Издательская продукция ОНИМР за 2013 год

 


 

Муниципальные библиотеки Чувашской Республики в 2012 году : обзор деятельности / Нац. б-ка Чуваш. Респ. – Чебоксары, 2013. - 92 с.


В сборнике «Муниципальные библиотеки Чувашской Республики в 2012 году» представлены аналитические материалы по различным направлениям деятельности муниципальных библиотек республики: комплектование библиотечных фондов, справочно-библиографическая и информационная деятельность, краеведческая деятельность, обеспечение доступа населения к правовой и социально-значимой информации, библиотеки Чувашии в Год российской истории, организация методической работы. В приложении к сборнику приводятся статистические данные «Библиотеки Чувашской Республики в цифрах (2011-2012 гг.)

   

Николаева, А. Ю. «Эпĕ халь телейлĕ=Теперь я счастлива» : Валентина Элпи çĕр çул тултарнă тĕле çырнă сценари / Чăваш Респ. Наци б-ки. ; А. Ю. Николаева. – Шупашкар, 2013. – 23 с.

«Эпĕ халь телейлĕ=Теперь я счастлива» сценарие чăваш çыравçи Валентина Андреевна Элпи çĕр çул тултарнă тĕле çырнă.

Валентина Элпи 1913 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче Тăвай районĕн Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă. Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Литература анинче 1946 çулта пĕрремĕш утăмсем тунă. Тĕп хайлавĕсем: «Малтанхи савни», «Юратнă мăшăрсăр», «Тинĕс чечекĕ», «Пулас кинсем», «Эпĕ халь телейлĕ», «Качча кайсан», «Качча кайиччен» тата ыттисем.

1956 çулта пĕрремĕш кĕнеки — «Куçса çӳрекен çурт» — вулакан патне çитнĕ. Валентина Элпи телейлĕ ачалăх, вĕренӳпе кану пирки ытларах çырнăран ăна ача-пăча çыравçи теме те пулать. Унăн сăнарĕсем пĕчĕккисемпе çамрăксене ырă кăмăллă та ĕçчен, хастар та паттăр пулма вĕрентеççĕ.

Çыравçă пултарулăхĕнче драматурги те хăйне май пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхрен, «Çак кунсен чапĕ каймĕ» драмăна (1959) вăл Геннадий Пласкинпа пĕрле çырнă. Унта ачасен те аслисемпе пĕр тан вăрçа хутшăнма тивни пирки каласа кăтартнă. Пьесăна хăй вăхăтĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартнă.

«Пулас кинсем» (1989) е çакăн йышши тата ытти хайлава вара хĕрарăм çеç çырма пултарать пулĕ. Тĕнчен черчен çуррийĕн кăмăл-туйăмне, савăнăçĕпе куççульне урăх никам та чĕре витĕр сăрхăнтарса хут çине куçараймĕ, чунне уçса параймĕ. Валентина Элпи, хăй те вăрçă çулĕсене тӳссе ирттернĕскер, çепĕç те сăпайлă чăваш пикисем фронтра еплерех нуша курнине, йывăрлăха мĕнле çĕнтернине чуна тивмелле каласа кăтартнă.

Сценари библиотека, шкул, культура ĕçченĕсене уявсем, пултарулăх каçĕсем ирттерме пулăшĕ тесе шанатпăр.

Николаева А. Ю., Наци библиотекин ěçченě.