20 | 04 | 2024

Степанова, Р. В. Илле Тукташ пултарулахе тепчевсесен есесенче

Степанова, Р. В. Илле Тукташ пултарулăхĕ тĕпчевçĕсен ĕçĕсенче / Р. В. Степанова // Художественная словесность и проблемы чувашской духовной культуры / Чуваш. гос. ин-т гуманит. наук. - Чебоксары, 2008. - Библиогр. в конце ст.

Илле Тукташ чăваш литературинче поэт-лирик пулнипе палăрса юлнă. Вăл Чăваш Республикин Гимнěн тексчĕн авторĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Илле Тукташ пултарулăхне поэт çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май çакăн пек хак панă: "Çепĕç лирик, хĕрÿ публицист, анлă тавра курăмлă эпик, талантлă драматург, ăста куçаруçă пулни Илья Семенович Тукташа чăваш сăмахĕн ăстисен малти ретне тăратать" ("Хыпар" хаçат, 1997, 2 çурла).

Поэтăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен литература тĕпчевçисемпе çыравçăсем самай статьясем çырнă. Илле Тукташăн ĕçне тишкернĕ чи пирвайхи статьясенчен пĕри - "Эпĕ те сирĕнпе пирки" ятпа "Канаш" хаçатра 1927 çулта октябрĕн 23-мĕшĕнче пичетленнĕ. Автор Айупа Ыраш поэтăн малтанхи сăввисенчен пĕрне "Эпĕ те сирĕнпе" сăвва ("Çамрăк хресченĕн" 38-мĕш номерĕнче пичетленнĕ) çутатса парать. Ку статьяра халь çеç çырма пуçлакан Тукташа питĕ хытă ятланă.

Илле Тукташ пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл чăваш халăхĕн фольклорне тĕпчес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Çыравçă хатĕрленĕ "Чăваш фольклорĕ" ятлă кĕнеке икĕ хутчен пичетленсе тухнă - 1941 тата 1949 çулсенче. Ку ĕçсем çине Кěçтюк Кольцов "Чăваш фольклорĕ" (Чăваш коммуни, 1941, 29 май) тата Н. Я. Любимов "Чăваш фольклорĕ" сборник пирки" ятлă рецензисем çырнă. Литература тĕпчевçи Н. Любимов çыравçă ĕçне çапла хакланă[1] : "Ку кĕнекене "вăтам шкулсенче вĕренекенсене, аслă шкулсенче вĕренекенсене тата фольклорпа интересленекен пур çынсене те тăван халăхăн сăмахлă творчествин паха тĕслĕхĕсемпе паллаштарса, вĕсен уйрăмлăхĕсене ăнланса илме пулăшас тĕллевпе кăларнă. Ѕавăнпа ĕнтĕ ку кĕнекене чăваш халăхĕн сăмах халлĕн çÿрекен творчествин хрестоматийĕ теме те пулать".

Тукташ драматурги анинче те ăнăçлă ĕçленĕ. Вăл 1953 çулта Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче лартнă "Хĕвел чечекĕ" спекталĕн авторĕ. Чăвашсен паллă çыравçи Аркадий Эсхель "Хĕвел чечекĕ" спектакль пирки çапла çырнă: "Çавă кăна шел: автортан килмен тĕрлĕ сăлтава пула, театр "Хĕвел чечекĕ" пьесăна хăйĕн репертурĕнче сыхласа хăвараймарĕ. Тĕрĕссипе, çав пьеса патне паян çĕнĕрен каялла таврăнсан, пĕрре те пăсăк пулмĕччĕ. Çак пьесăри поэзи шайне çĕкленме ăна сцена çинче лартакансен - режиссерсемпе артистсен тивĕçлĕ таран фантази кăна кирлĕ" [2] Кунсăр пуçне Илле Тукташ çырнă "Хурăнлă çулпа" пьеса тăрăх Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 1997 çулта спектакль лартнă. Р. Скворцова "Хурăнлă çулпа" статйинче (Хыпар, 1997, 3 ака) Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче куракансем çĕнĕ спектакле пысăк кăмăлпа йышăнни çинчен çырса пĕлтерет.

