Новые краеведческие издания - 3/2011

Ырă кун пултăр, хисеплĕ вулакансем!

Сире Чăваш Республикин Наци библиотекинчи çĕнĕ илемлĕ литература хайлавĕсемпе паллашма сĕнетпĕр. Ырă вăхăт тĕлне пулăр çак кĕнекесемпе.


Кузьмин, В. П. Юрату кăварĕ = Жар любви : роман

Кузьмин, В. П. Юрату кăварĕ = Жар любви : роман / Владимир Кузьмин. – Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2010. – 428 с.

Владимир Кузьмин – Раççей Федерацийĕнчи писательсен тата Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ, вуннă ытла кĕнеке авторĕ.

Романри ĕçсем юлашки çулсенче Чăваш çĕршывĕн вăрманлă-уйлă кăнтăр енĕн тăрăхĕсенче пулса иртеççĕ. Тĕнче кĕрлет, патшалăх йывăр чиртен сывалса пырать. Хĕрÿ пурнăçра – кашнин хăйĕн шăпи.

Акă, Кăвар ялĕнчи арăмĕнчен уйрăлса хула майри хыççăн телей шырама тухса кайнă Умма Хуммин пурнăç çулĕ анаталла анма тытăнать. Чăрăш Елюкĕ çапах та пуçа усмасть, малалла талпăнать, ачисене вĕрентсе çĕршывшăн усăллă çынсем тăвассишĕн çунать. Телей çăлтăрне ĕçре, кĕрешÿре шырать. Тупать. Халăхра ят илет, пысăк пуçлăха çитет.

  Михайлов, П. Таса чун : калав, новелла, повесть, поэтпа калаçни, пĕчĕк поэма

Михайлов, П. Таса чун : калав, новелла, повесть, поэтпа калаçни, пĕчĕк поэма : [аслă çулхи шкул ачисем валли] / Петĕр Михайлов. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. – 125, [3] с.

Петĕр Михайлов – нумай хайлав авторĕ. Унăн произведенийĕсем республикăри тĕрлĕ хаçат-журналсенче пичетленнĕ, сăввисемпе çырнă юрăсене чăваш эстрада юрăçисем те хаваспах янратаççĕ. "Таса Чун" – унăн Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленекен пĕрремĕш кĕнеки.

Çамрăк çыравçăн хайлавĕсенчи тĕп сăнарсем – XX ĕмĕр вĕçĕнчи яш-кĕрĕм. Пурнăç çулĕ çине тăраканскерсене юрату, çавăнтах кĕвĕçÿпе курайманлăх кĕтсе тăраççĕ иккен. "Таса чун" повеçри Викторпа Клава та çак сереперен иртеймеççĕ.

Кĕнекене тата Петĕр Яккусен поэтпа калаçнă интервью, "Лора" пĕчĕк поэма кĕнĕ.

 Тарават, В. Кĕтмен венчет : калавсемпе повесть

Тарават, В. Кĕтмен венчет : калавсемпе повесть / Валентина Тарават. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. – 159 с.

Кĕнекене калавсем тата "Тĕлĕк" повесть кĕнĕ. Хайлавсенче автор тĕрлĕ тема хускатать: çамрăксен таса юратăвĕ, ултав, çемье ăшши, пĕр-пĕрне хисеплени, ырă камăллăха сума суни тата ытти те.

"Элек" калавра каччă хăйĕн тусĕ пирки ялта сăмах сарать: вăл пĕринпе туслă, тепринпе пурăнать имĕш. Çак элеке пула икĕ юратакан чĕре пĕр-пĕринчен уйрăлать.

 

 Краснов, Г. В. Чипер хĕр ача Ксени : калавсемпе повеçсем

Краснов, Г. В. Чипер хĕр ача Ксени : калавсемпе повеçсем : [вăтам тата аслă çулхи шкул ачисем валли] / Георгий Краснов. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. – 253 с.

Ку кĕнекене 5 калав тата 2 повесть кĕнĕ. Хайлавсенчи ĕçсем вăрçă хыççăн пулса иртеççĕ. Калавсемпе "Чипер хĕр ача" повесть тĕп геройĕн Лева Кураковăн пурнăçĕнчи тĕрлĕ самантсене уçса параççĕ.

"Брынза" калавĕнче Лева амăшне финагент кÿрентĕрĕвĕнчен хÿтĕлес тесе Сталин патне Кремле çыру çырать, хăйне валли "Чăваш чĕлхин грамматикине" ыйтса ярать.

Унсăр пуçне кĕнекене "Катăк чĕлĕм" приключениллĕ повесть те кĕнĕ.

 Турхан, Э. Юлашки юррăм : çырнисен пуххи

Турхан, Э. Юлашки юррăм : çырнисен пуххи / Турхан Энтри ; Вероника Турхан пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2010. – 397 с.

Турхан Энтри чăвашсен XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи паллă çыравçă. Хăй вăхăтĕнче вăл сахал пичетленнĕ. Сăмах ăстин алçырăвĕсем паянхи тапхăрта та пысăк пĕлтерĕшлĕ, тĕрлĕ енлĕ жанрпа çырнă хайлавсем тăван литература историне пуянлатаççĕ.

Э. Турхан çамрăклах çырма тытăннă, куçарнă. Çав шутра французларан тÿрех чăвашла "Интернационал", "Марсельеза" юрăсене, Ж. Б. Мольерăн "Хыткукар" ("Хытă") комедине, вырăсларан – "Вихри враждебные", "Пытару маршĕ" революци гимнĕсене, поляк прозаикĕн П. Тетмайерăн "Хресчен ирĕклĕхĕшĕн", нимĕç çыравçин Генрих фон Паекенăн "Трапер çинчен" романĕсене чăвашла куçарнă. Вĕсемпе çак кĕнекере паллашма пулать.

Çыравçăн пултарулăх эткерне çак пайсенче кăтартнă: чăвашла çырнисем (сăвăсемпе юрăсем), "Хыпар" хаçатра пичетленнĕ публицистика, революци гимнĕсем, Турхан Энтри пухнă фольклор материалĕсем, Андрей Васильевич Турхан çинчен аса илнисем.

Турхан Энтри пултаруллăхĕпе кĕнеке вĕçĕнчи библиографи списокĕ тĕплĕнрех паллаштарать.

 Юстус, В. О. Тенистые аллеи : поэтический сборник

Юстус, В. О. Тенистые аллеи : поэтический сборник / Владимир Юстус. – Чебоксары : [Изд-во Л. А. Наумова], 2010. – 195 с.

Владимир Юстус – самобытный поэт и прозаик, пришедший в литературу уже в зрелом возрасте.

Как отмечает народный писатель Чувашии М. Н. Юхма, "произведения его своеобразны. В них – глубокая жизненная философия, они запоминаются и всегда заставляют читателя задуматься о жизни, о бытие, обо всем, что происходит в жизни в наше время. Такие произведения являются своеобразным барометром измерения жизненного тонуса эпохи. Поэтому они и ценны".

В поэтическом сборнике произведения расположены в следующих разделах: "Хрустальная заря", "Тенистые аллеи", "Алгоритм беды", "Отрывки спасения души", "Анатомия сексапильности", "Мода и красота или откровения мужчины при виде женщин", "Посвящения. Стихи и поздравительные дружеские шаржы на популярные мелодии".