29 | 11 | 2021

Степанова, Р. Суламра шаранна йeркесем

Степанова, Р. Çулăмра шăраннă йĕркесем : [Чăваш Республикин Наци библиотекин ĕçченĕсем "Çулăмра шăраннă йĕркесем: чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче" электронлă кăларăм хатĕрлени çинчен] / Роза Степанова // Хыпар. – 2010. – 22 çу.

Чăваш Республикин Наци библиотекин ĕçченĕсем Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çитнĕ май "Çулăмра шăраннă йĕркесем: Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче" электронлă кăларăм хатĕрлесе çитерчĕç.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçин çулĕсенче пĕтĕм совет литературипе пĕрле чăваш литератури те хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнă. "Тупăсем кĕрленĕ чух музăсем шарламаçсĕ", - тенĕ авал. Анчах Тăван çĕршывпа тăван халăх умне тухса тăнă йывăр кунсенче чăваш çыравçисен хăватлă сасси пĕр самантлăха та шăпланман. Салтак шинельне тăхăннă çыравçăн аллинче винтовкăпа е пистолетпа пĕр вăхăтрах тата урăх хĕçпăшал – ахаль кăранташ е ахаль ручка пулнă. Пурнăç кăтартса панă: фронтри çыравçă аллинчи çав иккĕмĕш хĕçпăшал та питĕ вăйлă мĕн, вăл та тăшмана снайпер винтовкинчен кая мар тĕл персе тивретнĕ. Ахальтен мар фронтри çыравçă аллинчи перона штыкпа танлаштараççĕ, ÿкерчĕксем çинче те вĕсене юнашар тăратса ÿкереççĕ.

Чăваш çыравçисен вăрçă вăхăтĕнче çырнă хайлавĕсенчи чи таса ĕмĕт – çĕнтерÿ ĕмĕчĕ, чи пысăк шанчăк – çĕнтерÿ шанчăкĕ. Çав ĕмĕтпе çав шанчăк пирĕн халăха, унăн ывăл-хĕрĕсене усал тăшмана хирĕç пĕтĕм вăя хурса çапăçма, ăна тĕппипех аркатса тăкма хавхалантарнă.

Электронлă кăларăмра пурĕ 62 чăваш çыравçи çинчен информаци тупма пулать. Унта вĕсен биографийĕсене, хайлавĕсен тулли тексчĕсене, вĕсем çинчен çырнă библиографи списокĕсене, çыравçăсен килĕсенче, патшалăх архивĕсенче тата музейсенче упранса юлнă фронтран янă сăнÿкерчĕксене тата çырусене кĕртнĕ. Çакна палăртмалла, кăларăма вырăсла тата чăвашла вариантсемпе хатĕрленĕ.

Кăларăм çакăн пек пайсенчен тăрать: "Хĕрÿ сăмахпа, çивчĕ калемпе", "Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк", "Чăтрăмăр, çĕнтертĕмĕр".

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи чăваш литературин уйрăмлăхĕсене, вăл мĕнле çĕнĕ утăмсем тунине тишкерекен статьясем "Хĕрÿ сăмахпа, çивчĕ калемпе" пайра вырнаçнă. Кунта Аркадий Ĕçхĕлĕн "Чăваш халăхĕпе унăн литератури Аслă Отечественнăй вăрçă кунĕсенче" тата Николай Дедушкинăн "Перо и штык" статьисен кĕске тексчĕсем, вăрçă çулĕсенче пичетленсе тухнă илемлĕ литературăн библиографи списокĕ, кĕнекесен хуплашкисем вырăн тупнă.

Вăрçă çухатусăр пулмасть. Чăваш çыравçисене те пырса тивнĕ çакă. Тăван çĕршывпа тăван халăх телейĕшĕн паттăррăн çапăçсаах куç хупнă. Вĕсем. çинчен "Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк" пайра каласа кăтартнă

Иртнĕ вăрçă фрончĕсенче паттăррăн кĕрешнĕ кашни çыравçă çинченех тĕплĕн каламасан та, Максим Николаевич Данилов-Чалдуна асăнмасăр хăварма май çук. Вăл империализм, граждан вăрçисенче . Гитлер фашизмне хирĕç тăма фронта кайнă. Мĕнлерех пулнă-ха унăн вăрçă кунĕсенчи шухăш-кăмăлĕ? Ку ыйтăвĕн хуравĕ – çыравçăн "34-мĕш атака" ятлă çырăвĕнче. "Тăван çĕршывăма хаяр та усал тăшманран сыхламалла, - тет унта автор. – Эпĕ хамран хам ыйтатăп: аллă çула çитрĕм, эпĕ ватă ĕнтĕ, вăрçă çыннисен ретĕнчен тухнă. Икĕ хутчен вăрçăра пулнă. Анчах халĕ, çĕршывшăн питех те хăрушă кунсем килсе тухнă вăхăтра, мĕнле килте ларас-ха? Çук, эпĕ ун пек çын мар. Маншăн Тăван çĕршыв хаклă. Эпĕ ăна вĕçĕмсĕр юрататăп …". Нумай тытăçура пулать вăл, çĕнтерÿшĕн пуçне хунă пĕртен пĕр ывăлĕшĕн, çунса кĕл пулнă хуласемпе ялсемшĕн, ним айăпсăр çинчех виçесĕр инкек тÿсекен çынсемшĕн тавăрма пикенет фашистсене.

