Библиотека в социальных сетях |
|
|
|
|
|
ЖУРНАЛ "Таван Атал" (2009/2)
Кĕске справка Тăван Атăл (вырăсла – Родная Волга), – чăваш писателĕсен илемлĕ литература, критика тата публицистика журналĕ. Вăл 1931 çултанпа тухса тăрать. 1940-1944 çулсенче "Илемлĕ литература" ятпа пичетленнĕ (17 кĕнеке кун çути курнă). 1944 çулта, 18-мĕш кĕнеки пичетленнĕ вăхăтра, урăх ятпа кăларнă. 1965 çулччен литература альманахĕ пек тухса тăнă. 1965 çулхи 2-мĕш номертен – периодика кăларăмĕ – журнал. Халĕ журнала кашни уйăхра "Хресчен сасси" издательство çурчĕ пичетлесе кăларать. Тăван Атăл журналăн 2009 çулхи 2-мĕш номерĕнче çакăн пек материалсем пичетленнĕ: - - проза:
- Аркадий Казанов. Юр çинчи типĕ чечек : повесть.
- Анатолий Кибеч. Тутлă çимĕç : повесть.
- Василий Антонов. Алсиш : калав.
- Геннадий Максимов. Ирхи шăнкăрав : калав.
- - поэзи:
- Георгий Ирхи. Кун тÿпинчи хĕвеллĕх.
- Василий Кервен. Ачалăх ĕмĕрех юлсан чунра.
- - хаклав:
- Николай Теветкел. "Йăлтах пĕлсе тыткаласан тĕнче пулмасть ыйткалакан".
- - еткерлĕх:
- Никифор Мранькка. Ĕмĕр сакки сарлака. Роман.
- - аса илÿ:
- Виталий Мораньков. Ытарайми атте сăнарĕ.
- Н. Мранькка патне янă çырусем.
- - ял театрĕ:
- Олег Уляшев. Чуччу. Икĕ пайлă пьеса.
- - шухăш:
- Борис Борлен. "Нарспие" наркăмăшлантарас марччĕ.
- - чĕлхеçĕ тĕпелĕ:
- Михаил Волков. Карт çырулăхĕ çинчен.
- - Атăлпа Урал тăрăхĕнче:
- Президент чăваш юрри итлесшĕн.
- Пишкайăнри хушпу ăсти.
- - Раççейри литература пурнăçĕ:
- Ниçталла мар, таçталла.
- Пит хĕрелет.
- - çĕнĕ кĕнеке:
Аркадий Казановăн "Юр çинчи типĕ чечек" повеçĕн пĕрремĕш пайĕ пичетленнĕ. Карнашовсем дачăра çулталăкĕпе тенĕ пекех мунча хутаççĕ. Хĕллехи тапхăрта кăна темиçе уйăхлăха чарăнаççĕ, хула хваттерĕнчи ваннăйра шĕмпĕлтетнипех çырлахаççĕ. Çапла, кăçал та кĕтсе илчĕç-илчĕçех ăна Мартын Карнашов арăмĕ Ангелина калашле, мунча уявне. Ĕнерхи мунча уявне аса илсе, ăшра кула-кула аса илнĕ май Мартын дачăна çитннине сисмерĕ те. Сасартăк хытса тăчĕ - дачăра вăрăсем хуçаланнă. Мĕнле самана килсе çапăнчĕ капла – тискерленсех кайрĕ этем, ниепле те чарма çук ăна. Вăрри – Мартынăн юлташĕ, пурте вилнĕ тесе шутланă Тимахви Палтанов иккен. Институтра тăватă çул пĕрле вĕреннĕ вĕсем. Истори учителĕ пулма хатĕрленнĕ. Мĕн пулса тухнă-ха унпа? Мĕншĕн вăл çапкаланчăк пулса тăнă? Мĕншĕн Тимахви Палтановăн пурнăçĕ тайăлнăçемĕн тайăлса пырать? Мĕншĕн автор Мартын Тимахвие юр çинчи типĕ чечекпе танлаштарать? Çак ыйтусем çине тата повеçри геройсен шăписемпе повеçе вуласа