05 | 10 | 2024

Обзор журнала "Таван Атал" №3 2011 г. (Приложение - журнал Сунтал)

Ырă кун, ырă сехет тĕлне пултăр, хисеплĕ вулакансем!

Сирĕн умра Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн кăçалхи 3-мĕш номерĕ.


Кăларăм Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе тухса тăрать.

Номерăн тĕп рубрикисем: "Проза", "Поэзи", "Эткерлĕх", "Драматурги".

Журналăн малтанхи страницинче "Мĕн тыттарать алла калем?" статья вырнаçнă. Кунта Елена Нарпи сăвăçа юратупа телей, чыспа кăмăл-сипет, этемĕн пурнăçри вырăнĕпе шăпи шухăшлаттарать.

"Проза" пайра Иван Егоровăн "Урама тăрăх çурт" повеçĕ пичетленнĕ. Иван Егоров çыравçă СССР Писательсен союзĕн членĕ, темиçе романпа повеç-калавсен авторĕ. Вăл хайлавра хăйĕн пурнăçĕнчи самантсене, яшлăхри савнине аса илет. Çавăн пекех ял темине хускатать.

Светлана Азамат поэзине кăмăллакансем "Поэзи" пайра поэтессăн çĕнĕ сăввисемпе паллашма пултараççĕ. Çакăнтах Леонид Маяксем çырнă "Комиссар арăмĕ" ятлă калав вырнаçнă. Кунта автор Пăлаки ятлă комиссар арăмĕн тертлĕ пурнăçне сăнласа кăтартать. Çапах та Пăлаки, тем пек йывăр пулсан та, çĕр шыва юрăхлă пиллĕк ывăл пăхса çитĕнтерет. Анчах та вăрçă ывăлĕсен кун-çулне татать, кĕçĕн ывăлĕ кăна сывă юлать. Ĕç-пуç мĕнле вĕçленнине калава вуласа тухсан пĕлме пулать. Çавăн пекех писателĕн кĕске биографийĕпе паллашма пулать.

"Эткерлĕх" пайра Владимир Садай çуралнăранпа 85 çул çитнĕ май Анатолий Юманăн "Малтанхи вĕрентекен" хайлавĕ пичетленнĕ. Автор кунта Владимир Садай писательпе мĕнле майпа паллашнине тата вăл вĕрентсе пынипе писатель ăсталăхне алла илни çинчен çырса кăтартать, унăн ятне ырăпа асăнать. Тĕплĕнрех кун пирки хайлава вуласа тухсан пĕлме пултаратăр.

Çавăн пекех эсир кăларăмра Владимир Садайăн "Хура акăшсем" ятлă калавĕпе те паллашма пултаратăр. Кунта автор юрату, кăмăл-сипет ыйтăвĕсене хускатать, çамрăксен хутшăнăвĕсем çинчен çырса кăтартать.

"Драматурги" пайра Марина Карягинăн "Кĕмĕл тумлă çар" трагедийĕ вырнаçнă. Пирĕн авалхи мăн-мăн асаттесемпе асаннесен пĕр йăхăн историйĕпе паллаштарать вăл. Кунта тĕп вырăнта – хĕрарăмсем. Çемье вучахне, йăла-йĕркене, тăван чĕлхене упраса хăварасси, йăха малалла тăсасси пуринчен те ытларах шухăшлаттарать вĕсене. Çав вăхăтрах вĕсем – халăхăмăрăн тăван çĕрне пулас ăрусем валли сыхласа хăварма пултарнă çирĕп те вăйлă çар çыннисем. Мĕн пĕчĕкренех чăн-чăн хĕрарăм-амăшĕ мар, çар çынни пулма вĕрентеççĕ хĕр пĕрчисене. Ку трагедие 2010 çулта Çамрăксен театрĕнче лартнă. Режиссерĕ – Станислав Васильев.

Кăларăмра Михаил Мерченĕн "Венчет çĕрри", "Сĕре хитре хĕр", "Чĕре чул мар" кĕске калавĕсемпе паллашма пулать. Калавсене хальхи пурнăçа тĕпе хурса çырнă.

Алă ăстине кăмăллакансем валли "Тĕрĕ пултăр парне" ярăмра илемлĕ ÿкерчĕк пур. Вăл сирĕн коллекцие пуянлатĕ.

