Обзор журнала "Таван Атал" №8 2011 г. (Приложение - журнал Сунтал)
Ырă кун, хисеплĕ вулакансем!
Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн черетлĕ 8-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.
Кăларăм пуçламăшĕнче иртнĕ номерте пичетленнĕ Валерий Муравьевăн "Çылăхлă арçын" романăн малалли сыпăкĕсемпе паллашма пулать. Автор романа вĕçлемен, малалли пулать тесе палартнă.
"Поэзи" пайра Валентина Тарават çырнă "Эп вут çине пусасшăн марччĕ…" ятпа тухнă сăвăсен ярăмĕпе паллашма май пур. Кĕскен автор çинчен те асăнса хăвармалла.
Тарават (Игнатьева) Валентина Николаевна Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Упи ялĕнче 1946 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Пăвари медицина училищине, Чĕмпĕрти педагогика институтне пĕтернĕ. Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ.
Унăн Мускавра, Чĕмпĕрте, Саратовра, Шупашкарта чăвашла тата вырăсла кĕнекесем пичетленсе тухнă. Икĕ чĕлхепе çырать. Çĕре яхăн юрă авторĕ. Вĕсем "Хаклă сасă" кĕнекере тухнă. Хастар автор куçару ĕçĕнче те вăй хурать.
Халĕ Валентина Тарават Чĕмпĕр облаçĕнчи Аслă Нагаткинра пурăнать. Вырăнти чăвашсен пурнăçне хастар хутшăнать, ачасен "Шăпчăк" ушкăнне, районти Культура çурчĕ çумĕнчи хора ертсе пырать (С.46).
"Проза" пайра Хветĕр Агивер çырнă "Чÿк йывăçĕ" ятлă повесть пичетленнĕ. Автор повеçре литературăра анлă сарăлнă юрату темине хускатать. Çавăн пекех чăвашсен ырă йăли-йĕркисене манса каймалла маррине асархаттарать.
Журналти "Шухăш" ярăмра Леонид Маяксем çырнă "Пултарулăх никĕсĕ - пурнăç" ятлă статйи пичетленнĕ. "…Сăмах та çук, писателĕн нумай вĕреннĕ, пысăк тавра курăмлă çын пулмалла. Анчах та малти вырăнта – тепĕр хут калатăп – пурнăçа пĕлни, хăв курса-тÿссе ирттерни пулмалла…", - тесе çирĕплетет автор хăйĕн статйин тĕп шухăшне.
Çак ярăмрах Аркадий Казанов та "Лайăххине шанас килет" статйинче çыравçăн хальхи вăхăтри тивĕçне палăртать.
Кăларăмри "Юбилейсем" ярăмра Максим Ястран, Григорий Луч, Юрий Петров-Вирьял çыравçăсен пултарулăхĕпе паллашма пулать.
Номерти "Асăну" ярăмра "Кашни чăваш хăй патша. Тронсăр патша…" статьяра Лидия Давыдова Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петĕр Çăлкуçран (Петр Николаевич Кузьмин) илнĕ интервьюпа паллашма тата поэтăн сăввисене вулама май пур. Шел пулин те, Петĕр Çăлкуç çыравçă паян пирĕн хушăра çук. Анчах та унăн сăввисенчен хайланă юрăсене чăваш эстрада юрăçисен репертуарĕнче илтме пулать.
"Ĕмĕр сакки" ярăмра Лидия Филиппова КПСС "Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ" статьяра Илья Павлович Прокопьевпа паллаштарать. 60-80-мĕш çулсенче Шупашкар хули тасалăх, культура, экологи тĕлĕшĕнчен аталанас енĕпе Илья Павловичăн тÿпи пысăк. Шăпах асăннă çулсенче вăл республикăна ертсе пынă çынсенчен пĕри, КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Паянхипе танлаштарсан президент шайĕнчи должность вăл. Ăна тĕрлĕ наградăсемпе, орденсемпе, медальсемпе чысланă. Ку кăна та мар, 2002 çултанпа писательсен союзĕн членĕ. Вăл чылай статьясемпе очерксен авторĕ. Унăн паллăрах кĕнекисем çаксем: "По зову сердца" (1998), "Верность долгу" (1999), "Во имя народа" (2001), "Живая легенда" (2004). Çакă тата ытти ĕçĕсем çинчен журнала вуласа тухсан пĕлме пултаратăр.
