Обзор журнала "Таван Атал" №9 2011 г. (Приложение - журнал Сунтал)
Ырă кун, хисеплĕ вулакансем!
Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн черетлĕ 9-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.
Кăларăм икĕ пайран тăрать: "Тăван Атăл" тата "Сунтал".
Журнал пуçламăшĕнче иртнĕ номерсенче пичетленнĕ Валерий Муравьевăн "Çылăхлă арçын" романăн улттăмĕш кĕнекипе паллашма пулать.
Валерий Муравьевăн "Çылăхлă арçын" романĕ 6 кĕнекен пичетленсе пычĕ "Тăван Атăл" журналта. Вăрçă хыççăнхи тата каярахри чăваш ялĕн кулленхи пурнăçне, ял çыннин шăпи-характерне юлашки çулсенче кунашкал анлăн, туллин çырса кăтартни пулсах та кайманччĕ-тĕр пирĕн литературăра, çавăнпа ăна хăйне евĕр сага картне те лартма юрать пулĕ. Ун пирки тĕпчевçĕсем хăйсен сăмахне калĕç-ха…(С.60).
"Поэзи" ярăмра Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, сăвăç, куçаруçă, тĕпчевçĕ Геннадий Юмартăн сăввисене тата унăн кĕске биографине вулама май пур. Вăл хăйĕн сăввисенче ытларах тăван халăх кун-çулĕпе йăли-йĕрки çинчен çырать.
Геннадий Кабаков – приключени-детектив жанрĕпе тухăçлă çыракан автор. Йĕркелĕх хуралĕнче тăракансен пархатарлă ĕçĕ-хĕлне халалласа вăл, хăй те пĕтĕм пурнăçне милици органĕсенче ирттернĕскер, темиçе кĕнеке те кăларнă. Вăл шутра: "Ют юн" (1981), "Шанчăк пĕтмен" (2004), "Шакал йĕрĕпе" (2009). Кăларăмăн "Кĕçĕн проза" ярăмĕнче авторăн "Атăл леш енче" ятлă тепĕр калавĕ пичетленнĕ.
Чăваш поэзине кăмăллакансем журналăн "Поэзи" ярăмĕнче Галина Кĕмĕл çырнă "Паян тĕнче те урăхла…" ятлă сăвăсен ярăмĕпе паллашма пултараççĕ.
"Хаклав" ярăмра Юрий Терентьев çуралнăранпа 50 çул çитнине халалласа Петр Метинăн "Вăхăтсăр татăлнă кулă" ятлă статйи вырнаçнă. Кунта писателĕн чăваш литературин кулăш жанрĕнчи хăйне евĕрлĕ ĕçĕ çинчен çырса кăтартнă.
Номерти "Тĕпчев" ярăмра филологи докторĕ, литература тĕпчевçи, критикĕ Георгий Федоров хăйĕн "Сĕлкĕш самана тĕкĕрĕ, е тан тапнă сюжет, композици тата жанр" ятлă статйинче Сергей Павлов çыравçăн пултарулăхне тĕпчет.
"Эткер" ярăмра филологи докторĕ, профессор Юрий Артемьев "Тăхтилĕхĕн тĕлĕнтермĕш вăрттăнлăхĕ" статйинче Илле Тăхти çырнă "Помидор" калавне тишкерет. Çакăнтах "Помидор" калавпа та паллашма май пур.
Кăларăмăн иккĕмĕш çурпайне "Сунтал" журнал йышăнать. Унăн хуплашкин малтанахи страницинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Медведевăн сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă. "Чаршав уçăлать, асамлăх пуçланать…" статьяра автор артист пулас ĕмĕт ăçтан пуçланни çинчен каласа кăтартать.
"Астăвăм" ярăмра Лидия Ригель çырнă "Эп пурăннă тахçан çак çĕр çинчех, Кайран тепре килес пекех каллех…" статйинче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕсен, Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕн членĕ, паллă сăвăç, куçаруçă, журналист Петр Николаевич Кузьмин – Петĕр Çăлкуç пурнăçран уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитнĕ кун Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттемре вăл çуралса ÿснĕ çурт çине асăну хăми çирĕплетни çинчен çырса кăтартать. Çакăнтах Валерий Талай çырнă "Петĕр Çăлкуçа асăнса" сăвва вулама пулать.
Журналти тепĕр кăларăм "Ÿнер" ятлă. Кунта тĕнчипе паллă ÿнер ăсти Праски Виттин ÿкерчĕкĕсемпе киленме пулать.
"Пурнăç кукри" ярăмра Арсений Тарасов "Николай Карачарсковăн Раççейĕ" статьяра Пăрачкав тăрăхĕнчи Шадриха ялĕнче ÿнерçĕн çĕнĕ галереи уçăлни çинчен каланă.
Кăçал республикăра 2011 çула космонавтика çулталăкĕ тесе йышăннă. Çакна май чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьевăн "Çăлтăр хулин хастар чăвашĕ" статйи пичетленнĕ. Кунта автор инженер-подполковник Илья Петрович Тявинпа паллаштарать.
"Чăвашкино" 85 çула çитнине халалласа кăларăмра Лидия Филипповăн "Камра малашлăх: "Чăвашкинора" е "Аксар", "Орион" евĕр киностудисенче?" ятлă статйи вырнаçнă. Тĕплĕнрех кун пирки статьяна вуласа тухсан пĕлме пулать.
Кăларăмра çавăн пекех "Капкăн кĕтесĕ", "Тăван Атăл - ачасене" ярăмсем пур.
"Киленĕç" ярăмра Лидия Филиппова хăйĕн "Чунлă тăм теттесем" ятлă статьйинче Галина Васильевна Изратова ăстаçăн пултарулăхĕпе паллаштарать. Кунтах Галина Изратова ăсталанă теттесен ÿкерчĕкĕсене курма пулать.
Кăларăм вĕçĕнче вулакансем Анатолий Кибечĕн "Хаклă минтер" калавне вулама пултараççĕ.
Хисеплĕ вулакан! Журналта пичетленнĕ хайлавсемпе ытти материалсем Сирĕн кăмăла каясса шанатпăр.
Журналпа "Чăваш кĕнеке" центрăн
библиотекарĕ Любовь Матюкова паллаштарнă.