Новые краеведческие издания - 8/2010

Ырă кун пултăр, хисеплĕ вулакансем!

Чăваш Республикин Наци библиотекин фончĕ уйăхсерен çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлансах пырать. Паян эпир сире юлашки вăхăтра пирĕн пата килнĕ кĕнекесемпе паллашма сĕнесшĕн.
 Мишши, Юхма. Аслă çул : [историлле романсем]

Мишши, Юхма. Аслă çул : [историлле романсем] / Юхма Мишши ; [Р. Н. Петрова ум сăмахĕ]. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. – 351 с. : портр. – ("Хур кайăк çулĕ" историлле романсен ярăмĕ ; 2-мĕш кĕнеке).

Республикăри паллă чăваш çыравçин кĕнекине икĕ çĕнĕ хайлав кĕнĕ: пĕри "Ылтăнту – тăван кил (Метте – хунсен çар пуçĕ)", тепри "Аттил патша (Çын куççулĕ çĕре ÿкмест)" ятлă. Вĕсем – чăваш халăх писателĕн вун икĕ хайлавĕнчен тăракан "Хур кайăк çулĕ" ятлă историлле романсен ярăмĕнчи виççĕмĕшпе тăваттăмĕш романсем. Малтанхи икĕ хайлавĕ "Алтăр çăлтăр çути" ятпа вулакансем патне 2007 çулта çитнĕ.

Кĕнекери пĕрремĕш романри ĕçсем хунсен тапхăрĕнче пулса иртеççĕ. Хунсен çарпуçĕ Метте Алтай таврашĕнче пурăнакан мĕнпур тĕрĕк йăхĕсене пĕрлештерсе аслă та чаплă патшалăх туса хунă. Çак патшалăхра хун йăхĕ пуç пулса тăнă.

"Аттил патша (Çын куççулĕ çĕре ÿкмест)" романĕнчи ĕçсем вара пирĕн эрăри IV–V ĕмĕрсенче пулса иртеççĕ. Çав вăхăтра Европăна килсе тухнă хунсем çĕкленсе кайнă, историре хăйĕн ятне ĕмĕрлĕхех хăварнă Аттил патша пĕтĕм хунсен йăхĕсене пĕрлештерсе никам çĕнейми патшалăх туса хунă. Кун çинчен тĕплĕнрех кĕнекере вуласа пĕлме пулать.

 Теветкел, Николай. Пушă гильза : повесть

Теветкел, Николай. Пушă гильза : повесть / Николай Теветкел ; [ÿнерçи Л. Я. Павлов]. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. - 95 с. ; 21 см. - (Шкул библиотеки). - Загл. на колофоне: Пустая гильза.

Николай Теветкел (Петровский) - паллă поэт, прозаик, драматург, критик, публицист, куçаруçă, çыравçă. Европăри чылай классиксен – Артюр Рембон, Виктор Гюгон, Редьярд Киплингăн, Адам Мицкевичăн хайлавĕсене, Уильям Шекспирăн 154 сонетне чăвашла куçарнă. Унăн паллăрах кĕнекисем: "Çамрăклăх сăввисем" (1964), "Асамлă хĕл" (1966), "Сывлăмпи" (1982), "Асамлă хĕл" (1983), "Хĕвел кĕлти" (1987), "Марине вăййисем" (2009) т. ыт. те.

Поэтăн "Пушă гильза" повеçĕнчи тĕп сăнар – Али. Вăрçă пуçлансан арçын ача амăшĕ патне хулана пурăнма куçать, вырăс шкулĕнчи чăваш уйрăмĕнче вĕренме пуçлать. Малтанах класра ăна кÿрентерме юратакансем те тупăнаççĕ. Али пуçне усмасть, хăйне ура хуракансенчен те хăрамасть.

Ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă текен хут килсен ача кăмăлĕ хуçăлать, анчах вăл çак сăмаха пурпĕрех ĕненмест: ашшĕ тăваттăри пуйăспа çитессе кашни кун кĕтет.

Хайлав питĕ кăсăклă, çăмăллăн вуланать.

 Эльмен, Улькка. Çирĕп чунлисем телейлĕ : повеçсем, калав

Эльмен, Улькка. Çирĕп чунлисем телейлĕ : повеçсем, калав / Улькка Эльмен. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. - 624 с.

Кĕнекери повеçсемпе калаври ĕç-пуç паянхи улшăнса тăракан саманари пăтăрмахлă çаврăмсенче пулса иртет. Этем чунĕ тата сипечĕ темле йывăрлăха та çĕнтернине, çирĕп кăмăллă çынсем хăйсен телейне яланах тупнине автор пурнăçри кăткăс самантсем, геройсен характерĕ витĕр ĕнентерÿллĕн те туйăмлăн кăтартса парать. Шăпа тени ют çынсенчен е кĕтменлĕхсенчен мар, этемрен хăйĕнчен килнине кăсăклă сюжет йĕрĕсем уççăн та курăмлăн палăртаççĕ. Кĕнекери тĕп герой – паянхи хĕрарăм, вăл элекпе суяна, тĕрлĕ пăтăрмахсене çĕнтерсе чунĕпе çирĕпленсе тухма вăй çитерет.