"Пурăнан пурнăç" ярăмра Владислав Пастухов – Анаткас хăйĕн "Çиле хирĕç" статйинче хăй адвокат пулнă чухнехи аса илĕвĕсене çырса кăтартнă.
Номерти "Хаклав" ярăмра Галина Матвеева Петĕр Яккусем çырнă "Кĕмĕл кимĕ" кĕнекене хак парать. Кун пирки "Кĕмĕл кимĕре" вăраннă кăмăл" статьяра вуласа пĕлме пулать. Ку материал студентсене, чăваш литературипе тĕпчев ĕçĕ çыракансене усăллă пулĕ.
Кăларăмăн "Эткер" ярăмĕнче филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор Юрий Артемьев "Варкăш уçă вăй кирлĕ" статйинче Федор Павлов хăй вăхăтĕнче çырса хăварнă статьясене тишкерет. Паянхи театăрăн кун-çулĕ пирки те асăнса хăварать автор. Çакăнтах Федор Павлов çырнă "Чăваш театрĕ" статьяпа паллашма пулать.
"Ахрăм" ярăмра Роза Власова хăйĕн "Ĕнчĕ пĕрчиех-ши, е Çыравçă хисепре-и?" статйине вулама пулать. Пур çыравçăн та ячĕ кĕрлет-ши? Ял çыннисем пурнăçран уйрăлнă паллă чăваш писателĕсене манăçа кăларман-и? Литература анинче тарăн йĕр хăварнă паллă ывăл-хĕре асăнса мĕн тунă? Паянхи çынсен куçĕпе хаклас тăк, çыравçă хисеплĕ çын-и? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе статья авторĕ чăваш писателĕсемпе поэчĕсем çуралнă вырăнĕсене çитсе килет.
Журналти "Автограф" ярăмра чăваш халăх артисчĕ Валентина Иванова сăн ÿкерчĕкĕ вырнаçнă. Л. Ригель çырнă "Вăлах – Салампи, Пинерпи, Нарспи, Селиме…" статьяра артисткăн сцена çине тухас ăсталăхĕ мĕнле майпа çирĕпленни çинчен вулама пулать.
"Ÿнер" ярăмра "Чăваш Енре - тĕнче ÿнерçисем" статьяра чăвашсен пĕрремĕш профессионал художникĕ Алексей Афанасьевич Кокель ячĕпе тĕнче шайĕпе ирттерекен пленэр кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртни çинчен çырнă. Статья сăн ÿкерчĕксемпе пуян.
"Чун киленĕçĕ" ярăмра Арсений Тарасов çырнă "Вут-çулăмпа çирĕпленнĕ пултарулăх" статьяра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, мухтавлă ветеран, пушар сыхлавçи, пултаруллă сăвăç Георгий Андреевич Фадеевпа (Хавал – унăн литературăри хушма ячĕ) паллашма пулать. Унăн сăввисемпе чылай юрă кĕвĕленĕ. Кăларăмра Георгий Хавал репертуарĕнчи юрра та пичетленĕ. Нумаях пулмасть авторăн "Хавхалану" ятлă çĕнĕ кĕнеки кун çути курчĕ.
Хисеплĕ вулакан! Журналта пичетленнĕ хайлавсемпе ытти материалсем Сирĕн кăмăла каясса шанатпăр.
Журналпа "Чăваш кĕнеке" центрăн
библиотекарĕ Любовь Матюкова паллаштарнă