тухсан пĕлме пулать. | Анатолий Кибечĕн "Тутлă çимĕç" ятлă повеçĕ кашни вулаканах кăсăклантарĕ. Унта хальхи пурнăçăн ыйтăвĕсене хускатнă: укçа-тенкĕ, хваттер ыйтăвĕ, йывăр пурнăç. Упăшки Владик командировкăран таврăннă çĕре Ника арăмĕ еркĕнĕпе савăшать. Арăмĕ упăшкине еркĕн мар, сантехник тесе ĕнентерет. Лешĕ çавах иккĕленет. Ĕç уйрăлас патнех çитет. Малашне мĕнле аталанса пырĕç-ши çемьери хутшăнусем? Мĕнпе вĕсленеть-ши повеç? Çак ыйтусем çине хурав повеçпе паллашсан пĕлме пулать. Хайлав питĕ çăмăллăн вуланать, вуланăçемĕн вулас килет. Василий Антоновăн "Алсиш" калавĕ пичетленнĕ. Автор Пушкăрт Республикин Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалта 1949 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче çуралнă. 2003 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенче "Тăван Атăл", "Ялав", "Капкăн" журналсенче, "Урал сасси", "Хыпар" хаçатсенче пичетленме пуçланă. Ваилий Антонов - поэт, прозаик, ултă кĕнеке авторĕ. Калаври пулăмсем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсенче пулса иртеççĕ. Амăшĕ çыхса панă ăшă, чăпар çăм алсиш… Мĕн чухлĕ юрату вĕсенче. Ывăлĕ ялти клуба кайса чаплă кино курма ĕмĕтленет. Чапаева кăтартаççĕ-çке-ха. Кино пăхса киленме пилĕк пус кăна тÿлемелле, анчах укçа çук. Арçын ача билет тĕрĕслекене амăшĕ парнеленĕ алсишне парать. Çапла ачан ĕмĕчĕ пурнăçланать – "Чапаев" кинона курма кĕрет. | Георгий Ирхи кĕвĕленĕ "Кун тÿпинчи хĕвеллĕх" сăвăсен ярăмĕ пичетленнĕ. Поэт паянхи кун та тăван поэзи каçалăкĕнче тăрăшса ĕçлет. Вăл – художник, ăста лирик, куçаруçă. Сăвăсен ярăмĕ çыравçă 60 çул тултарнă май пичетленнĕ. | | Николай Теветкел поэт-куçаруçăн çак номертех сăвăсен ярăмĕ патне хаклав пичетленнĕ. Вăл палăртнă тăрăх Георгий Ирхи сăввисем чи малтан – сăнарлăхпа, шухăшлавпа илĕртеççĕ вулакана. Акă кăларăмра пичетленнĕ тĕслĕх: Ĕшеннĕçем Сĕнкĕлтетет вăрах Сехетпелен Пуçарнă калаçу. Ытарлă каланă поэт. Çын утать, ĕшенет, анчах хăйĕн тĕллевĕ патне çитме питех те çăмăл мар иккен ăна. Вăл çав тĕллев патне вăраххăн пулин те "сĕнкĕлтетет". Сăввăн юлашки йĕркисем çапла вĕçленеççĕ: … Кĕтетĕп. Хам çураласса Кĕтетĕп. Çак сăвă йĕркисене вуласан хăшĕ-пĕри "вăл çуралман та-и вара?" теме те пултарать. Анчах шухăшлавăн тĕп никĕсĕ, Н. Тĕветкел шухăшĕпе, çын мĕнле те пулин хисеплĕ те чыслă ĕç тума ĕлкĕреймен пулсан, вăл хăйне çут тĕнчене мĕншĕн килнине ăнланма пултарĕ-ши? тени. Автор сăвăсенче ял пурнăçĕнчи, тĕнчери драмăсене çутатса пама ăнăçлă йĕркесем тупать, иртсе кайнă вăхăт тапхăрĕнчи