03 | 08 | 2020

"Таван Атал" №6 2010 г. (Приложение - журнал Сунтал)

Ырă кун пултăр, хисеплĕ чăваш литературине кăмăллакансем! Эпир сире "Тăван Атăл" журналăн 6-мĕш кăларăмĕпе паллашма сĕнетпĕр. Пĕтĕмĕшле илсен кунта харпăр-хăй таврапĕлĕвне ÿстермелли чылай материал кĕртнĕ. Журнал номертен-номере ÿссе, пĕлтерĕшлĕ хайлавсемпе пуянланса пырать. Ку кăларăмра вара вулакансем хăйсене кăсăклантаракан чылай ыйту çине хурав тупма пултарĕç.

Таван Атал №6Кăçал пирĕн республикăра Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине анлăн паллă тăваççĕ.

Патша саманинчи чăвашсен хăйсен уйрăм çĕр, патшалăх тытăмĕ пулман, вĕсем Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисене пăхăнса тăнă. 1920 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕ. Çавăн чухне Пушкăрт тĕпĕçкомĕпе РСФСР Халăх комиссарĕсен канашĕ декрет йышăннă, тĕп хули вырăнне Шупашкара çирĕплетнĕ. 1920 çулхи чÿк уйăхĕн 7-11-мĕшĕнче Чăваш облаçĕнчи Канашсен пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ, автономие ертсе пыракан органсене йĕркеленĕ, Облĕçтăвком йышне çирĕплетнĕ. 1925 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне Чăваш Автономлă Социализмла Совет Республики туса хунă.

Çак куна халалланă сăвăсенчен пĕри - Митта Ваçлейĕн "Асамат" сăвви. Унпа эсир кăларăмăн иккĕмĕш страницинче паллашма пултаратăр. Сăвăра автор чăвашсен телейлĕ пуласлăхĕ çинчен ĕмĕтленет, çĕн пурнăç килессе шанать.


Çĕнĕ кăларăмра Юхма Мишши çырнă "Ултавпа чăнлăх" романăн 1-мĕш сыпăкĕ пур. Ку хайлав XX-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче историре пулса иртнĕ чăн фактсемпе ĕçсене уçса парать. Кăларăмра Чăваш автономи облаçĕ тунă вăхăт çинчен сăмах пырать.

Хайлава вуласан эпир Чăваш автономи облаçĕ мĕнле йĕркеленни, ăна камсем ертсе пынине пĕлетпĕр.

Чăваш автономине йĕркелесе яраканĕ - Даниил Семенович Эльмень пулнă. Вăл паллă революционер, обществăлла деятель. 1885 çулта, раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Етĕрне уездне кĕрекен Исментер ятлă пысăк мар ялта çуралнă. 1918 çулта ăна Етĕрне уезд канашĕн председательне суйланă. Хайлавра Д. С. Эльмен чăвашлăха упраса хăварассишĕн тăрăшни яр-уççăн курăнать. "Пире чăваш автономийĕ кирлĕ. Унта чăвашсем пуç пулччăр. Чăвашла калаçчăр. Хутсене чăвашла çырччăр. Шкулсенче пуринче те чăвашла вĕренччĕр…", - тенĕ вăл.

Роман сыпăкĕнче Çеçпĕл Мишши тунă ĕçсене те сăнласа панă. Çеçпĕле ревтрибунал председательне лартаççĕ. Çак хушăра вăл чăн-чăн революционерла ĕçсем тунине, тĕрĕслĕхшĕн çуннине, чăваш халăхĕшĕн тăрăшнине кăтартнă. Хĕрÿллĕ Çеçпĕл Мишши хаçатсенче çине-çине чăвашлăх çинчен калакан сăвăсем çырнă. Суялăхпа ултава чăтайман кăвар чĕреллĕ поэт. Çавăнпа та ăна курайман тăшмансем тупăнсах тăнă.

Мĕншĕн Юхма Мишши романа "Ултавпа чăнлăх" ят панă-ши? Кун çинчен тĕплĕнрех хайлава вуласан пĕлме пултаратăр.

"Поэзи" ярăмра Зоя Сывлăмпин сăввисем вырнаçнă. Вулакансем унăн "Кунĕпех çут çанталăк йĕрет", "Чун илемĕ - кулăра", "Санпа кăна пулас килет", "Пиçен чечекĕ", "Паян телейлĕ эп", "Тăван çĕршыв", "Вĕсен ăшши ман чĕререх" тата ытти сăввисемпе паллашма пултарĕç. Мĕн кăсăклантарать-ха пирĕн сăвăçа? Чи малтанах унăн юрату лирикине палăртас килет. Вăл таса та хĕрÿллĕ, ăшă та тунсăх. Зоя Сывлăмпин пĕтĕм пултарулăхне витернĕ вăл, унăн тĕп туртăмĕ-сулăмĕ пулса, хăйĕн илемĕпе, тÿрĕлĕхĕпе, янăравлăхĕпе кашни хайлавне витĕм кÿрет.