Автор хайлаври сăнарсен шалти кăмăл-туйăмне курăмлă майпа, ĕнентерÿллĕн кăтартса парать. Çавăнпа та çак хайлав вулакан чунне çавăх пулса тăрать. Çыравçă чăваш ялĕ сывлăш çавăрса илсе çĕнĕрен мăнаçлăн чĕрĕлсе тăрассине, халăх кун-çулĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнассине чунтан шанать.

 Павловская, А. И. Саланнă кĕлте : повеçсемпе калавсем

Павловская, А. И. Саланнă кĕлте : повеçсемпе калавсем / Ангелина Ивановна Павловская. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. - 350 с. : ил.

Ку кĕнекене пурĕ виçĕ повесть тата икĕ калав кĕнĕ.

Акă "Раштав саламĕ" повеçе илер. Унăн кĕске сюжечĕ çакнашкал. Хайлаври тĕп сăнар – йывăр шăпаллă çын – Улькка. Пурнăçĕ ăна валли асапне ятарласа хатĕрленĕ тейĕн: ачаллах тăлăха юлать, çулсем иртсен савнă мăшăрне Матвие çухатать, Сашук ывăлĕн кун-çулĕ те ачаллах татăлать.

"Саланнă кĕлте" повеçри сăнарсен пурнăçĕ те трагедилле вĕçленет: Яков Васильевич çемйи тĕппипех пĕтет.

Асăннă кĕнекри хайлавсем пире яланах тÿсĕмлĕ пулма, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентеççĕ.


 Павлов, С. Л. Сарă хăмăш, сар хăях : роман, калавсем = То не осока, не камыш : роман, рассказы

Павлов, С. Л. Сарă хăмăш, сар хăях : роман, калавсем = То не осока, не камыш : роман, рассказы / Сергей Лукиянович Павлов. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. - 318 с.

Ку кĕнекене çакăн пек хайлавсем кĕнĕ: "Сарă хăмăш, сар хăях" роман, "Тÿпе тĕттĕм тĕтхемпе", "Курманнин курас килет", "Кĕрт йытти", "Ах, анчах…", "Серепе" калавсем.

Пĕтĕмĕшле илсен, хайлавсенче юратупа курайманлăх, ултавпа сĕмсĕрлĕх, кĕвĕçÿпе тавăру пурнăçра йăнăш çул суйласа илни тата ытти ыйтусен вăрттăнлăхне тупма тăрăшать автор хăйĕн черетлĕ хайлавĕнче – "Сарă хăмăш, сар хăях" романĕнче. Тĕп герой - Герман Платов кăткăс лару-тăрăва кĕрсе ÿкет. Таса кăмăл-туйăм парăнтарать арçынна, вăлах чылай йăнăшран хăтарать. Герман Платов çухалса каймасть, хăйĕн пурнăçри вырăнне тупать.

"Сарă хăмăш, сар хăях" хайлав "Сĕлкĕш", "Тан таппи", "Авар" романсен ярăмне малалла тăсать, паянхи интеллигенцин шухăш-кăмăлне, чун ăнтăлăвне ăнланма пулăшать.

 Сементер, Ю. С. Ĕмĕрсем параççĕ алă : [сăвăсем] = Веков рукопожатие : [сăвăсем]

Сементер, Ю. С. Ĕмĕрсем параççĕ алă : [сăвăсем] = Веков рукопожатие : [сăвăсем] / Юрий Семенович Сементер ; вырăсла куçараканĕ А. И. Дмитриев. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. - 159 с.

Поэзине кăмăллакансем чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн сăввисене юратсах вулаççĕ. Кĕскен унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен аса илтерер-ха.

Юрий Семенович Сементер Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Çĕрпÿ районĕн хаçат редакцийĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче, "Ялав" журналăн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ, чылай кĕнеке авторĕ.

Вулакансене Юрий Семенович Сементерĕн "Ĕмĕрсем параççĕ алă = Веков рукопожатие" ятлă çĕнĕ сăвă кĕнеки савăнтарĕ. Мĕнпе тыткăнлама пултарĕ-ши вăл пире?


Хăйĕн кĕнекинче тăватшар йĕркерен тăракан сăввисенче автор ырăпа усал, чăнлăхпа суя, юратупа курайманлăх евĕрлĕ хире-хирĕçлĕхсен ĕмĕрхи кĕрешĕвне сăнласа кăтартать, философилле куçпа пăхса пахалать:

"Мĕскер тени усал, мĕскер тени – тĕсел,

Ан тив, калатăр тÿпери хĕвел.

Вăл ачашлать шур астра çăлтăрне те,

Тарăн варти хаяр тал пиçене те".

Çак йĕркесем сăвăçăн шалти тĕнчи пуян пулнине çирĕплетеççĕ.

 

Эпир Сире асăннă кĕнекесене хапăлласа йышăнасса, вĕсенче чуна хумхантаракан чылай ыйту çине хурав тупма пултарасса шанатпăр.

Илемлĕ литературăпа кăсăкланакансене Чăваш Республикин Наци библиотекинче кашни кунах ирхи 9 сехетрен пуçласа каçхи 20 сехетчен кĕтетпĕр. Канмалли кун – тунти кун.

 

Информацие "Чăваш кĕнеки" центрăн библиотекарĕ
Елена Николаева хатĕрленĕ.
т.: 62-10-70