Обзор журнала "Таван Атал" №8 2010 г. (Приложение - журнал Сунтал)

Хисеплĕ вулакансем!

Паян эсир "Тăван Атăл" литературăпа культура тата искусство журналăн 8-мĕш кăларăмĕпе паллашма пултаратăр. Журнал Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе тухса тăрать.

Таван Атал №8Çĕнĕ каларăмра вуласа пĕлмелли нумай. Апла пулсан вăхăта сая ярар мар, унпа паллашма васкар. Журналăн малтанхи страницинче Николай Максимов çырнă "Шурă акăш çулĕ" роман сыпăкĕсем кун çути курчĕç. Хайлав пуçламăшĕ 2009 çулхи 12-мĕш, кăçалхи 1-2-мĕш номерсенче пичетленнĕччĕ. Унта чăваш халăхĕн авалхи мăн аслашшĕсем пурăннă вăхăта (15-16-мĕш ĕмĕрсем) сăнласа панă.

Вырăс тата тутар ханлăхĕсем аталансах пынă вăхăтра, чăваш ханĕ Çĕрпÿ-Пулат уйрăм Чăваш патшалăхĕ тума шутлать. Вăл хăйĕн çыннисене пуçтарса инçе çула – Мускава, вырăс ханĕнчен сĕнÿ ыйтмашкăн тухса каять. Виççĕмĕш Иван чăвашсене аван хăналать, Мускаври паллă вырăнсемпе паллаштарать. Вăл чăвашсене вырăс халăхĕ шутне кĕме, православи тĕнне йышăнма чĕнет. Тутарсем те чăвашсене пăхăнтарса пурăнасшăн çуннă.

Çак хайлавран чăвашсен пĕр турă - Тенкре - пулни çинчен пĕлме пултаратпăр. Вăл – пĕтĕм тĕнчене тытса тăракан аслăран та аслă Турă.

Роман сыпăкĕсенче автор чăваш тата тутар халăхĕсен хутшăнăвĕсемпе паллаштарать. Вĕçĕ çитес номерте тухать.

Чăваш поэзине кăмăллакансем "Поэзи" ярăмра Михаил Васильевăн сăввисене асăрхĕç. Йĕркесем вулакана сăвăçăн шалти шухăш-кăмăлне уçса парĕç.

Проза ярăмра вара Арсений Тарасов çыравçăн "Саккăрла çаптарнă ташă" калавĕ пичетленчĕ. Хайлав çемье проблеми çинче никĕсленет. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ ашшĕпе амăшĕн ватăлсан пысăк та çĕнĕ çуртра иккĕшĕн çеç юлма тивет. Пĕтĕм ачи хăйсен çулĕпе тĕрлĕ енне саланса пĕтеççĕ. Паянхи кун та ун пек тĕслĕхсем чылай тĕл пулаççĕ. Автор вулакана пурнăç тĕшши пирки шухăшлама хистет.

Журналта "Чăваш поэзийĕн антологийĕн" XX-мĕш кăларăмĕ тухрĕ. Проект авторĕ - С. Л. Павлов, редакторĕ - Ю. Г. Айдаш. Унта чылай сăвăçсен пултарулăхне кĕртнĕ. Акă, тĕслĕхрен, Нина Арьемьеван пултарулăхĕ çинче чарăнса тăрар. Малтан кĕскен сăвăç çинчен каласа хăварар.

Нина Николаевна Артемьева-Мокина Тутарстан Республикинчи Аксу районне кĕрекен Çĕмĕртлĕ ялĕнче 1947 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Тулли мар вăтам шкул пĕтернĕ хыççан Шупашкара куçса килнĕ, пир-авар комбинатĕнче ĕçленĕ, каçхи вăтам шкулта вĕреннĕ, çав хушăрах сăвăсем çырнă. Вăл – Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.

1977 çулта, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн, ăна "Çилçунат" журнал редакцине ĕçлеме илнĕ. Поэт сăввисем республикăри хаçат-журналта, кĕнекесенче пичетленме тытăннă. Вăл виçĕ кĕнеке çырса кăларать.