хăш-пĕр сикчевлĕ пулăмсем çинчен палăрса хăварать. | | Василий Кервен. "Ачалăх ĕмĕрех юлсан чунра" - сăвăсен ярăмĕ. Çак кăларăмра вулакансем Василий Кервенĕн "Чун", "Улшăну", "Пĕчченлĕх шăплăхĕ", "Ют çын", "Çĕрпе чĕре", "Тăван килте" тата ытти сăввисемпе паллашма пултараççĕ. Кĕскен автор çинчен: В. Кервен шкулта вĕреннĕ чухнех пичетлеме пуçланă. Вăл лирик çеç мар – критика тишкерĕвĕсем те, калавсем те çырать, ытти халăхсен поэчĕсене чăвашла куçарать. Поэт 1987 çултанпа СССР, Писательсен союзĕн членĕ. Паллăрах кĕнекисем: "Туйăм" (1982), "Хĕври хĕвел" (1987) сăвăсен пуххисем тата "Çынсем" сăвăлла роман-эссе (1991). В. Кервен тĕрлĕ çулсенче "Пионер сасси" (хальхи "Тантăш") хаçатра, "Хатĕр пул", "Çил çунат" (хальхи "Самант") журналта литературăпа искусство пайĕсен редакторĕнче, Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕн литература консультантĕнче ĕçленĕ. Вăл 1994 çултанпа Шупашкарти коопераци институчĕн доценчĕ, студентсен литература пĕрлешĕвне ертсе пырать. В. Кервен – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Марфа Трубина ячĕллĕ преми лауреачĕ. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Теветкел хаклавĕнче "Йăлтах пĕлсе тыткаласан тĕнче пулмасть ыйткалакан" йĕркене Василий Кервенĕн "Çынсем" кĕнекинчен илсе хăйĕн шухăш-кăмăлне аталантармалли никĕс вырăнне илнĕ.Николай Теветкел Василий Кервен поэтăн "Çынсем" кĕнекене сăвăласа çырнă философи трактачĕ тесе палăртать. Инкек ялавĕ - мухтавра. Виçелĕх кирлĕ те, туятăр, Хăпма пĕлмесĕр, ЯТ тавра Çÿретĕп-ха çаплах, ан ятлăр. Вăл, ман шутпа, халь ытларах Чаппа çураçрĕ, тур çырлах. Испани философĕ Хосе Ортегаи-Гассет та, чăваш ăсчахĕ Василий Кервен те пĕр шухăш патне çитсе тухаççĕ. Їслăлăхсăр пурăнасшăн мар чăваш çыравçи. Тĕпчет, сăнарлă пĕтĕмлетÿсемпе шухăш тĕллевне шырать. "… Василий Кервене, юратăва çивĕч туякан, анлăн куракан поэта, çутă сывлăм тата çăл куçăн пăчăртанса тухакан тумламĕсем пурнăçа çуратакан Çĕр-аннен куççулĕсем пекех туйăнаççĕ", - тет хаклавçă. | "Тăван Атăлăн" 2-мĕш номерĕнче вулакансем Никифор Мраньккан "Ĕмĕр сакки сарлака" романĕн улттăмĕш кĕнекипе паллашма пултарĕç. Малалли - çитес номерте пичетленĕ. Аса илÿ. "Ытарайми атте сăнарĕ". Николай Мораньков юратнă ашшĕн сăнарне çутатса панă йĕркесем, çыравçăн тĕрлĕ вăхăтри сăн ÿкерчĕкĕсем уйрăмах кăсăклă. Никифор Мранькка ывăлĕ патне янă çырусем те пичетленнĕ. | | Кашни кăларăм вĕçĕнче "Тĕрĕ пултăр парне" ятлă рубрика хатĕрлекенсем пире хитре тĕрĕсемпе савăнтараççĕ. |
|
|
|
|