Хĕрÿ чĕреллĕ паттăр салтакпа сире электронлă кăларăма вырнаçтарнă "Биографи" ярăм тĕплĕнрех паллаштарĕ. Çавăн пекех кăларăмра Максим Данилов-Чалдун çырнă – "34-мĕш атака", "Антун çемйи", "Красноармеец Самсонов", "Лизавета Егоровна", "Пăлан хыççăн" калавсен тулли тексчĕсемпе паллашма пулать. "Фотогалерея" ярăмра икĕ сăнÿкерчĕк пур: пĕри - 1944 çулта ÿкерттернĕ сăнÿкерчĕк, тепри - 1940 çулхи. Ку сăнÿкерчĕксем Чăваш патшалăх ăслăлăх институчĕн ăслăлăх архивĕнче упранаççĕ. Максим Данилов-Чалдун пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен çырнă статьясемпе тĕплĕнрех "Библиографи" ярăм паллаштарать.

Вăрçă хирĕнче çамрăклах куç хупнă çыравçăсенчен пĕри вăл - Владимир Бараев сăвăç. Вăл "Али Паттăр" поэма авторĕ, хăйĕн геройĕ пекех хăюллăскер, Сталинград патĕнчи çапăçусенче миномет батарейин командирĕ пулнă.

Бараевăн фронтран янă пур çырăвĕ те çĕнтерÿпе çутă малашлăха чĕререн шанса çырнăскерсем. Пуринче те – çирĕп шухăш-кăмăл, иксĕлми ĕмĕт – шанчăк. "Тăван çершывшăн çапăçнă вăхăтра чи малтанах ывăлăм телейĕшĕн, ывăлăм пек пĕтĕм çĕршыври ачасемшĕн, çынсен хисеплĕ ватăлăхĕшĕн, пĕтĕм çывăх тусăмсемпе тантăшăмсемшĕн çапăçатăп, тыткăнри халăхсене ирĕке кăларассишĕн юн тăкатăп", - пĕлтернĕ паттăр салтак çапăçу хирĕнчен янă юлашки çырăвĕнче. "Фотогалерея" ярăмра Владимир Бараевăн вăрçăра ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕкĕсемпе, "Фронта!Фронта!" ятлă сăвăн алçырăвĕпе тата 1941 çулхи чÿк уйăхĕнче фронтран янă çырăвĕпе паллашма пулать. Ку документсем Чăваш наци музейĕн фончĕсенче упранаççĕ.

Ппаттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ çыравçăсем хушшинче Иван Викторов та (ăна фашистсем концлагерте асаплантарса вĕлернĕ) пур. Гварди майорĕ, дивизи хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ, Ленинграда блокадăран хăтарассишĕн пынă çапăçусенче вилмеллех аманнă Федор Çитта; Сталинград патĕнче хĕрÿ çапăçусенчен пĕринче пуç хунă Илья Думилин; Украина хулисене ирĕке кăларнă чух паттăррăн çапăçса вилнĕ Кăтра Мишша, Сталинград фронтĕнче пуç хунă Максим Ястран, вăрçăра хăюллă та ăста командир пулнă Кĕстук Кольцов тата ыттисем те çак ретрех.

Çапла, çак çыравçăсем ирĕклĕхшĕн, юратнă Тăван çĕршывшăн паттăрла çапăçса вилнĕ. Хăйсен калавĕсемпе повеçĕсене вĕсем мирлĕ пурнăçа, этем телейне сăнласа панă.

Чăваш çыравçисенчен чылайăшĕ вăрçă вăхăтĕнче малтан ахаль салтак пулса çапăçнă, унтан командира е политработнике çитнĕ, дивизи хаçачĕсенче, политпайсенче, госпитальсенче ĕçленĕ. Вĕсен хушшинче эпир Петĕр Хусанкай, Яков Ухсай, Леонид Агаков, Александр Алга, Василий Алагер, Иван Вашки, Григорий Краснов-Кĕçĕнни, Илпек Микулайĕ, Мĕтри Кибек, Кузьма Пайраш, Василий Ржанов, Илле Тукташ, Уйăп Мишши, Хветĕр Уяр тата ытти çыравçăсене ырă кăмăлпа тав туса аса илетпĕр. Вăрçăран таврăннă çыравçăсем çинчен "Чăтрăмăр, çĕнтертĕмĕр" пай каласа парать.

Электронлă кăларăма кĕртнĕ Аслă Отечественнăй вăрçăна хутшăннă чăваш çыравçисенчен пĕрин çинче, чăваш халăх сăвăçи Петĕр Хусанкай çинче чарăнса тăрар.

