03 | 08 | 2020

Обзор журнала "Таван Атал" №4 2011 г. (Приложение - журнал Сунтал)

Ырă кун, хисеплĕ вулакансем!

Сирĕн умра Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн кăçалхи 4-мĕш номерĕ.

1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Совечĕ йышăннă "Чăваш чĕлхи кунне туса хурасси çинчен" постановленийĕпе килĕшÿллĕн, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çавна май кăларăмра Галина Матвеева чăваш чĕлхине мухтаса çырнă "Сăпка юрри" сăвва тата Иван Яковлевич Яковлевăн "Чăваш халăхне панă халалне" вырнаçтарнă.

"Проза" пайра Анатолий Хмыт çырнă "Леш тĕнчерен" романпа паллашма пулать. Кунта автор юрату, кăмăл-сипет ыйтăвĕсене, вăрçă темине хускатать. Романти тĕп сăнар – Улюш. Вăл мĕн пĕчĕкрен "тăлăх" ÿсет, çитĕнсе çитсен хăй ирĕкĕпе хĕсмете яма ыйтать, Афганистан вăрçине лекет. Мĕншĕн автор хайлава "Леш тĕнчерен…" ят панă-ши? Ку ыйту хуравне романа вуласа тухсан пĕлме пулать. Çакăнтах Лидия Филипповăн виçĕ калавĕ вырнаçнă: "Питĕр парни", "Çуралнă кун", "Кам эсĕ, эпĕ кам?". Хайлавсенче автор хальхи çамрăксен хутшăнăвĕсем çинчен çырать. Чыс, кăмăл-хисеп тасалăхĕ, мораль темисене хускатать.

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Поэт пултарулăхне хакласа Петр Метин тĕпчевçĕн "Поэзи тĕнчи – тĕпсĕр авăр" статьи пичетленнĕ. Кунта Валери Туркайăн "Шурă фарфор чашăк", "Турă питĕнчи куççуль", "Пурăнатпăр-ха", "Вĕçленми вĕçев" кĕнекисене тишкернĕ, поэт пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхне палăртнă. Çавăн пекех Валери Туркай поэзине кăмăллакансем унăн çĕнĕ сăввисемпе паллашĕç.

Çак уйăхра чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши те 75 çул тултарчĕ. Журналта унăн биографийĕпе тата "Элпи чечекĕсем" кĕнекери калавсемпе паллашма пулать. Хайлав чăваша хăйĕн чунне кĕрсе пăхма, авалхи йăх-несĕлсем мĕнлерех халăх пулнине туйма, ăнланма пулăшать.

Поэзие кăмăллакансем вара Павел Васильевпа Чĕкеç Люççин сăввисемпе паллашма пултараççĕ.

"2009 çулта Çуйăн Хĕветĕрĕн "Улăпĕ" вырăсла пичетленсе тухрĕ. Журналăн "Хаклав" ярăмĕнче çак кĕнекене тишкернĕ тĕпчев материалĕ пур. Геннадий Юмарт хăйĕн "Улăп сăнарĕ – кивелми тĕслĕх" ятлă статйинче" "Улăп" эпосĕн хăйне евĕрлĕхне палăртнă. "Тĕлĕнмелле япала: чылай халăхăн паттăрĕсем ытларах чухне тăшмансемпе çапăçаççĕ пулсан, чăвашсен Улăпĕ тăван çĕршывра хастарлăх кăтартать. Вăл выльăх ĕрчетет, çĕр ĕçне пикенет, ялсем пуçласа ярать, усал-тĕселпе кĕрешет. Чăваш эпосĕн тĕп геройĕ мăн асаттесем пурăннă çĕрсенче – Вăтам Атăлта та, Сĕвепе Сăр юхан шывĕсем хушшинче те çÿрет. Çак уйрăмлăхсем Çуйăн Хĕветерĕн "Улăпĕнче" каланипе пĕр килеççĕ, тăван историн кун-çулне тĕрĕс палăртаççĕ. Чăвашсем çĕр ĕçне тухăç енчи кÿршĕсенчен маларах тытăннă. Пирĕн эпос çавăнпа урăхларах сюжетсемпе уйрăлса тăрать… Унта мăн асаттемĕрсен пурнăç йĕрки, ăс-хакăлĕ туллинрех ÿкерĕннĕ", - тесе çырать автор хăйĕн статйинче.