Яланхи пекех кăларăмăн иккĕмĕш çурпайне – "Сунтал" журнал йышăнать. Кăларăмри хайлавсене "Автограф", "Çемье вулавĕ", "Çĕнĕ кĕнеке", "Асрах эсир, асăмăртах…", "Кĕçĕн алăк", "Чăваш календарĕ" ярăмсенче вуласа пĕлме пулать.

Журналăн хуплашки çине Алевтина Марье çыравçăн сăн ÿкерчĕкне тата автографне вырнаçтарнă. Кăларăмра çыравçă хăй çинчен каласа панипе тата унăн сăввисемпе паллашма пулать.

Анатолий Кипечĕн "Çĕр çинчи тамăк" калавĕ "Çемье вулавĕ" ярăмра пичетленнĕ. Писатель ветерансем вăрçăри пурнăç çинчен каласа панине çырса кăтартать. Мĕншĕн калава çавăн пек ят панине ăна вуласа тухсан пĕлме пулать.

"Çĕнĕ кĕнеке" ярăмра "Геннадий Уткин çыравçăн "Чăн сăмах" статйи пичетленнĕ. Кунта вăл Борис Борленăн "Сăмахăм самана çинчен" ятлă çĕнĕ кĕнекине тишкерет. Çыравçă авторăн поэзири гражданла позицийĕ çирĕп пулнине палăртса хăварать.

Çакăнтах Борис Борлен кĕнекинчи хăш-пĕр сăввисемпе те паллашма май пур. Тепĕр ярăм – "Асрах эсир, асăмăртах". Кунта "Кипкепе çуралнă пепке телейĕ" статьяра Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ Мефодий Иванович Денисов юрăçпа тĕл пулнине, Денисовсен çемйин кун-çулне, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă самантсене çырса кăтартнă.

Ольга Рубцова пултарулăхне кăмăллакансем вара "Эп тĕлĕк тĕллентĕм ĕнер каçхине" сăввипе "Кĕçĕн алăк" ярăмра паллашма пултараççĕ.

Çакна палăртмалла, кăçал чăвашсене çутта кăларнă Павел Миронович Миронов çуралнăранпа 150 çул, чăваш халăх поэчĕ Яков Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитет. Çавна май Пушкăртстан Республикин Президенчĕ Р. Хамитов "Халăх вĕренĕвĕн паллă ĕçченĕ, чăвашсене çутта кăларнă П. М. Миронов çуралнăранпа 150 çул çитнине, Чăваш Республикин халăх поэчĕ Я. Г. Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине уявласси çинчен" указ йышăннă. Унпа "Чăваш календарĕ" ярăмра тĕплĕнрех паллашма пулать.

Кăларăм вĕçĕнче Арсений Тарасовăн "Чăваш чунĕн сасси" ятлă статйи вырнаçнă. Ăна вăл Николай Гордеев юрăçа халалланă. "Николай Гордеев – халăх юратăвĕ. Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ уявран таврăнакансем пек халăх умне саркаланса: "Атя, матка, киле каяр", - тесе юрласа тухсан зала тÿрех уяв кăмăлĕ кĕрсе каятчĕ. Хамăр çынсем! Чалт хамăрла! Хамăр çынсене мĕнле юратмасăр, сăвапламасăр тăрăн? Ку юрату çак "хамăрлăх" пĕтмесĕр те иртмĕ. Çавăнпа Николай Гордеевăн сăнарĕ яланах упранĕ халăх асĕнче, юррисем – чĕрере. Вăл юрланă юрăсем – чăваш чунĕнчи тунсăх, хурлăх, ырату, савăнăç, уяв сасси", - тесе çырать Арсений Тарасов. Çавăн пекех юрăç пултарулăхне кăсăкланакансемшĕн "Атя, матка, киле каяр" юрă пысăк парне пулĕ.

Эпир асăннă хайлавсене эсир хапăлласа йышăнасса, вĕсенче чуна хумхантаракан чылай ыйту çине хурав тупма пултарасса шанатпăр.

"Тăван Атăлпа" "Сунтал" журналсенче пичетленнĕ статьясем культурăпа çутĕç ĕçченĕсемшĕн, тĕпчевçĕсемшĕн, тăван йăла-йĕркепе кăсăкланакансемшĕн усăллă пуласса шанатпăр.

 

Журналпа "Чăваш кĕнеке" центрăн библиотекарĕ Любовь Матюкова паллаштарнă.