- Сăвă-юрă маншăн – пурнăç тĕрекĕ, вал тÿсĕмлĕх, вăй-хал парать, йывăрлăха çĕнтерме, шанăçа ÿстерме пулăшать, - тет Зоя Леонидовна.

Сăвăç пултарулăхĕн ытти енĕсем те савăнтараççĕ. Ку вăл чи малтанах – унăн публицистикăлла шухăш-кăмăлĕ. Автор юрату сăввисенче те икĕ çын хутшăнăвĕпе кăна çырлахмасть, пурнăçа, туйăм тĕнчине тарăнрах кĕме, пулăмсене анлăрах кăтартма тăрăшать. Хайлавсене пĕтĕмлетÿллĕ, философиллĕ шухăшсемпе пуянлатать.

Çĕр çинче çук нимĕн те яланлăх,

Мĕн пурри килет вăхăтлăха.

Умăнта мĕн пур – йăлтах пуянлăх,

Пурăнма пĕлни нимрен паха.

Зоя Сывлăмпи – Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн тата Хĕрлĕ Чутайсен Шупашкарти ентешлĕхĕн Петĕр Ялкир ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.


Проза ярăмра эсир Сергей Павлов-Вэскер çыравçăн "Кĕрт йытти" калавĕпе паллашма пултаратăр. Автор кунта паянхи пурнăçра час-часах тĕл пулакан проблемăсене (çынлăх, ултав, юрату виçкĕтеслĕхĕ, кăмăл-сипет ыйтăвĕсем) хускатать.

Сергей Павловăн калавĕсем хаçат-журналта пичетленме пуçланăранпа 40 çул иртрĕ. Унăн хайлавĕсем республикăра иртекен "Çулталăк кĕнеки" конкурсра тăтăшах чи вулаканнисен шутне кĕреççĕ. Паллăрах кĕнекисем çаксем: "Сĕлкĕш", "Тан таппи", "Авăр", "Сарă хăмăш, сар хăях" т. ыт. те.


Поэзине кăмăллакансем валли "Чăваш поэзин антологийĕн" вун саккăрмĕш кăларăмĕ тухрĕ. Ку ярăма Петĕр Яккусен, Василий Эктелĕн, Любовь Мартъянован, Афалек Энтепен сăввисем кĕнĕ.

"Тăван Атăл" журналăн çĕнĕ кăларăмĕпе малалла паллашнă май эсир "Управçă-анне" ятлă юрă йĕркисене тата нотăсене асăрхатăр. Ӑна Юрий Кудаков кĕвĕленĕ, сăвви – Борис Борленăн. Ку юрă вулакансен кăмăлне çĕклеме, чуна ирĕке яма пулăшасса шанатпăр.

Тĕрĕ тĕрлеме юратакансем вара номерте Турă Амăшĕн Хусан турăшĕн сăнне шыраса тупĕç.

 

Таван Атал №6"Тăван Атăлта" тухса пыракан "Сунтал" журнал та кăсăклă. "Сунтал" журнал хуплашкин 2-мĕш страницинче чăваш халăх артисткин Нина Яковлеван сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă.

Нина Михайловна Яковлева сцена çинче В. Шекспир, Гарсия Лорка, М. Горький, А. Островский, В. Распутин, К. Иванов, Я. Ухсай, Н. Айзман, Н. Терентьев, Н. Сидоров тата ытти авторсен хайлавĕсем тăрăх лартнă драмăсемпе комедисенче çĕре яхăн роль вылянă.

Вăл калăпланă рольсенчен паллăраххисем: Чебановăн "Праски инке хĕр парать", "Праски инке мăнукне авлантарать", А. Пăрттан "Укçа чул кастарать", А. Волковăн "Туй икерчи". Вĕсене халăх паянхи кун та юратса пăхать.

С. Журавлев журналист "Шăпама… тав тăватăп" статйинче халăх юратнă артисткăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа парать. Кунтах Нина Яковлева вылякан тĕрлĕ спектакльсенчи сăн ÿкерчĕкĕсем пур.

XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Чăваш çĕршывĕнче пулса иртнĕ пулăмсем çинчен "Республика утăмĕсем" статьяра çутатса панă.

Паянхи кăларăмра, хисеплĕ вулаканăмăрсем, эсир чăвашсен паллă сăвăçин Альбина Юратун кашни çын чунĕнче тĕвĕленекен чи çутă та чи вăйлă туйăм – юрату – çинчен çырнă прозăлла сăввисемпе паллашма пултаратăр.