Кăларăма Н. Артемьеван "Нестинарка", "Çутă сăнар", "Пĕчĕк палăк", "Çулсем иртсен" тата ытти сăввисем кĕчĕç. Вĕсем кашниех хăйне май чуна тыткăнлаççĕ, илем тĕнчине çитереççĕ, çĕнĕ шухăш çуратаççĕ. "Çутă сăнар" сăвăра Н. Артемьева пурнăçри чи хаклă çынна – аннене - сăнласа кăтартать. Сăвă йĕркисене вуласан кашни çын хăйĕн амăшне аса илет пулĕ. Анне - пĕрре, ăна пирĕн манас марччĕ, вăл вĕрентсе каланă сăмахсене ялан асра тытасчĕ.

"Юр пĕрчисем вĕлтĕртетсе вĕçеççĕ,
Вĕсем умра ташланине пăхса
Сана ас илтĕм, кăмăллă аннеçĕм,
Шап-шурă çÿçлĕн тăтăн эс тухса (…)

 "Аван вĕренĕр, тимлĕ пулăр", - теттĕн.
Куллен илтетпĕр ăшă сăмахна.
Телейлĕ пурнăç, савăнăç пиллетĕн,
Чи ырă шухăш çутатать сăнна.

Çу кунĕсем кĕре кĕрсе çухалчĕç,
Сар çулçăсем те пулчĕç юр айне.
Çурхи шыв пек, çулсем иртсе ăсанчĕç –
ÿссе çитсе çын пултăмар, анне" (…)
– тесе çырать сăвăç.

 

Малалла тепĕр сăвăç çинчен сăмах пырĕ. Вăл эсир пĕлекен Герман Николаевич Желтухин. Вăл "Тăван Атăл" журналта литература сотрудникĕ, пай редакторĕ, яваплă секретарь, халĕ - шеф-редактор пулса ĕçлет. Вунна яхăн кĕнеке авторĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Вулакансене валли Г. Желтухинăн "Хăйăр çинчи юрă" балладине сĕннĕ.

Кунсăр пуçне кăларăмра Александр Моисеевич Ильинăн сăввисем те вырăн тупрĕç. Вăл 1945 çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнче çуралнă.

Малтанхи сăвăсене Çĕрпÿ районĕнчи "Октябрь çулĕ" хаçатра, каярах унăн сăввисемпе поэмисем республикăра тухса тăракан журналсенче тата хаçатсенче пичетленнĕ. Халиччен А. Ильинăн 9 кĕнеке тухнă. Вĕсенчен паллăраххисем – "Çумăр ташши", "Тупа", "Çĕрпÿ", "Вăрманти тĕл пулу". Поэт ытларах çарпа патриотизм темипе çырать, çавăн пекех унăн сăввисенче ял, туслăх, юрату, çĕр темисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кăмăл тăвакансем номерте А. Ильинăн пултарулăхĕ çинчен тĕплĕнрех вуласа пĕлĕç.

Сирĕн умра Алексей Аттил (Алексей Васильевич Никитин) çырнă сăвăсем. Мĕн çинчен вĕсем? Сăвăç пурнăçра тĕл пулакан ыйусен тупсăмне шырать. "Йăмăка" сăвăра телей мĕн иккенне татса пама тăрăшать:

"Телей мĕскеррине эпир
Шута хумасар – йăнăшатпăр.
Телей вăл – тин вăраннă ир.
Телей вăл – кун,
Телей вăл – тапхăр".

Сăвăсемпе паллашнă май эпир сăвăç яланах шыравра пулнине куратпăр.

Кунтах А. Атиллăн "Диалектика", "Тав сăмахĕ", "Кăвак утмăл турат", "Кĕвĕ", "Балетран" тата ытти сăввисем.

Журналăн малалли страницинче эсир Георгий Ирхи сăвăçăн "Тархаслатăп", "Палăк", "Пурнăç", "Пĕрлĕх", "Параппан", "Кĕтнĕ сас", "Çеçпĕл: юлашки каç", "Çăварни асамĕ", "Яш чухне" сăввисене тупатăр.

 

Çавăн пекех Петĕр Эйзин сăвăçăн "Тумлам", "Савни юррисем", "Сывлăм", "Чÿрече умĕнче", "Тасалăх" сăввисене асăнмалла. Вĕсем философиллĕ шухăшсем çуратаççĕ.

"Чÿрече умĕнче" сăвă сыпăкне илер:

Те эсĕ,
те юр пĕрчи,
те чÿрече сенкерлĕхĕ,
те каç?

Тунсăх
ярса илет те –
йăлт сахăр пек,
йăлт ирĕлсе каять,
йăлт
музыка пулса тăрать.

