çыравçах, тĕпчевçех пуянлатма пултарать. Вĕсем кĕнекесен, статьясен электронлă версине библиотекăна çитерсе парсан, е сканер урлă кăларма ирĕк парсан çак библиотекăпа вулакансем ытларах усă курма пултарĕччĕç.

Çапла вара, республикăра та чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе, ăс-хакăл пуянлăхĕпе çыхăннă пичет материалĕсен электронлă библиотекине Наци библиотеки йĕркелесе вулакан патне çитерет. Электронлă материалсем, ытти документсемпе танах, информаци ресурсĕсен пĕр пайĕ шутланаççĕ.