Паянхи пурнăçра пулса иртекен пулăмсем çынсен кăмăл-сипетне витĕм кÿреççĕ. Çакăн çинчен Анатолий Волков çыравçă "Чи малти" повеçре каласа парать. Хайлаври тĕп сăнар – Феликс Викентьевич, пысăк квалификациллĕ хирург. Вăл çынсен чунĕнчи кăмăл-туйăма лайăх сисет. Феликс таврашĕнчи çынсем – пуян та хапсăнчăк бизнесменсем, спекулянтсем. Вĕсен аллинче темиçе коттедж, çăмăл машина. Шкулта пĕрле вĕреннĕ Иннокентий çав шута кĕрет. Арăмĕн çуралнă кунĕнче пухăннă пĕлĕшсем умĕнче вăл "çĕршыв вăйĕ сирте, чухăнсенче мар, пирте – пуянсенче!", - тесе мухтанать.

Феликс вара çакăн йышши çынсене сивлет. Чунĕпе вăл таса, яланах тĕрĕслĕхшĕн çунать. Хăйĕн пек ансат çынсемпе кăна пĕр чĕлхе тупма, юлташланма тăрăшать.

Çамрăк хирург çак каç Аринăпа паллашать. Çирĕм çиччĕри Арина – психолог пулса ĕçлет. Çакăнтан пуçласа унăн пурнăçĕ улшăнать.

Мĕншĕн çыравçă повĕçе "Чи малти" тесе ят панă-ши? Ыйтун хуравне çак хайлава вуласан паллă пулĕ. Повеçĕн вĕçĕпе çитес кăларăмра паллашма пулĕ.

Ку кăларăмрах Арсений Тарасов журналистăн "Тăван килте" статйи пичетленнĕ. Унта Чăваш Республикин тава тавĕçлĕ ÿнерçи Георгий Андреевич Андреев çырнă "Тăван килте" картина историйĕ çинчен сăмах пырать. Сăрăçăшăн вăл питĕ хаклă шутланать. Кунта хăй çуралса ÿснĕ тăван кил-йышăн, ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕнчи, ачалăхĕнчи чи çутă саманта – пиччĕшĕ вăрçăран таврăннине –сăнласа парать.

Георгий Андреевăн пиччĕшĕ, Всеволод Андреев, хаяр çапăçусенче сахал мар пулнă. Украинăра, Белоруссире, Польшăра пулма тивнĕ салтакăн. Вăрçăра паттăр çапăçнăшăн ăна "Çапăçуру хастарлăхшăн" медаль парса тав тунă.

"Тăван килте" картинăна Георгий Андреев 1970-мĕш çулсен варринче, Аслă çĕнтерÿ 30 çул çитнине халалласа ÿкернĕ. Унпа Шупашкарти курава хутшăннă. Г. Алексеевăн картини Магаданра ирттернĕ куравра та палăрнă. ăçтан лекнĕ-ха чăваш художникĕн ĕçĕ тĕнчен тепĕр вĕçне? Кун пирки тĕплĕнрех статьяра паллашма пулать.

Кунсăр пуçне журнала Николай Спиридонович Айзман драматургăн, çыравçăн ачалăхпа яшлăх çулĕсенчи аса илĕвне кĕртнĕ. Ӑна вуланăçемĕн пирĕн ума Н. Айзманăн нумай енлĕ пултарулăхĕ тухса тăрать.

Аркадий Казановăн "Пукан", "Чăматан вăррисем", "Кĕрхи йĕпхÿ", "Кармака", "Синкер" ятлă пĕчĕк калавĕсем вулакансемшĕн усăллă пулĕç. Вĕсенче паянхи пурнăçра час-часах тĕл пулакан актуаллă ыйтусене хускатнă.

Иртнĕ кăларăмсенче Владимир Алмантайăн "Камсем эпир? Хăш йăхран?" статйи пичетленнĕччĕ. Ку номерте вара унăн малалли пайĕ пичетленнĕ. Автор кунта сăвар-пăлхарсен культурине тĕпчет, Пăлхар патшалăхĕ йĕркеленнĕ, чăмăртаннă, çирĕпленнĕ тапхăрсенчи (10-13 ĕмĕр пуçламăшĕ) ÿнер япалисем çинче чарăнса тăрать. Статьяра сăвар-пăлхарсен çи-пуçне, амулечĕсене, тотемне, туррисене, ĕненĕвне сăнласа панă.

Хальхи вăхăтра ялсенче чылайăшĕ пÿрт-çурта тĕрлĕрен тума тăрăшни палăра пуçларĕ. Ял сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнса пырать. "Чÿречесем çĕнелеççĕ, илем кÿреççĕ" статьяра кил-çурт тумалли хăш-пĕр сĕнÿсем çинчен каланă. Çавăн пекех "Сунтал" журнал хуплашкин 4-мĕш страницинче илемлĕ çуртăн чÿречисене тумалли чертежсем кăтартнă. Вĕсемпе алă ăстисем кулленхи пурнăçра усă курма пултарĕç.

Кăларăм сире килĕшессе, кăмăлăрсене çĕклессе шанатпăр. Чипер юлăр!

 

Журнал номерне Елена Николаева библиотекарь пăхса тухнă.