Илле Тукташ чăваш литературинче халăх юррисем майлă юрăсем çырнипе палăрнă поэт. Вăл çăмăл тата çепĕç юрламалла чĕлхепе çырнă. Кун пирки чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер "Чăваш кĕвви çĕр хĕрĕх сумлă" статьяра акă мĕнле калать: "Туйăм тасалăхĕ, ытарма çук çепĕç чĕлхе, яланах çĕнĕ сăнарсем патне туртăнни, çав сăнарлăх тĕнчине ансат мелсемпех кĕрсе кайма меслет çитерни поэт пултарулăхĕнче ятарлăн тĕпчемесĕрех куç умне тухать…поэт вĕçĕмсĕр шыравра, вăл çын хывнă сукмакпа утмасть, вăл литературăра çĕнĕ сăмахпа, çĕнĕ сăнарпа хăйне ята çул хывать. Çакна эпир Герман Лебедев кĕвĕленĕ "Сар каччă", Аристарх Орлов-Шуçăм çырнă "Хĕл илемĕ" "Кĕтнĕ хăна юрри". Василий Воробьев юрă валли суйласа илнĕ "Çурхи хĕвел", "Шурă кăвакарчăн", Григорий Хирбю ăсталанă "Кам-ши, кам-ши?", "Ĕç юрри" тата ытти нумай тĕслĕхсенче те уççăнах куратпăр" [3].

Паллах, И. С. Тукташ пултарулăхĕнчи чи пысăк çитĕнÿ вăл - "Тăван çĕршыв" юрă (кĕвви Г. С. Лебедевăн). 1992 çулхи акан 29-мĕшĕнчен "Тăван çĕршыв" юрă Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕ пулса тăчĕ. Çак юрă мĕнле лару-тăрура çуралнине лайăх астунă май театр ĕçĕн ветеранĕ Василий Фролов "Гимн çурални" ятлă статьяра (Ялав, 1993, N 4, С.2) паянхи ăрусене ун çинчен каласа парать.

"Тăван çĕршыв" юрă гимн пулас умĕнхи ăмăртура мĕнле йывăр тĕрĕслев витĕр çĕнтерсе тухни çинчен чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер "Поэт-песенник" очеркра çырса кăтартать: "В 1991 году комиссия Верховного Совета по культуре и национальным отношениям объявила конкурс на создание атрибутов государственной символики - флага, герба и гимна Чувашской Республики. Мне, как члену комиссии по подготовке проекта гимна, надо было знакомиться с текстами, предложенными на всеобщее рассмотрение. Конечно, стихи поступали разные, были среди них оригинальные, яркие по форме и содержанию. Но поскольку на одном из заседаний комиссии была принята за основу мелодия песня композитора Германа Лебедева "Тăван çĕршыв" ("Песня о Родине"), написанной еще в 1945 году к спектаклю по пьесе Петра Осипова "Тăван çĕршыв" ("Родная страна"), то стихи, естественно, поэты начали создавать с учетом ее ритмического размера и мелодических особенностей. Были среди них и тексты, достойные внимания, они даже поощрены Верховным Советом. Но по силе гражданских чувств и патриотическому пафосу более всего выделялось стихотворение Ильи Тукташа…"[4]. Очерк "Выдающиеся люди Чувашии" кĕнекере пичетленнĕ.

Тукташ - ăста тăлмачă та пулнă. Вăл Михаил Шолоховăн "Лăпкă Дон" романĕн 1-мĕш кĕнекине, Вильям Шекспирăн сонечĕсене, Максим Горькин "Сокол çинчен хунă юрă" хайлава, "Хĕрпе вилĕм юмахне", Иван Никитин сăввисене чăвашла куçарнă. Çыравçăн куçару ăсталăхне Аркадий Эсхель "Асран кайми Тукташ" очеркĕнче палăртать. Ку очеркпа "Вăхăт таппи" кĕнекере паллашма пулать (Эсхель А. Асран кайми Тукташ // Эсхель А. Вăхăт таппи. - Шупашкар, 1982. - С. 213-223).

Поэт 90 çул тултарнă май хаçат-журналсем ăна çывăх пĕлнĕ тата унпа пĕрле ĕçленĕ çынсен аса илĕвĕсене пичетлерĕç. Вĕсенчен Петĕр Ялгирĕн "Асран кайми" (Тантăш, 1997, 31 июль), Микиш Павăлĕн "Чăваш чĕлхи асамçи" (Ялав, 1997, №7, С. 83-85), Александр Николаевăн "Асăмра упранакан пуянлăх" (Чăваш ен, 1997, 29 нояб. - 6 дек., С. 5) статйисене палăртса хăвармалла. Вĕсенче авторсем Илле Тукташ çинчен аса илсе çыраççĕ, шÿте юратакан çын пулни çинчен каласа кăтартаççĕ. Акă Александр Николаев çапла аса илет: "Илле Тукташа илсен, тÿрех нумай кулăш аса килет. Чăн пулни те, шухăшласа кăларни те. Кушакне симĕс сухан çитерме вĕретни кăна мĕне тăрать! Темиçе эрне хăнăхтарнă çав тиркевлĕ чĕрчуна витаминла апат çитермешкĕн. Кашни ир пĕр ывăç симĕс сухан çеç пăрахса панă. Тÿснĕ-тÿснĕ те апăрша кушакĕ, юлашкинчен сухана кролик пек шăтăртаттарма тытăннă".

