Обзор журнала "Таван Атал" №11 2010 г. (Приложение - журнал Сунтал)
Ырă кун, ырă сехет тĕлне пултăр, хисеплĕ вулакансем!
Эпир сире "Тăван Атăлăн" кăçалхи 11-мĕш кăларăмĕпе паллашма сĕнетпĕр.
Кăларăм Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе тухса тăрать.
Журналăн малтанхи страници Николай Теветкелĕн кăвар чĕреллĕ сăвăçа - Çеçпĕл Мишшине халалланă сăввипе пуçланать.
"Проза" пайра Валерий Муравьев çырнă "Çылăхлă арçын" романăн тăваттăмĕш кĕнеки пичетленчĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерсенче тухнăччĕ.
Хайлавра вăрçă хыççăнхи ял пурнăçне сăнласа панă. Вăрманкасси ялĕ çулсерен чечекленсе пынă. Колхоз председателĕ тата халăх тăрăшнипе çĕнĕ клуб çĕкленет, фермăсем юсанаççĕ. Хветĕрпе Марина çемйинче виçĕ ача. Хветĕр колхоз садĕнчи утарта вăй хурать. Пĕрре пăхсан – йĕркеллĕ çемье теме пулать. Анчах та тепĕр енчен, пурнăç сыпăнсах пыман вĕсен. Инкек куçа курăнмасть теççĕ. Хветĕр тунă çылăхсемшĕн Турă ăна хăйне те, ачисене те асаплантарать.
Хайлав питĕ кăсăклă, вулакана тарăн шухăша ярать, пурнăçа тĕрĕс курма-хаклама вĕрентет.
Малалла эсир Геннадий Максимовăн "Ачаллă хĕрарăм" хайлавĕпе паллашма пултаратăр. Çыравçă паянхи пурнăç ыйтăвĕсене хускатать, хальхи çамрăксем çинчен шухăшлать.
"Тăван Атăл" журналта "Чăваш поэзийĕн антологийĕн" черетлĕ XXIII-мĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ. Ӑна чăвашсен паллă сăвăçисен пултарулăхне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Вĕсен шутĕнче: Николай Ларионов, Галина Кĕмĕл, Вениамин Пехил, Людмила Сачкова, Зинаида Сурпан, Светлана Асамат, Борис Романов, Георгий Федоров, Альберт Николаев-Кÿльвар, Раиса Сарпи, Николай Ершов-Янгер, Любовь Федотова-Оланьгай т. ыт. те.
Вулакансене кĕскен Николай Ларионов сăвăç пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен аса илтерер.
Николай Николаевич Ларионов Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче 1961 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Кивĕ Çĕпрелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Ульяновскри строительство ăстисен шкулĕнче, Чулхулари автотранспорт техникумĕнче, каярах И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче пĕлÿ пухнă. 1996 çултанпа Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен "Канаш" хаçат редакцийĕнче ĕçлет, 2002 çултанпа – тĕп редактор.
Н. Ларионов – поэт, прозаик тата публицист, 1995 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Номерте сăвăçăн "Çурта çунать", "Пин çыннăн – пин шухăш", "Кукаçи", "Пушă çурт", "Кĕрхи элеги" сăввисем кун çути курчĕç.
"Çурта çунать" сăвăра çурта – пуласлăх палли. Вăл малашлăха çул уçса параканĕ. Çакă сăвă йĕркисенче курăнать:
"Çунать çурта, çурта çунать,
Тархасшăн, ан сÿнтер ăна.
Чăмăртаса тыт аллуна,
Инçе кайма çутат умна".
Хăйĕн тепĕр сăввинче Н. Ларионов пурнăç, çынлăх ыйтăвĕсене тĕпе хурать, вĕсем çинчен философилле шухăшлать. "Пин çыннăн – пин шухăш" ятлă вăл.
Çĕр çинче темĕнле çын та пур. Пĕрне мул е чап илĕртет, тепри – ултавçă, хăшĕ – элекçĕ, йăпăлти, ирсĕр, т. ыт. те. Ку сăвăра автор "кашни çын хăйле пурăнать", "ăна нимĕнле те улăштараймăн" тесе палăртать.
Н. Ларионовăн сăввисемпе эсир тĕплĕнрех журналта паллашма пултаратăр.
