Состоялась презентация книги Александра Грина "Суйласа илнисем"

Александр Гринăн «Суйласа илнисен» пилĕк томĕн презентацийĕ.
 
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче Александр Гринăн «Суйласа илнисен» пилĕк томĕн презентацийĕ иртрĕ. Чăвашла куçараканĕ Алексей Леонтьев. Кĕнеке уявĕ «Пĕрлĕх – культура урлă» фестиваль эрнинче иртрĕ.
 
Презентация книги Александра Грина "Суйласа илнисем"
Александр Степанович Грин – тĕнчипе паллă çыравçă. Унăн хайлавĕсене чылай чĕлхепе куçарнă. Халиччен вĕсен йышĕнче чăвашли çукчĕ. 2006-мĕш çултанпа Грин тĕнчи чăвашла вулакансемшĕн те уçăлчĕ. Хайлавсене вырăсларан куçараканĕ - Алексей Петрович Леонтьев. Куçаруçă Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси ялĕнче 1956 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. 1972 çулта ялти сакăр класлă шкултан, 1974 çулта Аслă Чурачăкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. «Хыпарта» (ун чухне «Коммунизм ялавĕ») 1979 çултанпа ĕçлет. 1991 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнчен – тĕп редактор, 1998 çултан – «Хыпар» Издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ-тĕп редакторĕ. 1991 çулта Раççей социаллă пурнăçпа политика институчĕн журналистика факультетне «политолиги» специальноçпа пĕтернĕ. 15 кĕнеке авторĕ.
 
Кĕнеке уявне çыравçăсем, куçаруçăсем, библиотека ĕçченĕсем, аслă шкулсенче вĕренекен студентсем хутшăнчĕç. Тухса калаçакансен шутĕнче Арсений Тарасов çыравçă, Аристарх Дмитриев çыравçă-куçаруçă, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ираида Мукина пулчĕç. Вĕсем куçару ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çинчен тата илемлĕ литература хайлавĕсене куçарасси çăмăл ĕç мар пирки калаçрĕç. Тĕпчевçĕсем Александр Грин хайлавĕсене хак пачĕç, вĕсем чăваш чĕлхине юратакансемшĕн чăн-чăн парне пулнине тата тăлмачă чĕлхи калама çук пуяннине палăртрĕç. Çавăн пекех кĕнеке уявне хутшăннă хăнасем вырăс классикĕсен чăвашла куçарăвĕсемпе кĕнеке куравĕнче паллашма пултарчĕç.
 
Тел. 23-02-17, доб. 144.