Новые краеведческие издания - 5/2011

Ырă кун пултăр, хисеплĕ вулакансем!

Сирĕн умăрта çĕнĕ кĕнекесен пăхса тухни. Сăвăсемпе поэмăсем, повеçпе калавсем, тĕпчев ĕçĕсем кăмăлăра каясса шанатпăр.


Артемьев, Ю. М. Чăн тÿпере çич çăлтăр : критикăллă статьясем

Артемьев, Ю. М. Чăн тÿпере çич çăлтăр : критикăллă статьясем / Ю. М. Артемьев. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2010. - 253, [2] с.

Юрий Артемьев – паллă литература тĕпчевçи, критикĕ, филологи наукисен докторĕ, Чăваш Республикин Ăслăлăхпа ÿнер наци академийĕн чăн корреспонденчĕ.

Кĕнекере автор хамăр литература классикин "тутăх тивми" пахалăхĕсене çĕнĕрен вуласа тухса тишкерет, вĕсене тиркевлĕ куçпа тарăнрах та тĕрлĕ енлĕрех хаклать, çавна май тавлашуллă ыйтусенчен те пăрăнса иртмест. Тĕпчевçĕ Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Федор Павлов, Илья Ефимович Ефимов (Тăхти), Петĕр Хусанкай, Хветĕр Уяр, Юрий Скворцов пултарулăхĕсем çинче чарăнса тăрать.

Статьясен пуххине кĕртнĕ тĕпчев-шухăшлав ĕçĕсемпе вăтам тата аслă шкулсенче вĕренекенсем çеç мар, вĕрентекенсемпе ăслăлăх ĕçченĕсем те туллин усă курма пултарĕç.

  
 Чаршав уçăлсан... : пьесăсен пуххи = Когда открывается занавес... : сборник пьес для любительских театров

Чаршав уçăлсан... : пьесăсен пуххи = Когда открывается занавес... : сборник пьес для любительских театров / Чуваш. респ. дом народ. творчества ; [Т. Шамсеева, В. Григорьев хатĕрленĕ]. - Чебоксары : [б. и.], 2010. - 110 с. - (Клубный репертуар).

Пьесăсен пуххине чăвашсен паллă драматургĕсем çырнă пьесăсем кĕнĕ: Николай Угаринăн "Салтак юратăвĕ", Александр Пăрттан "Тавăру кунĕ", Альбина Никитинан "Ватти çук та – латти çук".

  
 Филиппов, Г. И. В. К. Магницкий - пирĕн чаплă ентеш

Филиппов, Г. И. В. К. Магницкий - пирĕн чаплă ентеш / Г. И. Филиппов ; Чăваш халăх академийĕ ; [Е. Е. Ерагин ред.]. - Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2010. - 74 с. : ил., портр. - (Чăваш культурин маçтерĕсем).

Василий Константинович Магницкий – паллă ăсчах, фольклорист, этнограф, çутĕç ĕçченĕ, чăваш халăхне çутта кăларассишĕн нумай вăй хунă çырулăх ăсти. Кĕнекене паллă ăсчах çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă, унăн авторĕ – чăваш чĕлхипе литературин учителĕ.

Кăларăмри пайсем : "Ăсчахăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ", "Халăх училищин инспекторĕ", "Ăслăлăхри çул-йĕрĕ", "Çутĕç хастарĕ", "Çырулăх ăсти", "Ăсчахпа çывăх пулнă интеллигенци" тата ыт. те. "Хушса пани" пайра В.К. Магницкин тĕп хайлавĕсене (библиографине) кăтартнă.

  
 Кириллов, Т. Суйласа илнисем : сăвăсем, поэмăсем

Кириллов, Т. Суйласа илнисем : сăвăсем, поэмăсем / Т. Кириллов ; Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ; Г. Ф. Юмарт пухса хатĕрленĕ ; [ум сăмахне çыраканĕсем Г. Ф. Юмарт, И. Г. Трофимова]. - Шупашкар : ЧПГĂИ, 2010. - 161, [2] с.

Тарас Кириллов (1880-1921) XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш çыравçисенчен чи нумай пичетленме ĕлкĕрнĕ поэт шутланать. Унăн кĕнекисем 1917 çулччен 12 яхăн тухнă. Вĕсенчен чылайăшĕ – пысăк калăплă поэмăсем, вăл прозăпа та çырнă, вырăсларан та куçарнă. Çыравçă пултарулăхне совет саманичченех тишкерсе хаклама тытăннă пулин те уйрăм кăларăм халиччен пулман-ха.

Кĕнекене Тарас Кириллов поэт çырнă сăвăсемпе поэмăсене кĕртнĕ. Ум сăмахра Геннадий Юмартпа Ирина Трофимова тĕпчевçĕсем Тарас Кириллов поэзине тишкерсе çырнă.

  
 Кириллов, Т. Суйласа илнисем : сăвăсем, поэмăсем

Слово : 2009 = Сăмах : 2009 : материалы конференций, исследования, из архивных материалов / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; [науч. ред. В. А. Ендеров]. - Чебоксары : ЧГИГН, 2010. - 255 с.

Сборнике Чăваш гуманитарии ăслăлăхĕсен институчĕн литературăведенипе фольклор пайĕн сорудникĕсен тата вĕсем 2005-2008 çç. йĕркеленĕ наукăпа практика конференцийĕсен материалĕсем, унччен пичетленмен ĕçĕсем кĕнĕ. Кĕнекере Петĕр Хусанкай, Ваçлей Митта, Андрей Петтоки, Петĕр Яккусен çинчен, тата литература аталанăвĕ пирки çырнă тĕпчев ĕçĕсемпе паллашма пулать.

"Архивран илнисем" пайра Гавриил Кореньков, Гурий Комиссаров ĕçĕсем пичетленнĕ, вĕсем çинчен аса илнисем – "Аса илнисем" пайра вырнаçнă.