"Çыравçăсем, искусствăри ытти çынсем пекех, пĕр-пĕринчен юлташла тăрăхласа кулма юратни никамшăн та вăрттанлăх мар. Шÿтлес, вырăссем калашне, розыгрыш тăвас енĕпе Илья Семенович Тукташ пуринчен те маттуртарах пулнине сахал мар илтнĕ эпĕ",- тесе çырать Микиш Павăлĕ "Тукташ шÿчĕсем" статьинче[5]. Литературăра сулмаклă йĕр хăварнă çыравçăна республикăра манмаççĕ. Чăвашсен паллă çыравçи, тăван республика Гимнĕн авторĕ И. С. Тукташ çуралса ÿснĕ çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă, тăван ялĕнче музей уçнă. Шупашкарти урама Тукташ ятне панă. Çакăн çинчен И. Владимировăн "Тукташ ялĕнче" (Хыпар, 1997, 17 кăрлач); Ю. Корниловăн "Поэтăн ячĕ-ĕмĕрлĕхе" (Пурнăç çулĕпе (Элĕк районĕ), 1996, 26 сентябрь), В. Степановăн "Халăх асĕнче" (Хыпар, 1996, 6 çурла) статьисенче вуласа пĕлме пулать.

Илле Тукташа хайласа чăваш çыравçисем Николай Евстафьев, Александр Галкин сăвăсем çырнă.

Александр Галкин "Асран тухми поэт" сăввинче (Чăваш ен, 1996, 10-17 авг (№ 32), С. 6) поэта чысласа çапла çырать:

"…"Тăван çĕршыв" юрра хайларĕ,

Чăваш çĕрне мухтарĕ чунтанах.

Çак юрă халь - Чăваш çершывĕн Гимнĕ,

Янрать вăл ирсерен чуна уçса.

Ун ĕмĕрĕ пин-пин çула та çитĕ,

Ăрусене вăл пырĕ вăй парса.

Эппин, Илле Тукташ пурнать паян та,

Малашлăхра та пурнĕ чиперех.

Мухтавлă йĕр хыван поэт нихçан та

Сÿнмест, хĕвел пек çиçĕ ĕмерех!"[6]

Çак сăвва Александр Галкин И. С. Тукташ çуралса ÿснĕ çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă чухне вуланă.

И. Тукташăн ĕçĕ-хĕлне тĕпчесе çырнă статьясене пухса Чăваш Республикин М. Горький ячĕпе тăракан библиотека (халĕ Наци библиотеки) 1957 çулта, поэт 50 çул тултарнă тĕле, "И. С. Тукташ" ятлă памятка хатĕрленĕ. Вăл библиографиленĕ материалсенчен пĕрремĕш шутланать. Кунсăр пуçне Чăваш Республикинчи Министрсен Совечĕ çумĕнчи чĕлхе, литература, истори тата экономика наукисен тĕпчев институчĕ (халĕ Чăваш патшалăх гуманитари институчĕ) "Чувашское литературоведение и критика" библиографи кăтартмăшĕ хатĕрленĕ. Кĕнекене 1990-мĕш çулччен пичетленсе тухнă çыравçăн 50, 60 çулхи юбилейĕсем тĕлне çырнă статьясене, унăн кĕнекисем çинчен çырнă рецензисене кĕртнĕ. Юлашки çулсенче çырнă статьясемпе вара Чăваш Наци библиотекин электронлă каталогĕсемпе картотекисенче паллашма пулать.

Çапла вара, чăваш литературнинче И. Тукташăн ĕçĕ-хĕлне тĕпчес енĕпе нумай ĕçленĕ. Çапах та çителĕклĕ тесе калама çук. Тĕпчевçĕсем И. Тукташăн пултаруллăхне малалла та анлăн тата туллин тĕпчессе шанас килет. Тата Илле Тукташ еткерлĕхне пур енчен те тĕпченĕ библиографи кăтартмăшĕ те кирлине те палăртмалла.


[1] Любимов Н. Чăваш фольклорĕ» сборник пирки // Тăван Атăл, 1951, N 2, С. 152.

[2] Эсхель А. Асран кайми Тукташ // Эсхель А. Вăхăт таппи / А. Эсхель. - Шупашкар, 1982. - С. 220

[3] Сементер Ю. Чăваш кĕвви çĕр хĕрĕх сумлă / Ю. Сементер // Хыпар. - 1997. - 2 çурла.

[4] Семендер, Ю. Поэт-песенник : [очерк] / Ю. Сементер // Выдающиеся люди Чувашии. - Чебоксары, 2002. - С. 172-176.

[5] Микиш Павăлĕ. Тукташ шÿчĕсем // Ялав, 1997, N 7, С. 83-85.

[6] Галкин А. Асран тухми поэт» // Чăваш ен, 1996, 10-17 авг (№ 32), С. 6.