12 | 08 | 2020

Обзор журнала "Таван Атал" №10 2011 г. (Приложение - журнал Сунтал)

Ырă кун, хисеплĕ вулакансем!

Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн черетлĕ 10-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Кăларăм пуçламăшĕнче Сергей Павлов çырнă "Тĕтре" романăн иккĕмĕш кĕнекин сыпăкĕсемпе паллашма пулать. Роман вĕçленмен, малалли пулать,- тенĕ.

"Юбилей" ярăмра Виталий Енĕш 70 çула çитнине халалласа чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев хăйĕн "Енĕш – ялан пĕрремĕш" статйинче писателĕн пултарулăхĕпе паллаштарать.

Кăçал Юлия Силэм çыравçă та 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Паянхи кун Юлия Силэм – паллă проза ăсти. Юлашки çулсенче унăн чылай хайлавĕсем пичетленчĕç. Кăларăмра çыравçăна халалланă "Сăнĕнче яланах кулă" статья вырнаçнă.

Кăларăм хăни – Пушкăртстанри чăваш çыравçăсен "Шур Атăл" пĕрлешĕвĕ. Паллă ĕнтĕ, ку ярăмра Пушкăртстан çыравçисемпе тата вĕсен пултарулăхĕпе паллашма пулать. Вĕсем çаксем: Василий Антонов ("Вăрçă ахрăмĕ" калав), Микул Ишимбай ("Шанчăк пур пулсан" калав), Аркадий Русаков ("Шакла пуç" калав), Геннадий Челпир ("Сăваплă ĕç" калав), т. ыт. те. Çавăн пекех Алексей Емельяновăн, Зинаида Сурпан тата ыттисен сăввисем пичетленнĕ. Александр Савельев – Сас хăйĕн "Асавпуç çыравçи" статйинче педагогика ĕçĕн ветеранĕ, чăваш халăх ăсчахĕ "Шур Атăл" пĕрлешÿ членĕ Вениамин Герасимович Цветковпа паллаштарать. Тĕплĕнрех кун пирки журнала вуласан пĕлме пулать.

"Эткер" ярăмра Хĕветĕр Уяр 1995 çулта çырнă "Мĕншĕн чăваш чăваша юратмасть?" статйинче чăваш менталитечĕ тата чăваш халăхĕн малашлăхĕ çинчен çырнă. Çакăнтах филологи докторĕ, профессор Юрий Артемьев çак статьяна тишкерни те пур. "Чăнах та çапла-ши" ятлă вăл.

Кăларăмăн иккĕмĕш çурпайне яланхи пекех "Сунтал" журнал йышăнать. Унăн хуплашки çинче Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Большаковăн сăн ÿкерчĕкне курма пулать.

Çакăнтах "Автограф" ярăмра "Кашни сăнара чуна илсе…" статьяра вăл хăйĕн пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантсем çинчен каласа кăтартнă.

Чăваш халăх сăвăçи Валери Туркай тутарсен паллă сăвăçне Ренат Хариса халалласа çырнă "Юбилейпе, юлташăмăр, ĕçтешĕмĕр!" статйипе те паллашма май пур. Кунтах тутар сăвăçин "Шăпам ытамĕнче" сăвăсен ярăмĕ вырăн тупнă. Чăвашла унăн сăввисене Валери Туркай куçарнă.

Кăларăмри "Йăх-несĕл" ярăмра Роза Власова "Хура пÿртрен – шурă кĕпепе" статьяра Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан ÿнерçĕпе Валентина Константиновна Бочкаревапа паллаштарать. Валентина Константиновна 86 çула çитнĕ пулин те мăнукĕсемпе кăна йăпанса лармасть, мольберт умне тăрса картинăсем ÿкерет. Тĕнчипе паллă художникăн Никита Сверчковăн "А. С. Пушкин чăваш ялне килни" картинăра пусăран шыв кăларакан хĕр – Валентина Константиновна Бочкарева. Ку тата ытти кăсăклă япаласем çинчен тĕплĕнрех журнала вуласа тухсан пĕлме пулать. Статья вулама интереслĕ, ÿкерчĕксемпе пуян.

"Ÿнер" ярăмра Владимир Агеевăн картинисемпе киленме пулать. Унăн картинисемпе чăваш кун-çулĕ, историйĕ, шăпи, чăваш чунĕ, юнĕ калаçать.

"Аслă çул айккинче" ярăмра Роза Власова "Камшăн çăтмах, камшăн аваллăх…" статйинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вырнаçнă Люля поселокĕ çинчен çырса кăтартать.

Номерти "Ĕмĕр сакки сарлака" ярăмра Арсений Тарасов "Каçалăк" ятлă статйинче Йĕпреç тăрăхĕнчи Чăрăшкассинче пурăнакан Клавдия Архиповна Архиповăн кун-çулĕпе паллаштарать. Клавье аппа – ку тăрăхри малтанхи трактористкăсенчен пĕри.

Яланхи пекех журналта "Капкăн кĕтесĕ", "Тăван Атăл - ачасене" ярăмсем вырнаçнă.

"Киленĕç" ярăмра Валентина Багадерова "Алла киçтĕк тытсан теме те манатăп…" статйинче Константин Сергеевич Зайцев çинчен çырса кăтартать. Константин Сергеевич тĕрлĕ сăлтавсене пула ÿнерçĕ пулайман, ÿкерес ăсталăхĕ чун киленĕçĕ майлă кăна юлнă.

Çакăн пек пуян та хăйне евĕрлĕ "Тăван Атăл" тата "Сунтал" журналăн çĕнĕ номерĕсем.

Вулавĕ кăмăллă та чуна çĕклентермелле пултăр, хисеплĕ вулакансем!

 

Журналпа "Чăваш кĕнеке" центрăн
библиотекарĕ Любовь Матюкова паллаштарнă.