25 | 01 | 2025

Дмитрий Моисеев «Хуçасăр çуртри сехет сасси»

новинкаЧӑваш Республикин наци библиотеки куллен ҫӗнӗ пичет кӑларӑмӗсемпе пуянланать. Вӗсен хушшинче - Дмитрий Моисеевăн «Хуçасăр çуртри сехет сасси» кӗнеки.

Дмитрий Моисеев калавсем, пьесăсем çырать. Вырăс, пушкăрт, тутар çыравçисен произведенийĕсене чăвашла куçарать. Унăн «Ют пахчари хăмла çырли» калав пуххийĕ
2022 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнӗ.

Ҫӗнӗ кӗнекере ҫамрӑк ҫыравҫӑ паянхи яшсемпе хĕрсен пурнăçне, кулленхи ĕç-хĕлне çутатса парать, ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи хутшăнусене пысăк тимлĕх уйăрать.

«Хуçасăр çуртри сехет сасси» хайлаври тӗп сӑнарсем хӑйсене интернет уҫлӑхӗнче шыраҫҫӗ, видеоблогӗсене аталантараҫҫӗ. Агния кӑмӑла ҫӗклекен, савӑк кулӑ парнелекен роликсем ӳкерет. Игнат халӑха тӗлӗнтерессишӗн, ят-сум ҫӗнсе илессишӗн тем тума та хатӗр. Ӑнӑҫупа чапшӑн ҫунни инкек патне ҫитерессине чухламасть те арҫын ача.

Йывӑр чирпе кӗрешекенсем ҫинчен – «Наркоз витӗмӗнчи тӗлӗк», «Шанма пурте пӑрахсан та…» хайлавсенче паллашма пулать. Кӗнеке сире библиотекӑра кӗтет!

 

Все книжные новинки Чувашии