Малалла тепĕр пултаруллă çыравçă çинчен сăмах пырĕ. Вăл – Галина Кĕмĕл (Серебрякова Галина Михайловна). Икĕ кĕнеке авторĕ ("Кĕмĕл çути", "Пурнăç, сана юратса"). Унăн хайлавĕсем чăваш хаçат-журналĕсенче пичетленсех тăраççĕ. Композиторсем унăн чылай сăввине юрра хывнă. Галина Кĕмĕл – Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Унăн сăввисенче тăван çершыв, çуралнă кĕтес, тавралăх, çутçанталăк, тăван çынсем, юрату кĕввисем палăраççĕ. Вăл çырнă "Тăван çĕршыв, чăваш чĕлхи" сăвăн пĕр сыпăкне вулар-ха:
"Тăван çĕршыв, чăваш чĕлхи,
Алран кайми аки-сухи,
Пурте кунта – чи малтанхи,
Чĕрен тĕп мулĕ, чи пахи".
Сăвăç тăван çĕре пĕтĕм чун-чĕререн юратнине, ăна ялан асрах тытнине палăртать. Мĕнлерех çепĕç те ăшă сăмахсемпе асăнать вăл чăваш çĕрне, Элшел ялне, чăваш çыннине? Чăвашсем – "сăпайлă", "ырă", "ĕçчен" халăх, чăваш сăмахĕ – "чун ăшши", чăваш çĕрĕ çинче "тÿпе те çутăрах", "хĕртет хĕвелĕ хытăрах", т. ыт. те. Сăвă чуна пырса тивет, çĕкленÿллĕ туйăм çуратать.
Номерте чăвашсен паллă сăвăçин Вениамин Пехилĕн "Юлташăм сăвăç чунлă", "Пĕçернĕ тейĕн çăкăр", "Пурнăç илемĕ" сăввисене тата "Çунатлă йăх" легендине тупса вулама май пур.
Асăннă сăвăçсем çинчен эсир тĕплĕнрех кăларăмра вуласа пĕлме пултаратăр.
"Тĕрĕ пултăр парне" ярăмра вулакансем валли çĕнĕ тĕрĕ ÿкерчĕкне сĕннĕ. Вăл кашниех илем тĕнчине илсе çитерĕ.
Хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕре çĕнĕ стильпе хăпартма пуçларĕç. "Ял илемĕ – капăр çурт" ярăмра шăпах çавăн пек çуртăн проектне панă. Çак план алă ăстисемшĕн усăллă пуласса шанатпăр.
Журналăн иккĕмĕш çурпайĕ – "Сунтал".
Чи малтанах хуплашка çинче эпир Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин Надежда Кириллован сăн ÿкерчĕкне асăрхатпăр. "Пурнăç пуçламăшĕ" статьяра С. Журавлев артистка пурнăçĕн хăш-пĕр саманчĕсен аса илĕвĕсене кăтартать.
"Мускавран вĕренсе тухсан Шупашкара килнĕ хыççăн пирĕн пурнăçăн пĕтĕм ĕмĕчĕ Чăваш театрĕн кун-çулĕ, ун аталанăвĕ, пуласлăхĕ пулса тăчĕ. Чăваш театрĕн искусствине маллалла аталантармалла, театр аталанăвĕнче упранса юлнă лайăх енсене тĕпе хурса çĕнĕ шухăшсемпе çĕкленнĕ майăн театр искусствине çĕклесе пымалла пирĕн. Чăваш театрне эпир питĕ юрататпăр, театрăн пулас кун-çулĕ пирĕншĕн çав тери хаклă", – тесе палăртать Н. Кириллова.
Журнал редакцийĕ Чăваш Республикин çыравçисен ертÿçипе Сергей Лукиянович Павловпа паянхи илемлĕ литературăн ĕçĕ-хĕлĕ, аталанăвĕ, малашлăх тĕллевĕсем пирки калаçу ирттернĕ. Вăл "Хăвăлланнă йывăç тытăнса тăраймасть" ятпа пичетленчĕ.
Вулакансем Владимир Чебоксаров çыравçăн хайлавĕсемпе час-часах хаçат-журналсенче паллашаççĕ. Акă, хальхинче унăн "Ентеш. Юлташ. Хурăнташ" пысăк калăпăшлă аса илÿ очеркĕ тухрĕ. ~на чăвашсен паллă çыравçи Валентин Урташ çуралнăранпа 85 çул çитнĕ тĕле çырнă, пичете кăларма та шутласа хунă. Шел пулин те Владимир Чебоксаров юпа уйăхĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Çыравçăсем тăрăшнипе паян çак хайлава "Сунталра" пичете кăларма май килнĕ.
