Обзор журнала "Таван Атал" №1 2011 г. (Приложение - журнал Сунтал)

Ырă кун, хисеплĕ вулакансем! Сирĕн валли Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн кăçалхи пĕрремĕш номерĕ.

 

 Кăларăм Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе тухса тăрать. Вăл виçĕ пайран тăрать: "Проза", "Поэзи" тата "Чăваш поэзийĕн антологийĕ".

Журналăн малтанхи страници "Тăван Атăл" журналăн шеф-редакторĕ А. Тарасов çырнă "Тарăн суха касси" статьипе пуçланать. Автор пире 1931 çулта тухнă "Трактăр" журналăн 1-мĕш кăларăмĕпе паллаштарать.

"Проза" пайра вулакансем иртнĕ номерте пичетленнĕ Лаврентий Таллеровăн "Ыр - хаяр" романри ĕç-пуç мĕнле аталанса вĕçленнине вуласа пĕлме пултараççĕ. Хайлаври ĕçсем паянхи улшăнса тăракан саманари пăтăрмахлă çаврăмсенче пулса иртет. Унта автор çивĕч ыйтусем хускатнă: хальхи самана, юрату, çынлăх, чап, мул, пуринчен те малта пырасси.

Поэзие юратакансем тата Любовь Мартьяновăн сăввисене кăмăллакансем "Поэзи" пайра авторăн çĕнĕ сăввисемпе паллашма пултараççĕ: "Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп…", "Сăвăç мар эп паян…", "Ак кунта ман телейĕн çаранĕ…", "Тĕнче пек пысăк чĕмсĕрлĕх… тата ыт. те.

Кăларăмра Ангелина Павловская çырнă "Путиш ача" калавĕ те пичетленсе тухрĕ. Вăл чылайранпа çыракан автор, унăн хайлавĕсене вулакан яланах хапăлласа йышăнать. Унăн геройĕсем пурнăçран илнĕ пире çывăх сăнарсем, вĕсен шăпи, кун-çулĕ, чун ыратăвĕ юнашар çынăнни евĕрех чуна хускатаççĕ, шухăша яраççĕ. Вĕсемпе пĕрле пăшăрханатăн, савăнатăн, телейĕшĕн хĕпĕртетĕн. "Путиш ача" калавра эпир Илюкăн йывăр шăпипе паллашатпăр. Ялта ăна вĕлтĕрен тăрри тенĕ. Вĕсен килĕнче тата сакăр ача ÿснĕ. Ашшĕ çемьене тăрантарас тĕллевпе килтен тухса каять те урăх таврăнмасть. Ырă çынсем пулăшнипе йывăрлăхĕсене çĕнтерсе, Илюк пурнăçăн аслă сукмакĕ çине тăрать.

"Тăван Атăл" журналта "Чăваш поэзийĕн антологийĕн" черетлĕ XXV – мĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ. Проект авторĕ - С. Л. Павлов. Ку кăларăмра чăвашсен хальхи вăхăтри паллă сăвăçисен пултарулăхне кĕртнĕ. Вĕсем: Михаил Захаров, Лидия Ковалюк, Михаил Сунтал, Лидия Сарине, Нина Пăрчăкан, Сăвар Эртиван, Юрий Сан.

Тĕрĕ ăстисем валли "Тĕрĕ пултăр парне" ярăмра çĕнĕ ÿкерчĕк пур.

Çĕнĕ кил-çурт хăпартма ĕмĕтленекенсемшĕн "Ял илемĕ - капăр çурт" ярăмра панă проект усăллă пулĕ.

Журналăн иккĕмĕш çурпайĕ – "Сунтал" журнал йышăнать. Малтанхи страницăра Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Аркадьевич Максимовăн "Автограф" ярăмĕ вырнаçнă. Вăл 1961 çулхи январĕн 1–мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Нĕркеçре çуралса ÿснĕ. Нĕркеçри сакăр çул вĕренмелли, Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкулта, Вăрнарти совхоз-техникумра, Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухнă.

Журналист пулас ĕмĕтне пурнăçласа Комсомольски районĕн "Октябрь ялавĕ" хаçатра (халĕ – "Каçал ен") радиокорреспондентра, корреспондентра, ял хуçалăх пайĕн заведующийĕнче вăй хурать. Чăваш радиора, Чăваш патшалăх телестудийĕнче, "Хресчен сасси" хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçлет. 1994 çултанпа – "Хыпар" Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ, шеф-редакторĕ. Халĕ вăл республикăри паллă çыравçă.