 "Тĕрĕ пултăр парне" ярăмра тĕрĕ ăстисене валли çенĕ илемлĕ ÿкерчĕк вырнаçтарнă.

 "Ял илемĕ - капăр çурт" ярăмра вара çурт-йĕр тăвассипе ĕçлекенсем çурт проектне асăрхĕç.

 

Сунтал - общественно-политический журналЖурналăн тепĕр пайĕ - обществăпа политика журналĕ "Сунтал".

Вăл та кăсăклă материалсемпе пуян. Хуплашка çинче Тĕнче спорт мастерĕ Александра Деверинскаян сăн ÿкерчĕкне кăтартнă тата унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен С. Журавлев "Телей сукмакĕ" ятлă статья çырса хатĕрленĕ.

Кăçал вырăс çыравçи Александр Грин çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Унăн хайлавĕсене тĕнче вулать. Шел пулин те, хальччен вĕсен шутĕнче чăвашли çукчĕ. 2006 çулта кăна "Хыпар" издательство çурчĕпе хаçатăн ертÿçи Алексей Леонтьев тăрăшнипе Хĕрлĕ парăса – хăйĕн пысăк юратăвне – кĕтсе кунсерен тинĕс хĕррине тухакан селĕм пике Ассоль чун-туйăмĕ чăваш вулаканĕшĕн те уçăлчĕ. Халĕ куçаруçă паллă çыравçăн еткерлĕхĕн пысăк пайне чăвашлатнă.

Номерте А. Леонтьев куçару ĕçĕ еплерех пулни çинчен редакцин ыйтăвĕсем çине хуравлать. "Сунтал" журналăн вулаканĕсене А. Леонтьев куçарнă "Калаçма юратакан хĕрт-сурт", "Симĕс лампа", "Хулан пылак наркăмăшĕ", "Çĕнтерÿçĕ" хайлавĕсене сĕннĕ.

"Чăваш тĕнчи" ярăмра А. Юманăн "Чăвашкассин чăваш чунлă хĕрĕ" ятлă статья пичетленчĕ. Унта Ульяновск тăрăхĕнчи Кременки ялĕнче пурăнакан Зоя Михайловна Афанасьева çинчен сăмах пырать. Облаçре ытларах пайĕ – вырăссем, кунта чăвашсем те сахал мар. З. М. Афанасьева Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен ушкăнне ертсе пырать. Хăйĕн пултарулăхне вăл Чĕмпĕрти Ленинăн асăну комплексĕн пысăк сцени çинче пĕрре мар кăтартнă. Ӑна халăх яланах тарават. Вăл йĕркелесе янă халăх хорĕ паянхи кун та Чăнлă районĕнче ăнăçлăн ĕмĕрне тăсать. Çакăн çинчен тĕплĕнрех эсир статьяна вуласа тухсан пĕлме пултаратăр.

Пушкăртстан чăвашĕсем хушшинче те сăмах ăстисем чылай, уйрăмах Александр Савельев-Сас, Владимир Озеров, Василий Антонов, Николай Леонтьев, Валерий Петров т. ыт. те палăртмалла.

Кăларăмра "Шур Атăл" - хастар йыш" ярăм пичетленчĕ. Кунта шăпах Пушкăртстанри чăваш сăвăçисен тата çыравçисен пултарулăхне кĕртнĕ.

Етĕрне районĕнчи Палтайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул – республикăри чи ватă шкулсенчен пĕри. Кăçал вăл хăйĕн пысăк юбилейне уявлать. Çавна май çак шкул историйĕ çинчен Валерий Муравьев çыравçă "Палтай шкулĕ - 150 çулта" статья пичетленĕ.

Кăларăм вĕçĕнче вулакансем чăвашсен паллă тенорĕн тата юрăçин Геннадий Леонтьевич Никифоровăн пултарулăхĕпе паллашма пултарĕç. Кунтах унăн сăн ÿкерчĕкĕпе вăл çырнă "Шупашкарăм, Шупашкарăм" юрă сăмахĕсене вырнаçтарнă.

Çакăнпа кăсăклă "Тăван Атăлпа" "Сунтал" журналсен çĕнĕ кăларăмĕ. Вăл Сирĕн кăмăлăра каясса чунтан шанатпăр.

Чипер юлăр!

 

Информацине Чăваш Республикин Наци библиотекин
"Чăваш кĕнеки" центрăн библиотекарĕ
Елена Николаева хатĕрленĕ.