Ырă кун, хисеплĕ вулакансем!
Сире Чăваш Республикин Наци библиотекине килнĕ çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма сĕнетпĕр.
| К84.09(=Чув) Чăваш халăх писателĕн, академикĕн Юхма Мишшин, революци самананинче пурăннă чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çинчен çырнă çĕнĕ романĕ кун çути курчĕ. Хайлава хатĕрленĕ чух автор поэт пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, вăхăтсăр вилĕмĕ çинчен шыраса тупнă нумай çĕнĕ материалсемпе, ăна астăвакансем каласа панисемпе усă курнă. Çыравçă Çеçпĕл Мишшин амăшĕпе, Агафья Николаевнăпа темиçе те тĕл пулнă, вăл каласа панисене тĕплĕн çырса илнĕ. Çак материалсем поэт сăнарне туллин те пур енлĕн çутатса пама пулăшнă.
|
К84.09(=Чув) Кĕнекене чăваш халăх поэчĕн Николай Исмуковăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă хайлавсенчен суйласа илнĕ сăвви-поэмисене кĕртнĕ. Кăларăм темиçе ярăмран тăрать: "Аслă Арапуç кĕввисем", "Хуратнă кĕмĕл", "Шурă акăш юрри", "Хĕрлĕ пилеш сапаки", "Чул çинчи çырусем" т. ыт. те. Хайлавсенче авторăн пурнăçĕ, кăмăл-туйăмĕ ÿкерĕнсе юлнă.
| |
К84.89(=Чув) Шкул çулне çывхаракан Ваçкă – тĕлĕнмелле ача. Пĕчĕк шухăшлавçăна кулленхи пурнăçран ытларах çитĕннисем те çитсе курман ĕмĕтри тĕнче кăсăклантарать. Унта шăпах ылтăн пан улми ÿсет те, тĕнче хĕрне те çитсе курма пулать, пурнăç мĕнне те пĕлессĕн туйăнать, çăлтăрсем патне те вĕçет пĕчĕк Ваçкă.
| |
К84.89(=Чув) Кĕнекене икĕ повесть кĕнĕ: "Кĕрешÿпе юрату" тата "Ытама кĕреймен юрату". Повеçсене иккĕшне те пĕр тема пĕрлештерет. Геройсем чăн-чăн юрату пуррине ĕненеççĕ, уншăн кĕрешеççĕ. Таса юрату таса чунлă çынсене çеç тивĕçет, телей тĕнчине илсе кĕрет.
| |
К84.09(=Чув) Юрату, çемье, телей… Кама илĕртмеççĕ вĕсем?! Анчах юратни çеç сахал, телей патне туртăнни кăна çителĕксĕр. Пурнăç тумхахĕсене çĕнтерме вăй-хал çитермелле, чун тасалăхне упраса ыттисен кăмăл-туйăмне хаклама пĕлмелле. Вара çемьере те юратупа телей хуçаланĕç… Çапла шухăш патне илсе пыраççĕ Сергей Павлов–Вэскерĕн хайлавĕсем. | |
К84.09(=Чув) Кĕнекене Римма Васильевна Титова-Емелькина çырнă сăвăсемпе юрăсене кĕртнĕ. Ку вăл çамрăк поэтăн пĕрремĕш кĕнеки. Халиччен ун сăввисемпе юррисем тĕрлĕ сборниксенче, хаçат-журналсенче пичетленнĕ.
|