Çумăр, çумăр, çумăр...

Шав лÿшкентерет!

Ырă-сывă юлăр,

Çитрĕ ман черет.

Тулса çитнĕ Атăл,

Мансăр ан чаках.

Ĕмĕтĕм! Ан татăл:

Кайрăм салтака. -

тесе çырнă Петĕр Хусанкай 1942 çулхи сăвăра. Петĕр Хусанкай вăрçă çулĕпе мĕнле утса тухни, ăна вăрçăри паттăрлăхшăн мĕнле чыслани çинчен тĕплĕнрен унăн биографине вуласан пĕлме пулать. Электронла кăларăма сăвăç вăрçă вăхăтĕнче тата вăрçă çинчен çырнă "Кĕрхи хуракăш сассине илтетĕп…", "Ман çăлтăрМунча шăрши", "Салтак сăмахĕ", "Çиле хирĕç çÿрен ут юртать…", "Çумăр, çумăр, мăр...", "Шинель", "О нас еще не сложена былина…", "Побратимство" сăвăсен тулли тексчĕсене вырнаçтарнă.

"Фотогалерея" ярăмра Петĕр Хусанкай Уйăп Мишши, Хветĕр Уяр тата Николай Дедушкин патне çырнă çырусем пур. Çырусем Чăваш ăслăлăх институчĕн архивĕнче упранаççĕ. Кăларăмра унăн вăрçă вăхăтĕнчи сăн ÿкерчĕкĕсемпе те паллашма пулать. Сăн ÿкерчĕксене Чăваш наци музейĕн фончĕсенче шыраса тупнă тата хăшĕ пĕрисене Хусанкайсен килти архивĕнчисене кăтартнă.

Калем ăстисен фронтри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Чăваш халăх писателĕ Леонид Агаков вăрçă хыççăн акă мĕнле аса илнĕ: "Кăшт кăна лăпкăрах самантсем пулсанах, вĕсем блиндажсенче, траншейăсенче ларнă çĕртех, пуç тăрринче пĕр вĕçĕм "юнкерссемпе" "мессершмитсем" кĕрленине, бомбăсемпе снарядсем çурăлнине пăхмасăр, чĕре тĕпĕнчен тухакан сăвăсемпе калавсем тĕрленĕ. Пĕр-пĕр лутăрканнă кăвак хут çине татăк-кĕсĕк кăранташпа [çырнă]… Калама çук васкавлă, оперативлă ĕçлеме тивнĕ вĕсен!". Чăваш халăх çыравçин Леонид Агаковăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен калакан документсем пирĕн кăларăмра чылай. Вăл вăрçă çулĕсенче çирĕме яхăн калавпа новелла çырнă. Унăн "Юлташ пурнăçĕ", "Салтак чунĕ", "Лăпкă çын", "Разведчик Джунгали" калавсен тата "Партизан Мурат" приключениллĕ повеç сыпăкĕсен тулли тексчĕсене эпир кăларăмра вырнаçтартăмăр.

Дискра Леонид Агаковăн биографийĕпе, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан статьясен библиографи списокĕпе паллашма пулать. Çыравçăн вăрçă тапхăрĕнчи пултаруллăхне тĕпчекенсемшĕн архив докуменчĕсем те кăсăклă пулĕç. "Фотогалерея" ярăмра Чăваш наци музейĕн фончĕсенче упранакан вăрçă çулĕсенчи сăнÿкерчĕксем вырăн тупрĕç. Кунтах Леонид Агаковăн фронтран Аркадий патне çырнă çырăвăн копийĕ те пур. Кунсăр пуçне электронлă кăларăмра Леонид Агакова "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи мухтавлă ĕçшĕн" тата "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăлани çинчен калакан удостоверенисен копийĕсемпе паллашма пулать.

Çакăн пек майпа электронлă кăларăмри кашни 62 çыравçă çинчен информаци тупма пулать.

Хамăн калаçăва чăваш халăх поэчĕ Стихван Шавлы çырнă "Чĕррисемпе юнашар" сăвăри йĕркесемпе вĕçлесшĕн:

Историн тимĕр хăмисем çине

Хушаматна штыкпа çырса хăвартăн.

Мухтав Раççейĕн паттăр салтакне!

Европăна эс вилĕмрен хăтартăн.

Электронлă кăларăма хатĕрленĕ май пирĕн Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн архивĕнче, Чăваш наци музейĕнче, Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ. Пире çак учрежденисем хăйсен фондĕнче упранакан докуменчĕсемпе ĕçлеме тата вĕсене электронлă кăларăмра вырнаçтарма ирĕк пачĕç. Эпир вĕсене уншăн тав тăватпăр. Уйрăм тав сăмахĕ К. В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕн сотрудникĕсене. Малашне те пĕрлех ĕçлесчĕ.

Çак кăларăм ытти Наци библиотекин мультимедийлă изданийĕсемпе танах вулакансем патне çитессе, вĕсем унпа усă курасса шанас килет.