Владимир Чебоксаров Валентин Урташ çыравçа аван пĕлнĕ, çавăнпа ăна хăйĕн аса илĕвĕсенче тарăннăн сăнласа парать.
Ирина Софронова "Поэзи вăл – чун-чĕрене ыраттарса тасатса сиплемелли эмел" статьяра Алина Сосаева сăвăçăн пултарулăхне тишкерет.
А. Сосаева – илеме туйма пултаракан çын. Хăйĕн туйăмĕсене вăл сăнарлă сăмах, хăйне евĕрлĕ форма урлă палăртма тăрăшать. А. Сосаева яппунсен хокку жанрне суйласа илнĕ. Малтанхи хут сăвăçăн çак жанрпа çырнă сăввисем "Тăван Атăл" журналта 2005 çулта пичете тухнă.
"А. Сосаева сăвви яппун поэзийĕн традицийĕсем çинче хывăннă, çав вăхăтрах вăл чăваш фольклорĕнчен те сĕткен илсе аталанать, пуянланать", – тесе çирĕплетет автор.
Кăларăмра Алина Сосаеван "Тĕлĕксĕр тĕлĕ тĕлĕкĕ" ятлă виçĕ йĕркерен тăракан сăввисене кĕртнĕ. Вĕсем чăнах та хăйне евĕрлĕ.
"Ĕмĕр сакки" ярăмра эсир Лев Медведев çырнă "Кулак" шăпи" хайлавпа паллашма пултаратăр.
Истори патне таврăнас пулсан, XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче хуçалăх тытакан хресченсене "кулак", "класс тăшманĕ" тесе айăпланă, мĕн-пур пурлăха тĕппипех туртса илнĕ, ялтан хăваласа янă. Çыравçă ку хайлавра хăйĕн кукашшĕ Артемий Ильич Ильинпа унăн çемйи çав йывăр та нушаллă çулсенче еплерех пурăнни çинчен каласа парать.
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Хĕрĕхе яхăн сăвă упранса юлнă унăн, прозăпа драматургин темиçе тĕслĕхĕ, çырма палăртнисем, тĕрленчĕксем. Сăвăç çырнисене ку таранччен нумай-нумай тĕпчев ĕçĕнче тишкернĕ, хак панă.
Номерте Юрий Артемьев "Чун-чĕре сăлпăранĕ" ятлă тĕпчев ĕçĕ тухрĕ. Унта Çеçпĕл Мишшин пултарулăх эткерне пăхса тухнă. Ытларах тĕпчевçĕ поэт А. Червякова патне янă çырусем тавра шухăшлать, унăн шалти тĕнчине ăнлантарса пама тăрăшать.
"Юрату çырăвĕсен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк, вĕсем лирика геройĕн шалти тĕнчин, чун-чĕрин "тĕксĕмрех" енĕсене "çутă пайăркипе" çутатса тĕпчеме пулăшаççĕ", – тесе çырать тĕпчевçĕ. Çавăн пекех тишкерÿре Çеçпĕл тĕлĕнмелле ăслă, пысăк тавракурăмлă, эрудициллĕ çын пулнине кăтартса панă.
Арсений Тарасовăн "Чир мар ку – юрату" хайлавĕнче Улатăр районĕнче Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Любовь Петрова тĕрĕ ăсти çинчен каланă. Унăн ытарайми илемлĕ ĕçĕсенчен пурте тĕлĕнеççĕ. Уйрăмах çут çанталăкпа çыхăннă ÿкерчĕксем чылай, вĕсем пĕр-пĕр курава аса илтереççĕ иккен. Кун çинчен тĕплĕнрех журналта вуласа пĕлме пултаратăр.
Çакăн пек кăсăклă та пуян "Тăван Атăлпа" "Сунтал" журналсен çĕнĕ кăларăмĕ. Вулакансемшĕн вăл усăллă пуласса шанас килет.
Кăларăма "Чăваш кĕнеки" центрĕн
библиотекарĕ Е. Николаева пăхса тухнă.