Мĕн вăл энциклопеди? Мĕнлерех унăн хăйнеевĕрлĕхĕсем? Мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет энциклопеди хатĕрлекенсен? Унта камсене кĕртеççĕ? Авторсем камсем? Çак ыйтусем çине "Чăваш энциклопедийĕ – Чăваш тĕнчин пĕтĕмĕшле сăнарĕ" статьяра хурав тупма пулать. Унта Чăваш энциклопедийĕн тĕп редакторĕ, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн директорĕ Юрий Николаевич Исаев тата Чăваш энциклопедийĕн ăслăлăх çыруçи, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ĕçченĕ Алевтина Петровна Долгова хуравланă ыйтусене вуласа пĕлме пулать.

Кăларăмăн иккĕмĕш çурпайне "Сунтал" журнал йышăнать. Журнал хуплашки çинче Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Павловăн автографне вырнаçтарнă. Василий Павлов артиста камăллакансем "Театр – юнăмра, чунăмра…" статьяра унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен вуласа пĕлме пултараççĕ.

2011 çул – Раççей космонавтикин çулталăкĕ. Çакна май Арсений Тарасов "Çăлтăр витĕр çул" статйинче чăвашсен мухтавлă ывăлĕпе Андриян Григорьевич Николаев космонавтпа курнăçни çинчен çырса кăтартать.

Хальхи вăхăтра Геннадий Максимов чи ăнăçлă çыракан çыравçăсенчен пĕри. Унăн хайлавĕсем журналта тăтăшах кун çути кураççĕ. Чăваш Республикин Наци библиотеки ирттернĕ "Чăваш Ен литератури: чи вулакан кĕнеке - 2009" конкурсăн проза жанрĕпе çырнă хайлавсен номинацийĕпе Геннадий Максимовăн "Çĕрĕллĕ хура кушак" кĕнеки пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Журналăн ку кăларăмĕнче вара унăн "Тусан айĕнчи чăнлăх" калавĕпе паллашма май пур. Çыравçă хайлава паянхи пурнăçа тĕпе хурса çырнă.

"Ирĕклĕ калаçу" ярăмра "Тĕп ĕç – Çеçпĕлĕмĕрĕн ĕçĕ-хĕлне документсемпе çирĕплетсе парасси" статья вырнаçнă. Кунта Çеçпĕл Мишши музейĕн ертÿçипе Антонина Васильевна Андреевăран илнĕ интервьюпа паллашма пулать. Музей ертÿçипе Лидия Филиппова курса калаçнă.

"Киленĕç" ярăмра А. Сурковăн "Чун вăрманĕ" статйи пичетленнĕ. Унта Патăрьел тăрăхĕнчи Треньел ялĕнче пурăнакан Валерий Петрович Игорев вăрманçă çинчен çырса кăтартнă. Никам хистемесĕр-хушмасăр хăй кăмăлĕпе вăрман çитĕнтерме пуçланă вăл. Унпа тĕл пулса калаçма А. Сурков ятарласа хай кайса килни çинчен çырса кăтартать.

Кăçал "Тăван Атăл" журнала – 80 çул. Çак паллă уява Етĕрне тăрăхĕнчи Палтай ялĕнче мĕнлерех майпа ирттернине А. Алексеевăн "Туслăх уявĕ" статйинче вуласа пĕлме пулать. Статья сăн ÿкерчĕксемпе пуян.

Кăçал чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул. Çавна май кашни кăларăмра поэтăн кун-çулĕ çинчен кăсăклă материалсем пичетленеççĕ. Хальхи каларăмра та Елена Ухсай хатĕрленĕ"Поэт тени халĕ хисепре мар…" статья вырнаçнă. Унта поэтăн 1974-1975 çулсенчи кун кĕнекинчен илнĕ йĕркесене пичетленĕ.

Çавăн пекех "Çĕнĕ кĕнеке – çĕнĕ тĕнче" ярăмра Михаил Васильевăн "Тумлам çути" кĕнекине вуланă хыççăнхи шухăшсем" критика статйи вырнаçнă. Çакăнтах Михаил Васильевăн кĕске хайлавĕсем те кун çути курнă.

"Тăван Атăлпа" "Сунтал" журналсенче пичетленнĕ статьясем культурăпа çутĕç ĕçченĕсемшĕн, тĕпчевçĕсемшĕн, тăван йăла-йĕркепе кăсăкланакансемшĕн усăллă пуласса шанатпăр.

 

Журналпа "Чăваш кĕнеке" центрăн библиотекарĕ Любовь Матюкова паллаштарнă.