Геннадий Максимов юлашки çулсенче чылай хайлав çырчĕ, вĕсем хаçатсенче, "Тăван Атăл", "Ялав" журналсенче çапăна-çапăна тухрĕç. Унсăр пуçне Геннадий Максимов хайлавĕсем уйрăм кĕнекен пичетленсе библиотека çÿлĕкĕ çине вырнаçрĕç: "Сталин грамоти" (2005), "Çĕрĕллĕ хура кушак" (2009).

Журналăн çак номерĕнче те вулакансене Геннадий Максимовăн "Çĕрлехи ташă" ятлă çĕнĕ хайлавĕ кĕтет. Унта автор çынлăх, мораль темисене хускатать. Хайлаври тĕп сăнар - Кĕтерин, вăл хĕрĕх çулта ача çуратать. Упăшкинчен пач уйрăлса тăракан сарă çÿçлĕ ача. Утса мар, вĕçсе çÿрет Кĕтерин. Ара, савăнмасăр, савăнăç хутаççине салтса ямасăр мĕнле чăтăн – Ваççапа вун пилĕк çул пурăнса та çуртра ача сасси илтĕнмен. Ывăлне ачаш çитĕнтерет Кĕтерин, мĕн кирлине пĕтĕмпех илсе парать, ĕç тĕлне вуçех те пыртармасть. Мĕншĕн автор хайлава "Çĕрлехи ташă" ят панине вулакансем калавпа паллашсан ăнланĕç.

Малалла кăларăмра "Саламлатпăр" ярăм пичетленнĕ. Ку ярăмра чăваш писателĕсене çуралнă кунпа саламланă: Раиса Сарпие, Юрий Сементере, Зоя Нестеровăна, чăваш литературин паллă тĕпчевçине Юрий Артемьева. Çакăнтах вулакансем Раиса Сарпин сăввисемпе, Зоя Нестеровăн "Тыткăнра" çĕнĕ калавĕпе, Юрий Артемьев французларан куçарнă Альфонс Доден "Çăлтăрсем" калавĕпе паллашĕç.

Зоя Нестерова "Тыткăнра" калавĕнче юрату, çынлăх, ĕçкĕ темисене хускатнă. Паянхи пурнăçра чылай çемье арканнин тĕп салтавĕ - эрех. Çакна асăрхаттарса çырать те автор хăĕн калавне.

Çавăн пекех номерте Юрий Скворцов çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май хатĕрленĕ "Пысăк талант, пысăк чун" статья вулаканшăн кăсăклă пулмалла. Кунта Аркадий Илларионович Скворцов мухтавлă шăллĕ çинчен аса илсе çырнипе паллаштарнă. Çакăнтах Юрий Скворцовăн "Тухтăр патĕнче" хайлавĕ те вырнаçнă. Унта автор Муркаш районĕнчи Йÿçкасси ялĕнче ĕçленĕ Иван Иванович тухтăр çинчен, унăн ырă ĕçĕсем пирки çырса кăтартнă.

"Çемье вулавĕ" ярăмра Микиш Павăлĕн "Пурнăç кукрашкисем" хайлавĕ пичетленнĕ. Вăл Раççей писателĕсен тата журналисчĕсен союзĕн членĕ. Унăн ĕçĕсем Чăваш Республикинче тухса тăракан хаçат-журналта тăтăшах кун çути кураççĕ. Хайлавра автор хальхи саманари чиновниксене питлесе çырать.

"Кĕçĕн алăк" ярăмра вулакансем Лариса Петрова çамрăк çыравçăпа тата унăн сăввисемпе паллашма пултарĕç. Çакăнтах Владимир Егоровăн "Пĕрремĕш тĕлпулу" хайлавĕ те вырнаçнă.

Кăларăм вĕçĕнчи тепĕр ярăм - "Чун киленĕçĕ". Кунта Владимир Филиппов ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксем. Фотоăстаçă яла, унти çынсене ÿкерме юратать. "Çынсем маншăн кĕнеке пек, вулас килет", тет Владимир Филиппов. Номертех ăстаçăн ÿкерчĕкĕсене хак парса çырнă А.Суриков статйи те пичетленнĕ.

Эпир асăннă хайлавсене эсир хапăлласа йышăнасса, вĕсенче чуна хумхантаракан чылай ыйту çине хурав тупма пултарасса шанатпăр.

"Тăван Атăлпа" "Сунтал" журналсенче пичетленнĕ статьясем культурăпа çутĕç ĕçченĕсемшĕн, тĕпчевçĕсемшĕн, тăван йăла-йĕркепе кăсăкланакан вулакансемшĕн та усăллă пулĕç.

 

Журналпа "Чăваш кĕнеке" центрăн библиотекарĕ Любовь Матюкова паллаштарнă